Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăх хăйĕн мухтавлă хĕрĕсемпе ывăлĕсене нихăçан та манмасть
 
Кашни çыннăн пурнăçĕ хăçан та пулин вĕçленет, чăн-чăн паттăрсен ĕçĕ, чапĕпе хисепĕ, ячĕ кăна вилĕмсĕр!
Мелекесс районĕнчи пысăк мар Эврел чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ çамрăк совет салтакĕ Виктор Ерменеев Тăван çĕршыва фашистсенчен тасатассишĕн, ирĕклĕхпе пăхăнманлăхшăн пурнăçне шеллемен. Çĕршывăмăр чăваш салтакĕн паттăрлăхне пысăк хакланă – Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Эврел ялĕнчи пĕр урама тата кӳршĕ Сапаккел ялĕнчи шкула унăн ятне панă. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине паллă тунă кун Эврелĕнче чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕн Виктор Ерменеевăн бюстне уçрĕç. Эврел çыннисем кун пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ. Пĕрре кăна мар тĕрлĕ пухусемпе канашлусенче паттăрăн тăлăха юлнă арăмĕ О.Ф. Ерменеева, иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Г.П.Улюкин тата Ерменеевăн юлташĕн ачи П.М. Улюкин палăк лартасси пирки сăмах çĕкленĕ, тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Вĕсем пуçару ушкăнĕ пулса тăнă. Ульяновск облаçĕнче «Увековечивание памяти лиц, внесших особый вклад в историю Ульяновской области» программа ĕçлеме тытăнсан тин ĕмĕте пурнăçа кĕртме май тупăннă. Пуçару ушкăнĕн сĕнĕвне Мелекесс район пуçлăхĕ В.П.Тигин та ырланă.
Палăк проектне тата бюстне чăваш халăх ăсчахĕ Н.Г.Кондрашкин скульптор тунă.
Çĕнтерӳ уявĕпе тата палăк уçăлнипе çыхăннă савăнăçлă митинга Эврел çыннисем кăна мар, кӳршĕ ялсем те, Ульяновскра, Димитровградра тата ытти тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ентешсемпе хăнасем те килсе çитрĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ Виктор Иванович Ерменеева курнă, вăл мĕнле хастар та ĕçчен çын пулнине астăвать.
Палăк вырнаçтарса лартас умĕн постамент ăшне çитес ăрусене çыру çырса капсула хунă. Пулас ăру çыннисене Раççей паттăрĕсене, вĕсен паттăрлăхне астума, вĕсене хисеплеме чĕнсе каланă çырура. Унтах палăка лартма, ялти мемориал вырăнне тирпей-илем кĕртме пулăшакан çынсен хушамачĕсене асăннă.
Бюста уçнă çĕре вăрçă ветеранĕ Николай Ефимов, паттăрăн тăлăх арăмĕ Ольга Ерменеева тата Мелекесс район пуçлăхĕ Владимир Тигин хутшăнчĕç. Вĕсем бюст çинчи пусмана сирчĕç. Хисеплĕ караулта Димитровградри 17-мĕш шкулти кадетсем тăчĕç.
Пĕрремĕш сăмах В.П.Тигина пачĕç.
- Мелекесс районĕнчен нумай çын фронтра пулнă. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев пулнă – мĕнле пулсан та фашиста çĕнтермелле. Паттăр фронтовиксем хушшинче Виктор Ерменеев та пур. Çĕре çити тайма пуç сире, ветерансем – вилнисем те, чĕррисем те, – терĕ вăл.
Ольга Ерменеева район ертӳçисемпе ял çыннисене чун-чĕререн тав турĕ, анчах чĕринче тахçанах усракан сăмахсене те каламасăр чăтаймарĕ.
- Çĕр çинче паянхи кунччен вăрçă пынăшăн намăс, куççуль тухиччен намăс. Ан юхтăрччĕ юн пирĕн çĕр çине, - терĕ вăл.
-Историе астуман çын тымарсăр йывăçа аса илтерет. Эпир сирĕнпе ырă ĕç турăмăр, - терĕ Николай Кондрашкин. Вăл Чăваш халăх академийĕ хушăвĕпе В.П.Тигина, Г.П.Улюкина, П.М.Улюкина пĕрремĕш этнограф-çыравçă, историк С.М.Янтуш ячĕллĕ «За успехи в изучении родного края» медаль парса чысларĕ. Çаплах вăл бюст лартма пулăшакансене облаçри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи ятĕнчен грамотăсем пачĕ. Вĕсен хушшинче Мелекесс районĕн архитекторĕ пулнă М.А.Русинова тата М.А.Логинов эксперт-инженер.
Халăх йăли-йĕркине тытса пынăшăн, аталантарнăшăн УОЧНКА председателĕ В.И.Сваев чăваш хастарĕсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Эврел ялĕнчен тухнă усламçă А.Н.Пастух сăмах каланă чухне куççульне чараймарĕ:
-Ман асатте, Эврел çынни, С.В.Тойгильдин фронтра хыпарсăр çухалнă. Унăн хушамачĕ вăрçăран таврăнманнисен хушшинче. Халĕ эпĕ ăна асăнса ăçта чечек килсе хумаллине тата çурта лартмаллине пĕлетĕп.
Вăл ветерансемпе тыл ĕçченĕсене парнесем пачĕ.
Л.А.Беспалов Мускавра пурăнакан хĕрĕн Галина Беспалован (Раççей писателĕсен союзĕн членĕ) сăввине вуласа пачĕ.
Митинг вĕçленсен уява Димитровградри «Савăнăç» тата Эврелĕнчи «Телей» ансамбльсем чуна тивекен чăваш юррисемпе тăсрĕç.
Каярах ветерансемпе ватăсене, артистсемпе хăнасене кӳлĕ хĕрринче хăналарĕç.
 
: 1000, Хаçат: 20 (1164), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: