Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хурт-хăмăр ăсти пуласчĕ
 
Эпир пурте тенĕ пекех пыл çиме юрататпăр. Чăнах та, пылран тутли мĕн пулма пултарать?
Çĕр çинчи пур халăх та пыл сиплĕ пулнине ĕлĕкренех пĕлнĕ. Вăл çынсемшĕн питĕ усăллă: сывлăха упрама, çирĕплетме пулăшать, вăй кĕртет, çынна ăс-хакăл, хавхалану кӳрет.
Эпĕ Пухтелĕнче пурăнатăп. Манăн асатте – Геннадий Григорьевич Сафуков – хурт-хăмăр ăсти. Вĕсен пӳрт çумĕнчи пахчара питĕ нумай вĕлле ларать. Эпĕ мĕн астăвасса асатте вĕлле хурчĕсем ĕрчетет. Çак ĕçе мана та хăнăхтарать: вĕлле хурчĕсене сăнама, юратма вĕрентет.
Çуркунне ăшăтма пуçласан эпир асаттепе вĕллесене путвалтан пахчана кăларса тĕрĕслетпĕр. Хĕл каçайман вилнĕ хуртсене пуçтаратпăр. Хĕвеллĕ çанталăкра хуртсем вĕçме тытăнаççĕ. Каярах уйрăлса тухма пăхаççĕ. Вĕсене вара ир тытăнса каçчен сыхламалла.
Чечексем çитĕнсен, тутлă шăршă сарма пуçласан хуртсем чечек тусанĕ (перга), сарă (пыльца) йăтма пуçлаççĕ. Унтан асатте пыл пуçтарма вĕсене рамкăсем хурса парать. Икĕ-виçĕ эрнерен пыл уçласа илмелли хатĕрпе (медогонка) çимĕçне юхтаратпăр. Тĕпĕнчи пысăк рамкăрине хуртсем валли хĕлле çиме хăваратпăр.
Çуллахи илемлĕ кун ир пуçласа каçчен пыл хурчĕсене сăнама юрататăп. Вĕсем питĕ тирпейлĕ: куçĕсене тĕплĕн шăлаççĕ, сăмсисене тасатаççĕ, урисене сăтăраççĕ, тĕкĕсене якатаççĕ… Ăшă та лăпкă кунсенче вĕллесем çывăхĕнче шыв вĕренĕ чухнехи пек сасă илтĕнсе тăрать. Пыл хурчĕсем пĕр чарăнми ĕçлеççĕ.
Вĕлле хурчĕсемпе ĕçлеме питĕ килĕшет. Ӳссе çитĕнсен манăн та асатте пек хурт-хăмăр ăсти пулас килет.
Владик САФУКОВ, 8-мĕш класс.
 
ЭПĔ КĂМĂЛЛАНĂ ĔÇ
 
Мĕнле ĕç кирлĕрех-ши? Мĕнле ĕç пуринчен те йывăрри-ши? Çак ыйтусем кашнине тарăн шухăша яраççĕ.
Эпĕ, тĕслĕхрен, пушар сӳнтерекен, хăрушлăха çакланнă çынсене çунакан çуртран илсе тухма яланах хатĕр ĕçченсенчен тĕлĕнетĕп. Ун пек çынсенчен тĕслĕх илетĕп.
Пушар сӳнтерекенсен сывлăхлă, чăтăмлă, хăюллă пулмалла. Синкерлĕ пулăмсенче çухалса каймалла мар.
Манăн шухăшпа тухтăрсен ĕçĕ те чи кирлĕреххи, чи йывăртараххи пек туйăнать. Анчах кашниех тухтăр пулаймасть. Тухтăр чăтăмлă, лăпкă, тимлĕ пулмалла. Хăй патне пулăшу ыйтма пынă кашни чирлĕ çын валли ырă та ăшă, сиплĕ сăмахсем тупа пĕлмелле. Ун пеккисене чирлисем шанаççĕ. Тухтăрăн чунпа туйса вăй хумалла: нумай пĕлмелле, çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăмалла.
Манăн аппа – тухтăр. Эпĕ унпа мухтанатăп. Унран тĕслĕх илме тăрăшатăп. Тен, пушар сӳнтерекен е тухтăр пулас-тăр…
Игорь ШУБИН, 8-мĕш класс.
 
А Н Н Е
 
Анне! Кашнин пурнăçĕнче вăл чи çывăх та юратнă çын. Вăл пĕртен-пĕрре!
Кашни çулах пушăн 8-мĕшĕнче пирĕн шкулта пысăк уяв йĕркелеççĕ. Ачасем хăйсен амăшĕсене саламласа парнесем параççĕ, ырă сăмахсем калаççĕ.
Эпĕ улттăмĕш класра вĕренетĕп. Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе концерт кăтартатпăр, ăмăртусем ирттеретпĕр. Кăçал, тĕслĕхрен, «Атьăр-ха, хĕрсем!» конкурс иртрĕ: «пулăра» та пултăмăр, сăвăсем те каларăмăр, юрăсем те шăрантартăмăр. Кашни хĕрача хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Уява аннесене те чĕнтĕмĕр: парнесем патăмăр, юрă-ташăпа савăнтартăмăр.
Уявра манăн анне те пулчĕ. Вăл Люда ятлă. Шкулта поварта ĕçлет. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Вăл та маншăн темĕн тума хатĕр. Тĕрĕс пурăнма вĕрентет. Ăна савăнтарас тесе яланах «4» тата «5» паллăсем илме тăрăшатăп.
Света ШИРТАНОВА.
 
: 938, Хаçат: 20 (1164), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: