Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Боевое братство» обществăлла организацин Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ йĕркеленни 10 çул çитнĕ.
Уяв Ульяновскри «Губернаторский» культура керменĕнче иртнĕ. «Боевое братство» Афганистан, Чечен, СССР вăхăтĕнчи палăртман вăрçăсене (Ангола, Вьетнам, Египет, Алжир, Сири тата ытти çĕршывсенче) хутшăннисене пĕрлештерет. Афганистанри вăрçа кăна пирĕн облаçран 4 пин те 500 çын хутшăннă, вĕсенчен 105-шĕ ют çĕршывра паттăррăн пуçне хунă.
Облаçри пур районсенчи уйрăмĕсенчен килсе çитнĕ çамрăк вăрçă ветеранĕсене «Боевое братствăн» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, Ульяновск Хула Думин депутачĕ, кĕпĕрнаттăра обществăлла майпа пулăшакан Николай Лазарев, облаçри шалти политика министрĕн çумĕ Василий Гвоздев саламланă. Василий Гвоздев кĕпĕрнаттăрăн салам çырăвĕсене вуласа панă, районсенче хастар ĕçлекен ветерансене Ульяновск область правительствин Тав çырвĕсем парса чысланă. Вĕсем хушшинче – Чăнлă районĕнчи «Боевое братство» уйрăмĕн ертӳçи Геннадий Ермилов та пур.
Уява Оренбургран килнĕ «Контингент» ансамбль афган вăхăтĕнчи юрăсемпе тăсрĕ.
 
: 935, Хаçат: 21 (1165), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: