Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕлтерен яшки
Аш-какай шӳрпи е шыв вĕретме лартмалла. Çав хушăра ытти çимĕçсене хатĕрлемелле. Иртнĕ тата çунă çамрăк вĕлтĕрене вĕреме кĕнĕ шывра 2-3 минут хушши тытмалла, унтан вĕттĕн турамалла е аш арманĕ витĕр çавăрса кăлармалла. Кишĕрпе петрушкăна вĕтĕ тăваткалласа турамалла, пуçлă сухана вĕттĕн касса вакламалла, вĕсене çупа ăшаламалла, пиçсе çитес умĕн 2-3 минут малтан вĕтĕ туранă симĕс сухан хушмалла.
Аш-какай пиçе пуçласан е вĕреме кĕнĕ шыва ăшаланă кишĕр-кăшман, вĕри шывра тытнă, вĕтетнĕ вĕлтрен тата петрушка çулçисен çыххине ямалла та 20-25 минут хушши вĕретмелле. Яшка пиçсе çитес умĕн 8-10 минут малтан çăнăх юрми, çуса туранă кăшкарути (щавель), лавр çулçи, пăрăç, гвоздика (кашни порци пуçне 2-3 татăк) ярса пĕçермелле, тăвар калаттармалла.
Ку яшкана та, кăшкарути яшки пекех, чăмăрла пĕçернĕ çăмартапа, хăймапа тата укроппа параççĕ.
 
Хăймапа пĕçернĕ карас
Пĕр порци çине (грампа) пулă 120, çĕрулми 150, услам çу 15, çăнăх 5, тутлă хăйма 50, тăвар, пăрăç тата укроп, симĕс сухан 10-12 каять.
Хуппинчен тасатнă, çунă, ăшне кăларнă караса тăвар сапмалла та çур сехет тытмалла. Шурă çăнăха услам çупа сăтăрса хутăштармалла, ăна вĕри шывпа тата хăймапа шĕветмелле. Çак хăйма соусне вĕреме кĕртмелле, унта пулă хумалла, вĕттĕн туранă симĕс сухан сапмалла. Тăвар тата пăрăç калаттарса, çине витсе хуллен çунакан вут çинче пулă пиçсе çитиччен вĕретмелле.
Пулла турилкке варрине хумалла, йĕри-тавра шывра пĕçернĕ тӳмен çĕрулми хурса тухмалла, çине хăйма соусĕ ямалла, вĕттĕн туранă симĕс сухан тата укроп сапса памалла.
 
: 631, Хаçат: 19 (1163), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: