Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Упăшкапа юлташлă пуласси хĕрарăмпа юлташлă пулнинчен самай улшăнса тăрать. Паллах, хăш чухне унпа палланă çынсем пирки калаçса илме е хăвăрт кăна лавккана кĕрсе тухма пултаратăр.
Ку вара ниепле те йĕрке пулса тăраймасть. Кашни арçыннăн ниçта та çырса хуман хăйĕн саккунĕ пур, унта вăл хăйне мĕн тума юранипе юраманнине палăртнă. «Юрамасть» графара кашни арçыннăн «хĕрарăм япалисене туянма лавккасем тăрăх çӳреме юрамасть» тесе çырни пур. Иккĕмĕшĕ – хĕрарăмсен «çăмăлттай» калаçăвне хутшăнма юраманни. Çак икĕ пункта пăхăнма кансĕрлесе эсир упăшкăрăн тивĕçлĕхне мĕскĕнлететĕр.
Хĕрарăмсен çакна та манмалла мар: арçынсем телефонпа пустуй калаçнине чăтма пултараймаççĕ. Кунне тăватă-пилĕк хутчен упăшкана ĕçе телефонпа шăнкăравласа ĕçтешĕн çĕнĕ тумне сӳтсе явни те вырăнсăр.
Хĕрарăмсен тепĕр пысăк йăнăшĕ – упăшкин пурнăçĕнчен унчченхи юлташĕсене кăларса пăрахма тăрăшни. Авланнă çынна çемьесĕр юлташĕсем «тĕрĕс» пурнăçран пăрасран хăранипе çапла хăтланать хăш-пĕр хĕрарăм. Анчах «патакран хăранипе» юлташĕсемпе курнăçма пăрахнă арçын арăмне хытăрах юратма тытăнать тесе шутлатăр-и? Çук çав, вăл арăмне пушшех шанма пăрахать, ăна улталама тытăнать.
Ăслăрах хĕрарăмсем хăйсене пач урăхла тытаççĕ: упăшкин юлташĕсене хапăл йышăнаççĕ, «сан юлташу – ман юлташ» принциппа пурăннине палăртаççĕ. Çапла кун пек арăма упăшкин юлташĕсем те хисеплеме, шанма тытăнаççĕ. Вăл сисмесĕрех ытти хĕрарăмсенчен çӳлерех тăма пуçлать.
 
: 816, Хаçат: 19 (1163), Категори: Салампи

Комментарисем:

Latesha (2016-06-30 22:40:34):
Free knowledge like this doesn't just helpĔ it promote deccoramyĕ Thank youĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: