Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Çыхăну телефонĕ: 68-89-31)
 
Канма каясшăн-ха, çавăнпа страховани полисне турист фирминче илесшĕн. Çак ĕçре йывăрлăхсем пулма пултараççĕ-и?
Нина Ерёмина,
Чăнлă посёлокĕ.
 
Страховани договорне алă пусиччен унпа тĕплĕнрех паллашăр. Ăнланманлăх пулсан менеджерсемпе канашлăр. Вĕсен хуравĕ те тивĕçтермест пулсан – туриста улталама тăрăшни куçкĕрет. Договорăн копине илĕр те юрист патне çул тытăр. Нумай турист фирми тупăшне ытларах илессишĕн вăй хурать. Турист тытăмĕнче ĕçлекенсен 15 проценчĕ медицина тивĕçтерĕвĕн тăкакĕсене туристсем çине куçарасшăн. Каннă вăхăтра туристăн мĕнле те пулин инкек сиксе тухсан çумĕнче çителĕклĕ укçа пулмасса та пултарать. Çав тăкаксемшĕн фирма инкеке лекнĕ туриста тӳлесшĕн пулмасть. Страхланнă туристăн компенсаци илес тесен страховани компанине тухтăр çирĕплетнĕ, ятарлă бланк çине çырнă, лицензи номерне кăтартнă документ кайса памалла. Турист агенствисем страхлакансемпе доллар, туристсемпе евро шайĕнче саплашаççĕ. Çапла майпа туристăн икĕ хут ытлашши тӳлеме тивет: агентство комиссийĕшĕн тата евро курсĕшĕн.
 
: 838, Хаçат: 19 (1163), Категори: адвокат хуравлать

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: