Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хисеплĕ шăпăрлансем!
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!
Хисеплĕ аслисем!
 
Çамрăк ăру вĕренӳ тĕнчине çул уçать. Сывлăхшăн усăллă каннă хыççăн нумай-нумай ача-пăча, çул çитмен çамрăк çак куна, паллах, чăтăмсăррăн кĕтет. Пуринчен те ăслăрах, пуринчен те лайăх пĕлекен Раççей гражданĕ пулма хатĕрленет. Çапла пулма чи малтан пире, атте-аннесĕр, вĕрентӳсĕсемсĕр пуçне, ТĂВАН ЧĔЛХЕМĔРÇĔМ ПУЛĂШАТЬ.
Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать.Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн: мĕнле тарăн пĕлтерĕшлĕ çак икĕ сăмах!
«Чĕлхем» тени те çитмелле пек. Анчах çук, капла кăна халăхăн хавхалануллă шухăш-туйăмне палăртаймăн: манăн тăван чĕлхем, сирĕн те тăван чĕлхĕр, çавăнпа ĕнтĕ пурсăмăрăн та – тăван чĕлхемĕр. Кун пек те çитмест-ха: «çĕм» хушнипе, «тăван чĕлхемĕрçĕм» тесе хамăр тăван чĕлхемĕре сума суса юратнине тата вăйлăрах палăртатпăр. Çапла чĕререн юратса пĕр тăвансем амăшне «аннемĕрçĕм» теççĕ. Тăван чĕлхе те пĕр халăхăн тăванла ачисемшĕн çывăххи, Тăван çĕршыва астутарса тăраканни. Çавăнпа та-и, тен, ют çĕрте тăван сăмахсене илтсен чĕре хăвăрттăн тапма пуçлать.
Тăван чĕлхе – вăл халăхăн нихçан та иксĕлми ăс-тăн çăл куçĕ. Çак çăлкуçран тумламăн-тумламăн эпир мĕн ачаранпах вăй илсе ӳсетпĕр. Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитернĕ. Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.
Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сӳнми ăс-тăн чечекĕ. Унта – Тăван çĕршывăн сенкер пĕлĕчĕ, уçă сывлăшĕ, аслати çиçĕмĕ, хир-уйĕ, улăх-çаранĕ, тăвĕ-сăрчĕ, Атăлĕ-Пăли, унăн ытарайми юманлăхĕпе шĕшкĕлĕхĕ… Пурнăçра ăру хыççăн ăру иртет, пĕр ăру вилет, тепри çуралать, вĕсен пурин те ăс-пуç пуянлăхĕ чĕлхере упранса юлать. Халăх юрри-сăввинче, юмах-халапĕнче, халăх сăмахлăхĕнче этемшĕн Тăван çĕршыв чи хакли пулни уйрăммăнах уççăн палăрса тăрать.
Ахальтен мар иккен халăх мĕн авалтанпах çамрăксене хăйсен тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Çавăнпа та-и, тен, пирĕн халăхăн пултарулăхĕнче тăван ашшĕ-амăш чĕлхине манакансенчен тăрăхласа кулаççĕ, ун пек çынсем çине халăх ашшĕ-амăшне маннă çынсем çине пăхнă пекех йĕрĕнсе пăхать.
«Чăваш сăмахне манни чăваш çăмахне те мантăр». Ку ылхана пĕлмен чăваш тĕнчере нумаях та мар-тăр. Аслашшĕсен чĕлхине пĕлмене чăваш мĕскĕне хунă, маннине – шелленĕ, телейсĕр тесе шутланă, пĕлес темене – айван, тенĕ, юратманнине – ылханса ятланă.
Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
Тăван чĕлхемĕрçĕм… Çĕленĕн те хăйĕн чĕлхи пур. Çăхан та хăй юррине манмасть. Икĕ чĕлхе икĕ ăс, виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс. Ăслă пулар эппин! Тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхар!
Тăван чĕлхемĕрçĕм… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи, кукамайсен пехилĕ, кукаçейсен тилмĕрĕвĕ, анне юрри, атте ӳкĕчĕ, аппа такмакĕ, пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсен, кӳршĕсен ырă кăмăлĕ…
Тăван чĕлхемĕрçĕм. Тăван çĕршывăмăрçăм. Тăван аннемĕрçĕм… Эппин, ăслă ывăл-хĕр пуласчĕ пурин те пирĕн», - тесе çирĕплетет Геннадий Николаевич Волков ăсчах.
Шăпăрлансем!
2011-2012 вĕренӳ çулĕнче (малашне те) тăван чĕлхемĕре ăша хывса «ăслă пулма, тĕнче çине тарăнрах та анлăрах пăхма» вĕренер эппин!
 
Ăнăçусем, ырă сунса - «ШĂПĂРЛАН».
 
: 959, Хаçат: 36 (1128), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: