Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи Лидия Фёдоровна Ярославская вĕрентӳçĕ пирки «шкул моторĕ» тесе калас килет. Вăл пуçарнипе кунта вĕренекенсем район, область, çĕршыв шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене, конференцисемпе семинарсене хутшăнса малти вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Чăваш чĕлхи кружокне ертсе пынă май вăл ачасене халăхăн культурипе, йăла-йĕркипе паллаштарать.
Ялта иртнĕ Чăваш культура кунĕнче Лидия Фёдоровна ачасемпе «Чăваш тĕрри» уçă урок ирттерчĕ. Хĕресле е яка тĕрĕпе тĕрлесе илемлетнĕ япаласене час-часах «чăваш тĕрриллĕ» тесе калаççĕ. Çак йăнăша ачасем ан туччăр тесе Лидия Ярославская урока чăн чăваш тĕррин ĕлкисене хатĕрлесе килнĕ.
-Чăваш тĕрри – çип шутне шутласа тĕрлемелли тĕрĕ. Çипне урлă та, тăрăхла та шутламалла. Çавăнпа ку ĕçе тирпейлĕ тумалла пулнă, вăл йывăр пулнă. Ĕлĕк канвасем пулман, тĕртнĕ пир çине тĕрленĕ. Чăвашсем хушшинче хĕресле тĕрленисене кахал çыннăн тĕрри тенĕ.
Тĕрĕре чăвашсен тĕрлĕ паллăсем пулнă: çынсем, выльăх-чĕрлĕх, карапсем, йывăç.
Хăш-пĕр эреш ĕлĕк-авал чăвашсем тĕнче пуçланса кайни пирки мĕн шутланине кăтартать. Тĕрре кашни чăваш вулама пĕлнĕ, унран информаци илнĕ. Тĕнчене тăваткал евĕр ӳкернĕ, Аслă Турра – асамлă пурнăç йывăççи евĕр, хĕвеле – çаврашка пек, - ăнлантарчĕ вĕрентекен ачасене.
Вероника Горячева, Вероника Киверова, Дима Орлов, Максим Горячев, Ольга Киверова, Настя Садовникова, Ангелина Белова интересленсе итлерĕç. Чăваш тĕррин ĕлкисене тытса пăхрĕç.
Урока интереслĕрех ирттерме Лидия Фёдоровна Майнăра пурăнакан Полина мăнукне тата пĕртăванĕн мăнукне Алина Орлова çамрăк музыкантсене чĕнсе илнĕ. Полина синтезаторпа, Алина сĕрме купăспа чăваш кĕвви каласа урока илем кӳчĕç.
 
: 1101, Хаçат: 21 (1165), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: