Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пултаруллисене хушса тӳлĕç
 
2012 çул Ульяновск облаçĕнче наци мухтавĕпе культура çулĕ тесе палăртнă.
Регионта «О мерах поддержки творческих работников в Ульяновской области» саккун йышăннă. Унпа килĕшсе, культура ĕçченĕсене «Пултарулăх профессин ветеранĕ» ят параççĕ. Çакă пенси укçи çумне тата хушса тӳлеме май парать. Ку ята çакăн пек хисеплĕ ятсене илнисем тивĕçĕç: «РСФСР халăх артисчĕ», «РСФСР халăх художникĕ», «РСФСР халăх архитекторĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ», «РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ». «Халăх» ятне илнисене уйăхсерен 5000, «тава тивĕçлĕ» ятлисене – 3000 тенкĕ тӳлесе тăрĕç.
 
20 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ пулĕ
Регионти халăха ĕçпе тивĕçтерекен департамент ĕçсĕрлĕхрен хӳтĕлекен кун тĕлне пĕтĕмлетӳсем тунă.
Кăтартусем тăрăх, паянхи кун тĕлне Ульяновск облаçĕнче 6372 ĕçсĕр çынна шута илнĕ. Танлаштарма: пĕлтĕр çак вăхăталла 8308 çынна регистрациленĕ пулнă. "Паян ĕçсĕрлĕхрен хӳтĕлени – пособи урлă социаллă пулăшу пани çеç мар, ĕçе вырнаçма майсем туса пани те. Регионти тӳресем кăçал 20 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума, укçине ӳстерме, условийĕсене аванлатма, тивĕçлĕ хӳтĕлев йĕркелеме шантараççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчен пуçласа облаçра 7 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупăннă", - пĕлтернĕ Ульяновск облаçĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен департамент директорĕ Валерий Кранцев.
Çу уйăхĕн вĕçĕнче Ульяновск хулинче вакансисен ярмăрккисем иртĕç. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (8422) 41-27-09 (Ленин районĕ), 34-09-89 (Засвияжски районĕ), 36-33-40 (Чукун çул районĕ), 55-07-48 (Заволжски районĕ).
 
Çемье йăлисене аталантарас тĕллевпе
Ульяновск облаçĕнчи 9 пин ытла çын «Сывă пурнăç йĕркишĕн тата сывлăхлă та телейлĕ çемьешĕн» агитпуйăс ĕçне хутшăннă.
Ку мероприяти Николаевка районĕнче «Роди патриота в День России» акци йĕркипе иртнĕ. Пыракансемшĕн 207 консультаци вырăнĕ ĕçленĕ.
Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев каланă тăрăх, 19 площадкине халăхăн социаллă хӳтĕлев тытăмĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене 831 çын хутшăннă. Специалистсем сусăрсене, ача кĕтекен хĕрарăмсене, нумай ачаллă çемьесене хавхалантармалли, пулăшу кӳмелли мерăсем çинчен ăнлантарса панă.
 
: 860, Хаçат: 21 (1165), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: