Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александра Петровна Грузина 41 çулта пилĕк ачапа тăлăха юлсан ялта вăл ачисене ура çине тăратасса шанманнисем те пулнă. «Кун чухлĕ ачана пăхаймăн», - тенĕ. Анчах вĕсем йăнăшнă.
Шăпа умне пĕчĕкренех нумай йывăрлăх кăларса тăратнипе Александра Петровнан тӳсĕмĕ çирĕпленнĕ, кăмăлĕ хытнă. Хăй ачисене темле пулсан та çăкăрсăр лартмасса пĕлнĕ вăл. «Эп тутă пулсан ман ачасем те тутă пулĕç, хам выçă пулсан та ачасене çитерĕп», - хуравланă хăш-пĕрне.
Халĕ вăл тăватă хĕрне качча панă. Вĕсенчен виççĕшĕ çемйисемпе ялта тĕпленнĕ. Пĕр хĕрĕ Ульяновскра. Александра Грузина тăван килĕнче ывăлĕпе пурăнать. Халиччен çемье çавăрман ывăлĕшĕн куллен кĕлтăвать.
-Эп малтан çăмăл пурнăçпа пурăнса курман. Халĕ кăна аван пурăнатăп: пӳртре ачасем евроюсав туса пачĕç, ялан килсе пулăшса тăраççĕ. Ман сывлăхшăн пăшăрханаççĕ. Пенси параççĕ, каярах юлса пулин те «Ĕç ветеранĕ» ята та илейрĕм, - сăпайлăн калаçать вăл.
Александра Петровна йывăр ĕçсене кура кукăрăлса ларнă, кушăхнă аллисемпе час-часах шывланакан куçне шăлса илет, аванах илтменнипе хытă калаçать.
Кашара вăрçă тапрансан икĕ уйăхран çуралнă Саня. Çичĕ çула çитсен ăнсăртран амăшĕ вилет. Çемьери икĕ ача тăлăха юлать, вĕсемшĕн пурнăç илемĕ пĕтет, малашлăх сӳнет.
-Малтан шăллăмпа иксĕмĕре кукамай илчĕ. Вăл ялан ĕçе вĕрентетчĕ, пĕр минут та ĕçсĕр ан ларăр тетчĕ. Атте вăрçăран хăрах урапа таврăннăччĕ. Кăшт вăхăт иртсен атте тепре авланчĕ. Ама çури аннен унччен те ача пулманччĕ, аттепе те çуратмарĕç. Пире те юратмарĕ вăл. Хĕвел тухиччен тăратса лартатчĕ те выльăх-чĕрлĕх пăхтаратчĕ, кĕтӳ хăвалаттаратчĕ, апатне вара çитересшĕн марччĕ. Эп аннеллисене ăмсанаттăм. «Сирĕн тăван аннĕрсем пур та, тăраниччен çăкăр çиетĕр», - теттĕм юлташăмсене. Килте хăна пухсан та юлнă çимĕçне пуçтарса питĕрсе хуратчĕ. Çиес килетчĕ яланах. Нумай йĕнĕ, çавăнпах куç пĕтрĕ. Хамăр нушаллă пурнăçа вара çын çине кăларман, никама та каласа паман, тӳснĕ. Тăватă класс пĕтернĕ хыççăн шкула урăх ямарĕç. Ĕçлемелле, хăвăн хырăмна ху тăрантар терĕç. Вуникĕ çулта фермăра ĕçлеме пуçларăм, малтан сурăх, кайран путек пăхрăм. Çулталăкран атте ĕне витине ячĕ. Алăпа 16 ĕне сума тиврĕ. Тăлăх арăмсем мана шеллесе пулăшатчĕç. Ĕçĕ питĕ нумайччĕ: ĕнисене сумалла, тислĕкне тасатмалла, улăм тиесе килмелле, силос шăтăкне каймалла. Улăмпа силоса кĕпе аркипе йăтаттăмăр. Ĕнесене ĕçтерме те шыв алăпа йăтнă. Пĕрре шăварма пусăран сăнчăрпа шыв кăларса пĕр перчетке çĕтĕлетчĕ. Шывне хуранпа ăшăтаттăмăр, бидонсене, флягăсемпе халатсене, марльăна, алшăллисене çăваттăмăр. Çуркунне таврана шыв илсен тăватă эрне сĕте хамăр уйăрттараттăмăр. Ĕçлемесĕр пĕр татăк çăкăр та çимен, - йывăр вăхăт куçран каймасть унăн.
Этем теме те хăнăхать тенĕ пек, Александра Петровна тивĕçлĕ канăва кайсан та пилĕк çул фермăра вăй хурать.
Çирĕм пилĕк çула çитсен Санькана Кунтикав йĕкĕчĕпе паллаштарса качча параççĕ. Аванах тытăнать çемье пурнăçĕ. Çамрăк мăшăр ача кĕтет. Пĕррехинче хĕлле Шумовкăра пурăнакан тăванĕсем патне хăнана каяççĕ. Пуйăсран кая юлаççĕ те чукун çул тăрăх çуран утаççĕ. Çил сассипе хыçалтан юр тасатакан машина сассине илтмеççĕ. Машина мăшăра ик енне персе хăварать: упăшки вилмеллех аманать, Санька пульницара выртса тухнă хыççăн сывалать. Анчах упăшкин тăванĕсем пульницана вăйпа илсе кайса ачана пăрахтараççĕ. Нимсĕр юлнă хĕрарăм тăван ялне таврăнать. Фермăра ĕçлеме тытăнать.
Турă пĕччен пурăнма пӳрмен Санькана. Пĕррехинче хăнаран килнĕ чух ялти авланса уйрăлнă Николай Грузин Санькана мăшăр пулма ыйтать. Хĕрарăм килĕшет.
-Аванччĕ ман мăшăр, хирĕçсе-çапăçса çӳремен, ялан шӳтлетчĕ. Килĕштерсе пурăнтăмăр. Хунямапа пĕр килте. Йывăç пӳрт лартрăмăр. 1969 çулта пĕрремĕш хĕр çуралчĕ, унтан - ыттисем. Хам фермăрах тăрăшрăм, хуняма ачасене астурĕ. Анчах 1973 çул пирĕншĕн инкеклĕ пулчĕ. Ирпе килте пушар тухса икĕ ача – ывăлпа хĕр – çунса вилчĕç. Вĕсене хăтарас тесе çулăм ăшне кĕнĕ хуняма та пиçсе кайса хĕрĕх кунран çĕре кĕчĕ. Çамрăкчĕ-ха вăл, 60 çулта кăначчĕ. Пурăнмалли юлмарĕ, çын патне кĕтĕмĕр. Кĕçĕн ачапа йывăр çынччĕ ун чухне. Çăвĕпе ĕçлерĕмĕр, хĕле кĕриччен (кайри пӳрт тетпĕр халь) пĕчĕк пӳрт туса куçрăмăр. Кайран чул пӳрт хăпартрăмăр. Пĕр нуши кăна вĕçленчĕ – 1984 çулта 42-ре мăшăрăм вилсе кайрĕ. Пилĕк ачапа юлтăм, кашнине 20-шер тенкĕ пенси паратчĕç. Тăрăшнă, ӳстернĕ. Халĕ ялта пурăнакан хĕрсенчен Валя шкулта ĕçлет, Ленăпа Таня – садикра. Пурте университетра вĕренсе аслă пĕлӳ илчĕç. Виççĕшĕн те мăшăрĕсем Андрей ятлă, тăхлачăсем – Нинасем, - каласа парать Александра Петровна.
Вуникĕ çултан пуçласа патшалăхшăн ĕçленĕ пулин те тивĕçлĕ канăва кайнă чухне пысăк йывăрлăхсем пулаççĕ унăн. Пушарта докуменчĕсем çунса кайнипе «Ĕç ветеранĕ» ята та тӳрех памаççĕ. Кайран тин нумай чупса, архивсенче документсене шыраттарса тĕрĕслĕхе çиеле кăлараççĕ.
Çак пĕчĕк те хытанкка хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй, мĕн чухлĕ чăтăмлăх тата пурнăçа юратни сисĕнет. Паянхи кунччен вăл картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать, ачисене пулăшать, Ульяновскра пурăнакан хĕрĕ патне те час-часах хăнана кайса килет. Ачисемпе мăшăрĕсемшĕн, çичĕ мăнукĕшĕн куллен кĕлтăвать.
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 1105, Хаçат: 19 (1163), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: