Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш юрри – чун уççи, чăваш юрлама пăрахсан ĕçлеме ăçтан вăй-халĕ тухĕ? Культура керменĕсем çумĕнче пуçаруллă хастарçăсем йĕркеленĕ юрăпа ташă ушкăнĕсене çухатса, салатса пĕтерес марччĕ пирĕн. Вĕсене ахах-мерчен пĕрчисем евĕр сыхласчĕ. Хальлĕхе чăваш культурин малашĕ пур пек туйăнать-ха – юрлать-ташлать ĕçчен халăх, чун çĕкленĕвне те, тунсăхне те юрă урлă кăтартса пама май тупать. Çак самантра вулакансене пĕр улшăну, çĕнĕлĕх пирки калама васкатăп. Паян эпир юратакан «Эреветĕн» пултарулăх ертӳçинче çĕнĕ çын. Вăл чăвашсем хаклакан, юратакан Станислав Толстов юрăç тата композитор.
 
- Станислав Петрович, Эсир «Эревет» юрă ушкăн тилхепине хăвăр аллăра илнĕренпе вăхăт нумай та иртмерĕ – çĕнĕрен халăх ятне çирĕплетме пултартăр. Епле майпа?
-Кунта нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Ертӳçĕн ăсталăхĕпе профессионализмĕ тата ансамбль юрăçисем чăваш юррине чунĕнчен юратни-парăнни – çавă çеç. Тата çĕкленӳллĕ кăмăл!
- Хӳтĕлев шăп та шай ĕçпе çу уявĕнче иртни те, чăваш туррисем те сире вăй пачĕç эппин...
- «Губернаторский» Культура керменĕнче çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ хӳтĕлев валли 13 номер хатĕрлерĕмĕр. Пурте чăваш юрри-композицийĕ, чăваш ташши. Вырăсла пĕр юрă та кĕртмен. Пирĕн анлă программăна жюри членĕсем чунтан савăнса, çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăмпа итлерĕç. Сцена пĕр самант та пушă тăмарĕ: кунта илемлĕ хусканусем, пуян йăла-йĕрке, янравлă, çепĕç юрă-кĕвĕ. «Эревет» ансамбль юрăсене тăватă-пилĕк сасăпа шăрантарчĕ. Концерта питĕ пултаруллă, çепĕç сасăллă Лариса Иванова ертсе пычĕ. Куракансем питĕ кăмăллă пулни хĕрсе алă çупнинченех курăнчĕ.
- Халăх ятне çĕнетме пулăшнă çынсене асăнса хăварсан еплерех-ши?
- Чи малтан, паллах, ĕç хыççăн репетицисене (хăш чух эрнере 4-5 хутчен те) васкакан эреветçĕсене тав туса хăвармалла. Артистсем чăваш юррине юратни мана хавхалантарчĕ. «Руслан» Культура керменĕн администрацийĕ пире пулăшнине каласа хăвармалла. Машинăпа пулăшаççĕ, шухăшсене ырлаççĕ. Директорĕ Ирина Аристова май килнĕ таран пур ыйтăва та татса пама тăрăшать, ансамбль халăх ятне çирĕплетнĕ çĕре хăй пычĕ, кунĕпех пирĕнпе пулчĕ. Ун хавхалантарăвне, кăмăл-туйăм пулăшăвне эпир туйрăмăр. Концерт хыççăн Ирина Павловна кăмăлĕ тулни сисĕнчĕ.
«Эревет» юррисене, чăваш мар ытти халăх çыннисем те питĕ аван ăнланаççĕ. "Юрату çинчен-и вăл, вăрçă салтакĕ Çĕнтерĕве çывхартни çинчен-и – сасă юххин хăйне май çемминчен, пит-куçран пĕлме пулать", – терĕ вăл.
«Эревет» ансамбль ятĕнчен Ульяновск облаçĕнчи культурăпа халăх канăвне йĕркелекен управлени пуçлăхне Елена Николаевна Топоркована наци культурисене çĕнетсе аталантарнăшăн тав сăмахĕ каласа хăварасшăн.
-Икĕ уйăх çурă хушшинче малтанхи «Эревет» репертуарне çĕнĕрен пăхса тухма, хăшне-пĕрне улăштарма, çĕнетме май килчĕ-и? Е унашкал тĕллев лартман-и хăвăр умăра?
- Çапла пуль. Ансамбле 26 çул ертсе пынă пултарулăх ертӳçи, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Косырев тивĕçлĕ канăва кайсан «Руслан» Культура керменĕн администрацийĕ çак ĕçе мана шанчĕ. Юрăпа ташă ушкăнĕсемпе ĕçлес опыт пысăк пулнипе эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Хамăн вăй-хал, пĕлӳ, пултарулăхпа ăсталăх пирки иккĕленмен эп. Юрăç-композитор, чăваш юрри-кĕввине чунтан парăннă, музыкăра пултаракан çын енчĕкĕнче – туллиех вĕсем. Çул пуçламăшĕнче пĕр ыйту çеç канăçсăрлантарчĕ: 26 çул тĕрлĕ сценăсем çинче кĕрленĕ «Эревет» юрăçисем, ун солисчĕсем мана епле йышăнĕç? Эпир хăвăрт пĕр чĕлхе тупрăмăр, туслашрăмăр. Ушкăнра – вăй теççĕ чăвашсем. Хӳтĕлевччен вăхăт сахал пулнипе кĕске хушăрах концерт программине вăй парса, аталантарса ĕлкĕртĕмĕр, илемлетрĕмĕр. Хăшне-пĕрне улăштарма, çĕнетме тиврĕ. Вăл спектакль евĕр пиçсе çитнĕ тытăм пулса тăчĕ. Концерт программинче çĕнĕ юрăсем те пур. «Эревет» солисткин Мария Уткинан «Савăнар-ха, тăвансем» юррине аранжировка турăм. Абраам Бурундуковăн «Юрла, шурă çӳçлĕ салтак», Анатолий Никитинăн «Пурнăç урапи чĕнет» юррисене кĕртрĕмĕр. Куракансем тулли кăмăлпа йышăнчĕç.
-Станислав Петрович, паянхи «Эреветре» камсем юрлаççĕ?
-Тĕп шăнăрĕ ĕлĕкхиех. Ансамбль старости Вера Шихранова. Вăл манăн сылтăм алă тесен те юрать. Мĕнпур йĕркелӳ ĕçĕсене Вера Кирилловна туса пырать. Ушкăнра хальлĕхе мана шутласан виçĕ арçын: Владимир Сорокинпа Владимир Дмитриев. Хĕрсем: пултаруллă, шăпчăк саслă Мария Уткина, Лидия Семёнова, Галина Тарасова, Вера Мандрейкина, Марина Столярова, Верония Толстова, Лариса Иванова, Вера Шихранова тата «Эреветшĕн» чунĕнчен çунса репетицисене Тутарстанри Теччĕ хулинчен çӳрекен солистка Раиса Шумилова. Акан 21-мĕшĕнче ăна 50 çул тултарнă ятпа саламларăмăр.
- Сирĕн ĕмĕт-тĕллев еплерех?
- Пирĕн хамăр халăх йăли-йĕркине манас марччĕ. Чăвашсен питĕ пуян этеплĕх. «Эревет» ансамблĕн тĕп ĕмĕчĕ – программăна çĕнетесси, чăваш ялĕсене концертсемпе тухса çӳресе хамăр культурăна халăхра сарасси, чăваш çамрăкĕсене юрă-ташша, йăла-йĕркене вĕренес ĕçе явăçтарасси. Вышкайсăр пуян культурăна халь вĕрентмесен кая юлма пултаратпăр. Пирĕн яшсемпе хĕрсем питĕ пултаруллă. Вĕсем юрласшăн-ташласшăн, ăçта пырса перĕнмеллине çеç пĕлмеççĕ. Çавăнпа та кăçалхи авăн (сентябрь) уйăхĕнче ӳркенменнисене пурне те «Эревете» пыма йыхравлатпăр. Тĕп условийĕ – сассисем пулччăр, юрлама пĕлччĕр. Пĕр сăмахпа, кăмăл пултăр.
Тепĕр ĕмĕт-тĕллев – «Эревет» солисчĕн Владимир Сорокинăн пултарулăх каçне ирттересси. Паян ак Ульяновскри, облаçри Акатуйсене хутшăнса чăваш халăхне савăнтарасси. Çĕртмен (июнĕн) 10-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Упи ялне каясшăн. Чĕмпĕрте Çĕпрел тăрăхĕнчен тухнă пултаруллă чăвашсем питĕ нумай.
- Станислав Петрович, эреветçĕсем репетицисене тулли кăмăлпа çӳретпĕр, çĕннине вĕренме, юрлама питех те килĕшет терĕç. Эппин, Эсир туслă та пултаруллă юрă ушкăнне кĕске вăхăт хушшинчех тыткăнлама пултартăр. Шутланă ĕçĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр. Çĕнĕ юрăсем çырас, ушкăнпа ĕçлес çĕрте хавхалантаракан вăй Сире пулăшса пытăр, пултарулăх çăлкуçĕ ан иксĕлтĕр. Калаçушăн пысăк тав.
 
: 862, Хаçат: 21 (1165), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: