Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи фермерсен ячĕсем облаçра кăна мар, кӳршĕ республикăсемпе аякри Çĕпĕр тăрăхне çитиех сарăлнă. Малта пыракан хуçалăхсенчен пĕрисем — Салюкинсен хуçалăхĕсем. Виçĕ пĕр тăванăн – Вячеслав, Пётр тата Николай Васильевичсен кашнин хăйĕн çĕрĕ, ячĕсем те уйрăм, анчах ĕçне пĕрле, туслă туса пыраççĕ. Вĕсен çумĕнче чи шанчăклă çыннисем — мăшăрĕсем тата ял хуçалăх профессине алла илнĕ ывăлĕсем (мĕнпурĕ вуннăн) пулăшса пыраççĕ. Хуçалăх нумай наградăна тивĕçнĕ. Пĕлтĕр Атăлçи федераллă округĕн "Золотой фонд России" орденне илме тивĕçлĕ пулнă.
 
Салюкинсен çĕрĕсем Çĕнĕ Воля ял çывăхĕнче сарăлса выртаççĕ. Янкăр хĕвел айĕнче вăйлă тракторсем мăнаçлăн çӳреççĕ. Хурçă утсем хыçĕнчен тусан çеç мăкăрланса пырать.
Эпир çитнĕ тĕле мĕнпур специалист хиртеччĕ. Хуçалăх кантурĕнче мана тĕп бухгалтер Луиза Салюкина кĕтсе илчĕ. Вăл çуракине мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ.
- Çуракине ытлă-çитлĕ ирттерес тесе «Россельхозбанкран» 10 миллион тенкĕ укçа кивçен илтĕмĕр. Çункăç материалĕсене, ӳсен-тăрана апатлантарма, çумпа кĕрешме им-çам çителĕклех туянтăмăр. Унсăр пуçне виçĕ сеялка, чĕкĕнтĕр тиемелли комбайн туянма вăй çитертĕмĕр. Халĕ пирĕн – Салюкинсен – мĕнпурĕ 25 техника. Вĕсемпе ăста механизаторсем ĕçлеççĕ. Борис Нагорнов, Виктор Ледюков, Николай Абдулкин, Владимир Рябов, Александр Чукариков, Евгений, Сергей, Александр (ток çинче), Олег (учетчик), Василий Салюкинсем. Кашни кирек хăш техника çине ларма, теприне улăштарма пултарать. Эпир механизаторсене кунне икĕ хутчен çитеретпĕр. Çураки вăхăтĕнче кӳршĕсем те пулăшма килеççĕ. Кăçал Чăваш Енри Йĕпреç районĕнчен виçĕ механизатор ĕçлесе пурăнать. Вĕсене мĕнпур услови туса панă, мунча та пур. Вера Нагорнова повар çĕр ĕçченĕсене тутлă апатпа тивĕçтерсе тăрать. Вячеслав Васильевич çĕр ĕçченĕсен ĕçне тивĕçлипех хаклать: çулсерен ăшă енне канма кайма тӳлевсĕр путёвка уйăрать. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен вĕсем Египет, Турци çĕршывĕсенче канаççĕ. Кăçалхи çурçуллăха 50 экземпляр «Канаш» хаçата çырăнтарса пачĕ.
Хире тухсан мана çамрăк агроном Виктор Вячеславович Салюкин (фермерăн ывăлĕ) кĕтсе илчĕ. Вăл шкул пĕтерсенех Ульяновскри ял хуçалăх академинче агронома вĕренсе тухнă. Çийĕнчех тепĕр аслă пĕлӳ – экономист специальноçне – илнĕ. Вăл çураки мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ.
-Кăçал акана пĕлтĕрхинчен каярах тухрăмăр. Техника паян тулă ани çинче. Вăл 1000 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Хĕвел аниччен тулă акса пĕтерсе урпана тытăнатпăр. Ăна 200 гектар акма палăртнă. Унсăр пуçне 60 гектар пăрçа тата 500 гектар чĕкĕнтĕр акмалла. Кăштах çĕрулми, кишĕр те акатпăр (столовăй валли). Тулă вăрлăхĕ чи пахи. Вăрлăх тенĕрен, пирĕн хуçалăх «Экада-70» тата «Симбирцит» вăрлăхсем ӳстерсе сутать. Кăçал Пермь облаçĕнчен килсе 60 тонна туянса кайрĕç, кӳршĕ Тутарстанран, Чăваш Енрен тăтăшах килеççĕ, килес çула та саккас пачĕç. Пĕлтĕр çак сорт гектартан 53,7 центнер тухăç пачĕ. Ахальтен мар пирĕн тулла хаклаççĕ. Шел, тырă хакĕ ӳсмест. Çункăç материалĕсем вара…
Питĕ лайăх ăнланатпăр çĕр ĕçченĕн нушисене. Çивĕч ыйтусене малалла хуçалăх ертӳçипе – Вячеслав Васильевичпа сӳтсе яврăмăр.
- Эпĕ ӳпекелешме юратмастăп, анчах çулсем пирки каласа хăварасшăн. Аслă çул çине тухма пирĕн мĕнпурĕ те 2 çухрăм çурă кăна. Кĕркунне-çуркунне унта çитме питĕ йывăр. Эпир Евгений Сяпуков фермерпа кӳршĕлле ĕçлесе пурăнатпăр. Çулсерен патшалăха сахал мар чĕкĕнтĕр паратпăр. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пĕрле 34 пин тонна чĕкĕнтĕр, 600 тонна тĕш-тырă патшалăха патăмăр, Евгений Сяпуков хуçалăхĕ 22 пин тонна чĕкĕнтĕр, 1000 тонна тĕш-тырă патшалăха пачĕ. Тăрăшнине кура пире çулсем хурса пулăшсан аван пулмалла та,- терĕ вăл хир урлă выртакан шăтăклă-путăклă çул енне тинкерсе.
Халĕ фермерăн чи хĕрӳ вăхăт пулин те вăл лăпкă, питĕнче йăл кулă. Çеккунтсерен кĕсье телефонĕ шăнкăравлать, кашнин ыйтăвне вăл çийĕнчех татса парать. Паян çĕр ĕçченĕн кашни минучĕ хаклă. Çавăнпа та Салюкинсем ĕçчен çынна çеç Турă парать тенине тĕпе хурса вăй хураççĕ.
 
: 1111, Хаçат: 20 (1164), Категори: Ака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: