Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шкул пĕтерекенсемшĕн кĕç-вĕç патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацийĕ, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем пуçланаççĕ. Вĕренекенсемпе пĕрлех вĕрентӳçĕсем те тĕрĕслев ĕçĕсене аван ирттерме ăнтăлаççĕ. Хĕрсемпе каччăсенчен ытларахăшĕ аслă шкула кĕме ĕмĕтленет. Эппин, вĕсене пурне те пысăк балсем кирлĕ. Шкула ачисенчен хăшĕ-пĕри 9-мĕш класс хыççăнах колледж-техникума кĕме тĕв туса хунă. Вунпĕрмĕшсен те умне лартнă тĕллевĕсем ăмсанмалла пысăк. Паян фабрика-заводра рабочи профессийĕсем кирлине пĕлмест мар çилçунатлă яш-керĕм. Выпускниксене Ульяновскри аталанакан пысăк калăпăшлă промышленность комплексĕсем кĕтеççĕ.
Ирçелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул Чăнлă районĕнчи кăтартуллă шкулсенчен пĕри. Кунта туслă, пысăк тавракурăмлă вĕрентӳçĕсен коллективне пултаруллă директор Валерий Михайлович Горбунов ертсе пырать. Вĕрентӳ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене, çĕнйĕркелӳсене вĕсем çăмăллăнах йышăнаççĕ.
Вĕрентекенсен пӳлĕмĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕпе Галина Александровна Стакановапа тата вĕрентӳ ĕçне илсе пыракан çумĕпе Татьяна Михайловна Кашкаровапа калаçатпăр. «Шкулта пурĕ 22 вĕренекен тăрăшать. Пиллĕкĕшĕ – арçын. Вĕрентекенсен вăтам çул-ӳсĕмĕ 40-50 çул. Ĕçлекенсем тахçанах пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупнă, кирлĕ чухне пулăшу аллине тăсма хатĕр,-терĕç вĕсем.- Шкулта пурĕ 94 ача вĕренет. Çиччĕшĕ 11-мĕш класс пĕтереççĕ. Кăçал 1-мĕш класа 12 ача килнĕччĕ. Ачасем хăйсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш вĕренӳ çулне ăнăçлă вĕçлеççĕ. Кăçал та ытти çулсенчи пекех Ирçел шкул ачисем район тата область олимпиадисене хутшăнчĕç. Вырăс чĕлхипе тата литературипе Саша Ермилов призлă вырăн йышăнса грамота илсе килчĕ. Аслă класра «тăваттăпа» «пиллĕкпе» вĕренекен виçĕ хĕр – Анжела Мещанинова, Наталья Моисеева, Анна Фадеева – кĕпĕрнаттăр стипендине (çулталăк хушшинче уйăхсерен пĕрер пин тенкĕ) илсе тăчĕç.
- Ку вĕренӳ çулĕ пур енĕпе те ăнăçлă пулчĕ темелле, - тăсать сăмаха Татьяна Михайловна.- Область субсидине выляса илнĕ çĕрте шкул Чăнлă районĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ, облаçри 200 шкултан – 30-мĕш. Вырăс чĕлхипе литература кабинетне çĕнĕ оборудовани – ноутбуксем, принтер, виçĕ компьютер – вырнаçтартăмăр. 400 пин тенкĕ шкулшăн аван пулăшу пулчĕ. Унччен федераллă программăпа естествознани, физикăпа хими кабинечĕсене интерактивлă доска, видеокамера, проекторсем, кирлĕ япаласем туянтăмăр. Шкул çултан çул çитĕнӳсем тăвать. Нумаях пулмасть Н.М.Сайгушева «Çулталăкăн чи аван вĕрентӳçи» ята тивĕçнĕччĕ. «Самый классный класс» ертӳçи Е.В.Стаканова пулчĕ. 11-мĕш класс хĕрачи Анжела Мещанинова Аслă Нагаткинта, унтан Ульяновскра иртнĕ «Çулталăк вĕренекенĕ-2012» конкурса хутшăнса пултарулăхне пур енлĕн кăтартса пачĕ. Районти 16 вĕренекентен тăваттăмĕш пулчĕ. Облаçра чи аван вĕренекенсен шутне кĕме пултарчĕ. Анжелăн амăшĕ Оксана Александровна Мещанинова пуçламăш классемпе ĕçлет. Унăн икĕ ачи те – шкул мухтавĕ. 8-мĕш класс ертӳçи, вырăс чĕлхипе литературине илсе пыракан Л.А.Буркина «Çулталăк вĕрентекенĕ-2011» пулчĕ. Облаçри куçăмсăр тура (жюри умне урок-эссе видиофильмне тăратнă) 30 çын хутшăннă пулсан Ульяновскри 11-мĕш лицейра куçăмлă майпа иртнĕ турта çирĕмĕн ăмăртнă.
- Ку ăмăртăва хатĕрленнĕ, уроксем ирттернĕ тапхăр маншăн питех те яваплă вахăт пулчĕ,-аса илет Людмила Александровна.- Ирçелĕнчи тăван коллектив ман майлă пулни чĕререн савăнтарчĕ. Юратнă ĕçе чуна парса пурнăçлани ăсталăха туллин кăтартма, ăмăртăва уява çавăрма май пачĕ. Ачасен тимлĕхĕ, аван тăрăшса вĕренни маншăн питĕ паха. Вĕсен саламĕ, парнисем паян та чуна ăшăтса тăраççĕ.
Сăмах май каласан Людмила Александровна Буркина кăçал РФ вĕрентӳ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. (2011 çулта – Р.В.Зайцева). Людмила Александровна мăшăрĕпе икĕ пултаруллă пике ӳстернĕ. Паян иккĕшĕ те аслă шкулта вĕренеççĕ.
Шкулта халĕ питех те яваплă вăхăт – экзаменсен тапхăрĕ çитсе пырать.
 
Чăнлă районĕ,
Ирçел ялĕ.
 
 
: 952, Хаçат: 21 (1165), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: