Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем кăна мар, ачасен ашшĕ-амăшĕ те хастарлăхĕпе палăрать. Шкулти кашни мероприятирех курма пулать вĕсене.
Нумаях пулмасть шкулта район шайĕнчи Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Уява хатĕрлеме учительсене пулăшакансем - ашшĕ-амăшĕ. Тĕслĕхрен, тĕп спонсорсем пĕртăван Волынщиковсем пулчĕç. Хăнасене кĕтсе илнĕ çĕрте Мария Петровна Коновалова ăшталанчĕ. Тамара Николаевна Ларкина ирттернĕ «Тăван чĕлхе – пĕлӳ çăлкуçĕ» уçă урока амăшĕсем – Нина Садовникова, Вера Сабирова, Любовь Лысова, Татьяна Ульянова, Мария Коновалова – хутшăнчĕç. Ал ĕçĕ туса ларнă май вĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле вĕрентӳçĕ панă тупмалли юмахсен тупсăмне шырарĕç, ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç, сăвăсем каларĕç.
-Эпир шкула ялан çӳретпĕр. Ачасене килте курнипе кăна мар, вĕсем хăйсене шкулта мĕнле тытнине те пĕлес, курас килет. Пĕр çулхине ачасемпе футболла та вылярăмăр. Арçынсем ялан ĕçре пулнипе хамăр чупрăмăр. Кайран виçĕ кун ура ыратса çӳрерĕ. Çапах та хамăра телейлĕ те савăнăçлă туйрăмăр. Пĕр енчен - ачасемпе пĕрле пултăмăр, тепĕр енчен - каллех ачалăха путрăмăр. Экскурсие те, походсене те ачасемпе пĕрле тухатпăр. Пирĕн шкул пурне те пĕрлештерет, - каласа параççĕ вĕсем.
«Канаш» хаçата та çырăнса илсе вулаççĕ çак пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсем. Вĕсен ачисен хайлавĕсем хаçат страницисенче час-часах пичетленеççĕ.
 
: 1010, Хаçат: 21 (1165), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: