Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă район администрацинчи социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ А.А.Узиков майăн 16-мĕшĕнче 60 çул тултарчĕ. Вăл Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, РФ тата Ульяновск облаçĕн "Ĕç ветеранĕ" ятне тивĕçнĕ. Ăна РФ ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.
Паллă кун умĕн эпир унпа курса калаçрăмăр.
 
-Анатолий Александрович, хăвăр çинчен, çемйĕр çинчен кăштах каласа парăр-ха.
-Эпĕ Чăнлă районĕнчи Орловка ялĕнче çуралнă. Атте – Александр Павлович - 1918 çулхи, Аслă вăрçă участникĕ. Хамăр районти хуçалăхсенче 20 çул ытла председательте ĕçленĕ. Шел, 61 çултах çĕре кĕчĕ. Анне - Ольга Петровна - 1928 çулхи, тăван ялта шăллăм çемйипе пĕрле пурăнать.
Эпĕ ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ хыççăн Кĕçĕн Нагаткинта 8 класс пĕтертĕм. Вăтам шкула Аслă Нагаткина кайрăм. Анчах 9 класс хыççăн Рязановăри совхоз-техникума кайса кĕтĕм. 1972 çулта агроном профессине илсе тухрăм. Салтака кайса килнĕ хыççăн ялти «Рассвет» колхозра ĕçлеме пуçларăм. Малтан - агроном, кайран – управляющий, председатель çумĕ. 1979 çулта председателе лартрĕç. 1983 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнчен заочно вĕренсе тухрăм. 1986-1988 çулсенче районти тĕп агроном пултăм. 1988-1994 çулсенче районти «Сельхозхимия» пĕрлешĕве ертсе пытăм. 1994-2005 çулсенче «Память Ильича» (каярахпа вăл «Большенагаткинский» ятлă пулчĕ) хуçалăх пуçлăхĕ пултăм. 2005 çултанпа социаллă аталану енĕпе район пуçлăхĕн сумĕ.
Мăшăрăмпа – Галина Григорьевнапа – 38 çул пурăнатпăр. Виçĕ ача çуратса çитĕнтертĕмĕр. Павел – фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, район Совечĕн депутачĕ. Вячеслав – милици майорĕ. Анна – область пульницинче уйрăм заведующийĕ. Тăватă мăнук çитĕнет.
- Социаллă аталану пайĕ умĕнче паян мĕнле тĕллевсем тăраççĕ?
- Кунта вĕрентӳ, культура, социаллă хӳтлĕх кĕреççĕ. Федераллă тата регион программисене пурнăçа кĕртетпĕр. Сăмахран, юлашки икĕ çулта 262 ветерана çурт туянмалли сертификат патăмăр. Çулсерен çамрăк специалистсен 5-6 çемйине хваттерпе тивĕçтеретпĕр. Районта спорт лайăх аталаннă. Пирĕн спортсменсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те призёрсем пулаççĕ. Пултарулăх коллективĕсем нумай, вĕсенчен çиччĕшĕ халăх ятне илнĕ. Юлашки вăхăтра кăна Аслă Нагаткинта чăвашсен икĕ ушкăнĕ йĕркеленчĕ: «Шанăç» (ертӳçи В.Тарават) тата «Уйсас» (А.Синдюкова). Чăвашкассинче хальхи саманана тивĕçтерекен оборудованиллĕ «Вучах» кинозал ĕçлет. Унта халăх кăмăлпа çӳрет, уйрăмах ачасем нумай килеççĕ. Кунта çаплах нумай çул ĕнтĕ юрă-ташă ушкăнĕ ĕçлет, кăçал вăл каллех халăх ятне çирĕплетрĕ. Культура çурчĕн директорĕ Р.Кириллов хăй ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлать. Юлашки çулсенче районти кашни ялта çулсерен Ял кунĕ ирттерме пуçларăмăр, чăвашсем пурăнакан çĕрте – Акатуйсем.
Пирĕн тĕп ĕç – район çыннисем валли пурăнма тата канма лайăх условисем туса парасси, çынсем çакăнтах юлччăр тесе тăрăшасси. Юлашки çырав тăрăх, пирĕн районта çынсен шучĕ 3,5 процент çеç чакнă. Ку облаçри чи лайăх кăтарту, мĕншĕн тесен ытти районсенче 10-16 процент чакнă.
-Ĕçре кам тата мĕн çине таянатăр?
-Чи малтан район пуçлăхне Х.В.Рамазанова палăртса хăвармалла. Пирĕн районта вăл 34 çул пурăнать ĕнтĕ, 20 çул района ертсе пырать. Вăл кунти çынсене лайăх пĕлет, хăй йĕри-тавра ĕçлеме пултаракан команда пуçтарнă. Тăрăшакан çынна яланах пулăшма хатĕр, йывăрлăхра пĕччен хăвармасть. Ун çумĕнче В.П. Анисимов, К.И. Сайгушев, В.Н.Сандркин, В.Н. Пидиксеев пек специалистсем 20-30 çул пĕр тĕллевлĕ, пĕр шухăшлă пулса вăй хураççĕ. Эпир пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр, ун пек çынсемпе ĕçлеме те кăмăллă.
Килте шанчăклă тыл – мăшăрăм, çавăнпа та ĕçре пĕтĕм вăя парса тăрăшма май пур манăн.
-Анатолий Александрович, сире декабрь уйăхĕнче УОЧНКА председателĕн çумне суйларĕç. Ку хушма ĕç вĕт-ха.
-Ентешсем умĕнчи пĕтĕм яваплăха лайăх туятăп, мĕншĕн тесен пирĕн районта 60 процента яхăн чăваш. Пултарулăх коллективĕсене яланах пулăшма тăрăшатпăр. Тум çĕлемелле-и, транспорт уйăрмалла-и – алла тăсма хатĕр. Районта 10 шкулта чăваш чĕлхине предмет шайĕнче вĕрентеççĕ. «Канаш» хаçата та пирĕн районта нумайăн çырăнса илеççĕ. Кăçал ку кăтарту тата ӳсрĕ. Çак ыйтупа малашне те тимлĕн ĕçлĕпĕр.
- Анатолий Александрович, 60 çул мĕн вăл?
- 60 çул маншăн, спортсменсем калашле, - иккĕмĕш сывлăш уçăлни. Нумай ĕçленĕ, ĕçлемелли вара тата нумай. Район халăхĕшĕн, район çитĕнĕвĕсемшĕн малашне те тăрăшас кăмăл пур-ха. Мăнуксене те ура çине тăратмалла.
-Пушă вăхăтра мĕнпе аппаланма юрататăр?
- Эпир хамăр çуртпа пурăнатпăр. Пахчара, садра чакаланма юрататăп. Çакăнта чунпа канатăп. Тепĕр киленӳ – купăс каласси. Çак япалана ачалла хам тĕллĕн вĕрентĕм те пăрахаймастăп. Пушă вăхат тупсанах алла купăс тытатăп.
- Анатолий Александрович, калаçушăн тавах. Сире менелник ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, телей сунатпăр. «Канаш» хаçат тиражне ӳстерессишĕн тăрăшнăшăн тав тăватпăр. Малашне те чăваш культурине аталантарас ĕçре пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр.
 
Аслă Нагаткин ялĕ.
 
: 949, Хаçат: 20 (1164), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: