Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ман ывăл 23 çулта. Юлашки çулталăк хушши вăл пĕр пус ĕçлесе илмесĕр ман ĕнсе çинче ларать. Ĕç шыранă пек туса вăхăтне ахаль ирттерет. Ман шутран пурăнма килĕшет ахăр ăна. Эпĕ унпа темиçе хутчен те калаçса пăхрăм. Унăн яланах хурав пур: «Пĕлетĕп, шыратăп, ăнланатăп». Е хăш чух шӳтлесе ирттерсе ярать. Тен, малашне ăна укçа пама, çитерме пăрахмалла? Пулăшсамăр.
Вера.
Ывăлăрпа «вăрçă» пуçличчен малтан ывăлпа мар, арçынпа калаçнă пек калаçăр. Кăшкăрса мар, йĕрсе мар, чăн арçын мĕнле пулмалли çинчен ăнлантарса. «Эсĕ ăслă, вăйлă, пултаруллă, манăн шанчăк – эсĕ çеç»,- тесе вăл чăн арçын пулмаллине ăнлантарăр. Вăл усал çул çине тăрса ĕлкĕреймен пулсан – сире ăнланма тивĕç. Ĕç тупма паян çамрăксене чăннипех çăмăл маррине шута илсе, тен, хăвăрăн та тăрăшса пăхмалла. Халĕ чылайăшĕ ачине ура çине çапла тăратать.
Ку та пулăшмарĕ тĕк укçа тĕлĕшĕнчен кăштах хытарма тивет. Анчах темле пулсан та ывăлăра выçă тытма юрамастех.
 
Арăм юратсан арçын чирлемест
Пĕр-пĕрне юратакансем телейлĕ пурăнаççĕ. Израиль ăсчахĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, хĕрарăмсем юратакан арçын ыттисенчен ангинăпа, чĕре чирĕсемпе икĕ хут сахалтарах чирлет. Юратакан арăм мăшăрĕн сывлăхне сăнасах тăрать, пур енĕпе те тимлĕх уйăрать. Çавăнпа арçын та усал йăласенчен пăрăнать. Хĕрарăм тимлĕхĕ ăна ырăрах, йăвашрах пулма хистет. Ырă кăмăллă çын сахалтарах тарăхать. Унăн нерв тытăмĕ те çирĕпрех. Апла тăк – юратни сывлăхшăн питĕ усăллă.
 
: 843, Хаçат: 19 (1163), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: