Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
СПОРТ – ВĔÇСĔР ÇУРКУННЕ
 
Вăл саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупассипе чемпион ятне тивĕçнĕ. Паян Раççей Федерацин физкультурăпа спорт отличникĕн, 35 çул тренер тата вĕрентӳçĕ пулса ĕçлекенĕн, 16 çул биатлон спорт центрĕнче чемпионсене хатĕрлекенĕн, чи пысăк категориллĕ тренерăн, Ульяновск граждан авиаци училищин физкультурăпа спорт кафедрин преподавателĕн Анатолий Федотович Волковăн вĕренекенĕсем хăйĕнчен иртсе кайса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ: Лариса Патькова, Татьяна Карпова – биатлон шкулĕ витĕр тухнă СССР чемпионĕсем; Вячеслав Лысов, Иван Арьяхов – Раççей профсоюзĕсен пĕрлĕхлĕ командин членĕсем; Артём Ушаков – Раççей пĕрлĕхлĕ биатлон командин членĕ, Финляндире 2001 çулта иртнĕ Европа Олимп вăййисен призёрĕ, Францире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ эстафетăн бронза призёрĕ, Австрире пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ Универсиада эстафетин призёрĕ; Дмитрий Козлов – Раççей первенствин çуллахи биатлон çĕнтерӳçи тата ыттисем.
 
А.Ф.Волков 1948 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Пăва районне кĕрекен Хирти Кушкăра çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ – Федот Ильич (платник) тата Ольга Семёновна (санитарка) – вĕреннĕ çынсем пулман, анчах ачисене çутта кăларма нимĕн те шеллемен.
Сакăр класс Хирти Кушкăра – 1963, вунпĕр класс Аслă Пӳркелĕнче – 1966 çулта пĕтернĕ.
- Сĕре аван вĕреннĕ тесе мухтанаймастăп, анчах начаррисен шутĕнче те пулман. Спорт тесен темĕн тума хатĕр пулнă, - тет куларах ентешĕмĕр.
8-10-мĕш классенче Анатолий Волков Пăва тăрăхĕнче иртекен ăмăртусенче йĕлтĕрпе чупса яланах малти вырăнсене йышăннă.
Вăтам пĕлӳллĕ каччă Ульяновска килсе механика заводне слесаре вĕренме вырнаçать.
Часах салтак ячĕ тухать. 1967-1969 çулсенче вăл Челябинск облаçĕнчи Златоуст хулинче вырнаçнă сывлăшран тапăннинчен хӳтĕлекен çар чаçĕнче оператор пулса хĕсметре тăрать. Илемлĕ почерклă кĕçĕн сержанта секретлă канцелярире çыру ĕçĕсене йĕркелесе пыма çирĕплетеççĕ. Çавăн пиркиех вăл салтаксене лайăх службăшăн тата çарти спорт çитĕнĕвĕсемшĕн панă отпускпа та усă кураймасть.
Салтак хĕсмечĕ вĕçленсен Анатолий Волков Тутар АССРĕнчи Теччĕ педагогика училищинчи физкультура уйрăмне вĕренме кĕрет. Çак тапхăртан пуçланать те ĕнтĕ спорта чунтан парăнма тытăнни: Вăл Тутар Республикин «Урожай» пĕрлĕхлĕ спорт командин членĕ пулса Краснодар тăрăхĕнчи Горячий Ключ хулинче çăмăл атлетикăпа иртнĕ ăмăртăва хутшăнса (чупса) çĕнтерет; Барнаулта РФ вĕрентӳ министерстви шайĕнче иртнĕ первенствăра йĕлтĕрпе 10-15 çухрăм чупса мала тухать; Краснодарта вĕрентӳ министерстви педагогика училищисен хушшинче çăмăл атлетикăпа ирттернĕ ăмăртуран çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать.
Педагогика училищинчен вĕренсе тухнă спортсмена Пăва районĕнчи Хирти Кушкă шкулне направленипе физкультура урокĕсем ирттерме яраççĕ.
Республикăра палăрма ĕлкĕрнĕ Анатолий Волкова Пăва ветеринари техникумне куçараççĕ. Кунта вăл «Урожай» спорт командин ушкăнĕнче çăмăл атлетикăпа тата йĕлтĕрпе чупса тĕрлĕ шайлă ăмăртусенче ТАССР чемпионĕ пулса тăрать. 1975 çулта çак ята йĕлтĕрпе 50 çухрăм чупса илет.
Анатолий Волков 1977-1982 çулсенче Ульяновскри «Комета» заводра спорт ĕçĕсене йĕркелесе пыракан тренер ĕçне кӳлĕнет. Çак хушăра Уралпа Атăл зонинчи «Буревестник» спорт центрĕн командин членĕ йĕлтĕрпе 15 çухрăм чупса чемпион пулса тăрать. Вăл темиçе хутчен «Ульяновск облаçĕн чемпионĕ» ята тивĕçет.
А.Ф.Волков Ульяновск облаçĕн йĕлтĕр спорт федерацийĕн председателĕ, облаçăн пĕрлĕхлĕ спорт командин аслă тренерĕ те пулнă. Вăл командăсене ăмăртусене илсе çӳренĕ – нихăçан та çĕнтерӳсемсĕр таврăнман.
1982-1987 çулсем те ентешĕмĕршĕн ăнăçлă иртеççĕ. Вăл çак хушăра производство практикин инструктор-методист ĕнче вăй хурать. Тĕп ĕçĕ каллех спортпа çыхăнать.
1977 çулта Анатолий Волков хăйпе пĕр курсра вĕреннĕ Вера Борисовна Чижиковапа çемье çавăрать. Мăшăрĕ паян сиплев физкультурин тухтăрĕ-методисчĕ.
Анатолий Федотович Волков 2002 çултанпа – тивĕçлĕ канура. Канура тени, паллах, вырăнлă мар.
- Пурăнатăп-ха, ĕçлетĕп-ха, мĕншĕн тесен спорт маншăн – ĕмĕрлĕх çуркунне. Эпĕ пĕр «арча» пухăннă медальсемпе кăкăр паллисемшĕн, Хисеп, Тав хучĕсемшĕн, кубоксемпе призсемшĕн, парнесемшĕн тар тăкман. Вĕсене паман пулсан та çак çитĕнӳсене тунă пулăттăм. Çамрăксем хушшинче сывлăхлă пурнăç йĕркине çирĕплетни хăй вăл нимĕнпе танлаштарма май çук сăваплă ĕç, - тет пĕр мухтанмасăр тренер.
Ентешĕмĕр савăнăçĕ паян – ӳссе çитнĕ ачисем пурнăç çулĕ çине ăнăçлăн тăни. Асли – Дмитрий – Ульяновск патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă та Питĕрте дизайнер-интерьерщи кра ĕçлет. Çемьеллĕ. Вăл та спортпа туслă. Ольга паяна икĕ диплом илме ĕлкĕрнĕ. Пиччĕшĕ пекех Ульяновск патшалăх университетĕнчи «Юриспруденци тата управлени менеджменчĕ» факультетра пĕлӳ илнĕ. Качча кайман-ха, хулари пĕр фирмăра вăй хурать.
 
Ульяновск хули.
 
: 997, Хаçат: 21 (1165), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: