Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Корпорация технологий продвижения» кĕнеке издательствинче Анатолий Юманпа Николай Казаков çырса хатĕрленĕ кĕнеке кун çути курнă.
Чăваш тĕнчинче питĕ паллă çыравçă Анатолий Фёдорович Юман черетлĕ кĕнекинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче çут çанталăка упрассишĕн пысăк ĕç илсе пыракан Николай Александрович Казаков (Ильмовский) вăрманçă кун-çулĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарать.
Николай Казаков – çут санталăкăн чăн тусĕ, таврапĕлӳçĕ, пирĕн тăрăхри экономика çирĕпленсех çитейменнине пăхмасăр ӳсен-тăрансен тата чĕр чунсен тĕнчишĕн пăшăрханакан вăрманçă – Ульяновскри вăрманçăсем çинчен пĕрремĕш кĕнеке çырса хатĕрленĕ. Унăн хайлавĕсен геройĕсен – вăрманçăсен – ĕçĕ-хĕлĕ, профессионализмĕ тин çеç асăннă професси çулĕ çине тăнă çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса шутланать.
Кĕнеке интереслĕ: çăмăл, ăнлануллă вуланать. Хайлавсен тĕшшине сăн ӳкерчĕксемпе çирĕплетнĕ.
 
: 914, Хаçат: 21 (1165), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: