Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ вĕрентӳпе ăслăлăх министерстви ачасене пĕрремĕш класа çырăнтармаллин çĕнĕ йĕркине çирĕплетнĕ.
Раççей шкулĕсенче çак пулăма икĕ тапхăра уйăрса йĕркелеççĕ: микрорайонти конкретлă шкула çирĕплетнĕ ачасене пуш (март) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса утă (июль) уйăхĕн 31-мĕшĕччен çыраççĕ, ыттисене – çурла (август) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса авăн (сентябрь) уйăхĕн 5-мĕшĕччен.
Çĕнĕ йĕркепе шкула çирĕплетнĕ ачасене çырнă хыççăн юлнă пушă вырăнсене район çумне çирĕплетнисене илеççĕ.
Пĕрремĕш класа вĕренме çырнă ачасем нимĕнле экзамен та тытмаççĕ. Тарăн та профильлĕ пĕлӳ илекен шăпăрлансен хăйнеевĕр тĕрĕслев тесчĕ иртме тӳр килет.
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕччен ашшĕ-амăш пĕлмелли хыпарсене шкул коридорĕн стени çине вырнаçтараççĕ. Çырăнтармаллин малтанхи тапхăрне çакланнисен документсене утă (июль) уйăхĕн 31-мĕшĕччен памалла, ыттисен – çурла (август) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пама тытăнмалла.
Йышăну авăн (сентябрь) уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Вĕренме йышăнни çинчен çирĕплетекен хушу (приказ) çурла (август) уйăхĕн 1-мĕшĕнчен маларах тухмалла мар.
Шкула çырăнма кирлĕ документсем: заявлени, çуралнине çирĕплетекен свидетельство е унăн копийĕ, ачана мирорайонти шкул çумне çирĕплетнине пĕлтерекен свидетельство е унăн копийĕ, медицина справки.
 
: 872, Хаçат: 20 (1164), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: