Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Константин Прокопьевич Прокопьев вĕрентӳçĕ тата этнограф çуралнăранпа 140 çул çитет.
К.П.Прокопьев 1872 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче (хальхи Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕ) çуралнă. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă та Хусанти тĕн академине вĕренме кĕнĕ. Чĕмпĕр коммерци училищинче Турă Сакунне вĕрентнĕ. 1919 çулта Челябинскра епархи канашне ертсе пынă.
К.Прокопьев чăваш халăхĕн пурнăçĕпе Хусанти тĕн академийĕнче вĕреннĕ чухнех интересленме тытăннă. 1903-1905 çулсенче Хусан университечĕ кăларакан «Известия Общества археологии, истории и этнографии» журналта çак темăпа нумай ĕçĕ пичетленнĕ.
Уйрăмах ăслăлăх шайĕнче унăн «Обряд прохождения в земляные ворота», «Переводы христианских книг на инородческие языки во второй половине XIX века», «Инородческие школы Казанского края до введения просветительской системы Ильминского» историпе этнографи очеркĕсем палăрса тăраççĕ.
1917 çулхи революци хыççăн К.П.Прокопьев Челябинскри çурта туса кăларакан заводра управляющире, губĕçтăвкомра ял хуçалăх уйрăмĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Вăл çав вăхăтри хресчен пăлханăвĕсене те хутшăнать. Хăйĕн гражданла тавракурăмне палăртса 1930 çулта Курган хулин ĕçтăвкомĕн президиумне заявлени çырать: «Происходя из бедных крестьян и на своей спине испытав всю сладость бедной крестьянской доли, я всегда принимал к сердцу нужды и горести крестьян и не мог оставаться в стороне нейтральным во время крестьянских движений и волнений, снабжая односельчан своих – крестьян революционной литературой, помогал им своими советами и разъяснениями» (Казаков, Н.Революционный протоиерей /Н.Казаков// Чăваш ен. – 1998. – 27 июня – 4 июля (№ 25). – С. 4.)
1937 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче К.П.Прокопьева духовентствăн контрреволюци организацийĕн ертӳçи пулнăшăн арестлеççĕ. Унăн ырă ятне 1957 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче тин Курган область сучĕ тавăрать.
Паян К.П.Прокопьевăн этнографи ĕçĕсемпе тĕпчевçĕсем, таврапĕлӳçĕсем, этнографсем, Атăл тăрăхĕнче пурăннă халăхсен историйĕпе, тĕнĕпе тата культурипе интересленекенсем туллин усă кураççĕ.
 
: 750, Хаçат: 19 (1163), Категори: Паллa cынсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: