Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра хĕрсех çураки ĕçĕсем пыраççĕ. Çут çанталăк условийĕсем, çумăр-йĕпе чăрмантараççĕ тепĕр чух. Анчах та ниме пăхмасăр тăрăшаççĕ çĕр ĕçченĕсем – мĕнпур техника паян хирте.
Чăнлă районĕнчи Сяпуков фермерăн харпăр хуçалăхĕнче çурхи тулла (1050 гектар) акса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Паян механизаторсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр сахăр кăшманĕн ани çинче тăрăшаççĕ. 1000 гектар акма палăртаççĕ чĕкĕнтĕре. Хальлĕхе 320 гектарне акма ĕлкĕрнĕ. Тата 100 гектар çине пăрçа, 100 гектар хуратул, 50 гектар çĕр улми акас пулать.
- Чăваш Туррисем, Çĕр патши пулăшса пыраççĕ пире. Телее, палăртнă ĕçĕн ытларах пайне пурнăçланă эпир. Пĕр çурхи кун хĕле тăрантарать тенине астусах тăратпăр. Шел, пăшăрханмалли, васкаса татса памалли çивĕч ыйтусем сиксе тухсах тăраççĕ: чипер акнă вăхăтрах кĕтмен-туман çĕртен техника çĕмĕрĕлет, çумăр çуса ярать, хăш-пĕр çĕрте халĕ те шыв тăрать-ха. Хăвăрах ăнланатăр ĕнтĕ, çăкăр ӳстересси - кăткăс ĕç. Кунта çут çанталăкран, техникăран нумай килет. Анчах та эпир алăсене усма вĕренмен. Ман шутпа, фермерсене кăмăл çирĕплĕхĕ, лартнă тĕллевĕпе тытнă шухăшне пурнăçлама пултарни, пулăшса пырать. Чăнлă районĕнчи çĕр ĕçченĕсен туслăхĕ те хавхалантарать пире,- терĕ Евгений Сяпуков фермер.- Чĕкĕнтĕре пĕлтĕр акнă вырăнах лартатпăр. «Манон» ятлă гибрид, Голланди вăрлăхĕпе, пĕтĕмĕшле çĕнĕ технологипе эпир 2003 çултанпа ĕçлетпĕр. «Сяпуков ИП» хресченпе фермер хуçалăхĕнче Çĕнĕ Воля, Аслă Нагаткин, Кивĕ Улхаш ялĕсем çывăхĕнче пурĕ 3 пин гектар çĕр. Пирĕн ĕçлекенсем Ульяновск облаçĕнчи ялсенчен килнĕ механизаторсем. Техника çителĕклех. Çуракинче механизаторсем çĕр çывăрмасăр вăй хуни те пулать тепĕр чух. Туслă ĕçлени куçкĕрет. Николай Черкесов МТЗ-1221 тракторпа ĕçлет, РАУХ текен акмалли хатĕре çаклатса çӳрет вăл. Çурхи тулла акнă çĕрте те ырми-канми тăрăшрĕ. Виктор Токарев вăй хуракан ДТ-150 тракторĕ çине кран çирĕплетнĕ. Вăл минераллă удобренисене тиет, пушатать. Григорий Мосалев Т-150 трактор çумне ИМТ-616-6 культиватор çаклатнă. Вăл сахăр кăшманĕн анине акас умĕн кăпкалатать. Александр Ятмановпа Андрей Катти (Т-150 тракторсемпе) çĕре çӳреленĕ çĕрте палăрчĕç, унсăр пуçне тата хавхалансах хире минераллă удобренисем турттараççĕ. Çакăн йышши ĕçех Т-150 тракторĕпе Роберт Михайлов механизатор пурнăçлать. Пĕрчĕллĕ культурăсене тата сахăр чĕкĕнтĕрне акакан çĕре минераллă удобренисемпе им-çамлать. Сӳреленĕ çĕрте тата Юрий Фою (Т-150), Максим Борисов (Т-150) тăрăшаççĕ. Владимир Костин (МТЗ-21) хире минераллă удобренисемпе çĕнетет, сахăр кăшманне акать. Чĕкĕнтĕр акнă çĕрте Юрий Егоровпа Иван Захаров Т-70 хурçă учĕпе пултараççĕ. Александр Труков уй-хире дисклă сӳрепе сӳрелет. Шанчăклă тусĕ – К-701 трактор. Унсăр пуçне тата МТЗ-па катоклать.
Кăçал Евгений Сяпуков фермер хуçалăхĕнче К-744 çĕнĕ трактор туяннă. Ăна хуçисем Тутаеври тракторсем кăларакан заводран илсе килнĕ. Унăн дизель двигателĕ 350 лаша вăйĕпе танлашать. Ултă миллион тенкĕ тăракан трактора облаçри субсиди укçипе туяннă. 2 миллион тенкине каялла тавăрма шантараççĕ Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен пуçлăхсем. Ку ял хуçалăх ĕçченне самаях пулăшу пулнă пулĕччĕ. Талăкĕпех ĕçлекен К-744 çĕнĕ техникăна пултаруллă механизаторсене – Анатолий Шубинпа Сергей Сулеева – шанса панă. Хальхи вăхăтра вĕсем сӳре дискĕпе ана çинчи акнă тулла çĕрпе витеççĕ.
Механизаторсене тутлăран тутлă апат çитерекенсем – Елена Жирнова, Олеся Черкесова тата Зоя Сафина поварсем.
Лариса Алексеевна Филиппова çирĕм çула яхăн ку хуçалăхра тĕп бухгалтер тивĕçĕсене илсе пырать. «Ĕçлекенсене аван тӳлемелле! Малалла ăнтăлма кăмăл пултăр!» - ун ĕçĕнчи тĕп девиз.
Хуçалăхра Евгений Федорович Сяпуковăн ывăлĕпе хĕрĕ те ашшĕпе пĕр тан ĕçлеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Евгений Евгеньевичăн техника, вăрлăх, удобрени ыйтăвĕсене татса панă çĕрте тӳпи пысăк. Çамрăк специалист çине пысăк лав тиенĕ. Юлия Евгеньевна Сяпукова-Черкесова шут ĕçĕсене илсе пырать. Вăл экономист. Çамрăх хунав ырă калча пани ашшĕне – районти пултаруллă та тăрăшуллă фермера Евгений Федорович Сяпукова – савăнтарать паллах. Çак тăванла çыхăнăва малалла аталантарасси пирки пĕртте иккĕленмеççĕ ятлă çĕр ĕçченĕсем.
 
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Воля ялĕ.
 
: 1082, Хаçат: 20 (1164), Категори: Ака

Комментарисем:

AFlandydag (2018-08-20 05:51:12):
Torsion bras de quelqu'un est comment dur votre sang pousse contre les parois de vos arteres lorsque votre coeur determination pompe le sangĕ Arteres sont les tubes qui transportent perseverent b gerer offre sang loin de votre coeurĕ Chaque set votre coeur batĔ il pompe le sang par vos arteres a la prendre facilement de votre corpsĕ
https,ӲӲwwwĕcialisp ascherfr24ĕcomӲcomm ander-cialis-canada Ӳ


Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: