Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ гастроле тухать. Хăйĕн пĕрремĕш спектакльне вĕсем Ульяновскра кăтартĕç. Çĕртме (июнь) уйăхĕн 8-мĕшĕнче 19.00 сехетре чăваш артисчĕсем Ульяновскри драма театрĕн сцени çинче "ТУЙ ИКЕРЧИ" спектакль кăтартĕç.
Икĕ пайлă комедире РФ та ЧР халăх артисчĕсем Нина Яковлева, Любовь Фёдорова, ЧР халăх артисчĕ Геннадий Медведев, Мария Яковлева, Анатолий Дмитриев, Нина Зубкова, Александр Петров тата ытти артистсем выляççĕ. Театрăн пултарулăх ертӳçи – РФ тата ЧР патшалăх премийĕсен лауреачĕ, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев.
 
: 726, Хаçат: 20 (1164), Категори: Пĕлтерӳ

Комментарисем:

Jaelyn (2016-06-30 17:04:45):
It's really great that people are sharing this inaoimftronĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: