Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу (май) уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕ – СПИДпа вилнисене асăнмалли пĕтĕм тĕнчери кун. Облаçри ерекен чирсемпе тата СПИДпа кĕрешекен центр çак кун «Знаю. Поддерживаю. Помню!» пресс-конференци ирттерчĕ. Ĕçлĕ калаçăва облаçри юн паракан центр, наркодиспансер, çамрăксен политикин министерствин специалисчĕсемпе журналистсем хутшăнчĕç.
 
СПИД центрăн тĕп тухтăрĕ Л.Э.Ибрагимова тĕнчери, Раççейри, Ульяновск облаçĕнчи ВИЧ-инфекцин эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Цифрăсем – хăрушă.
Тĕнчере ВИЧ/СПИД диагнозпа 33 миллион çын пурăнать, вĕсенчен 2 миллионĕ - 15 çула çитмен ача. Кашни кун тĕнчере 7400 çын ВИЧ-инфекци ертет, 5500 çын вара СПИДа пула вилет. 17 миллион çурĕ ача ВИЧ/СПИДа пула ашшĕсĕр е амăшĕсĕр тăрса юлнă. ВИЧпа чи нумай чирлекенсем Африкăра – 22 миллион çын (мĕнпур чирлисен 70 проценчĕ). Юлашки вăхăтра Раççейре, Тĕп Азипе Хĕвелтухăç Европа çĕршывĕсенче ВИЧ пит хăвăрт сарăлать.
Раççейре ВИЧпа чирленĕ çынсене пĕрремĕш хут 1987 çулта тупса палăртнă. 2011 çулта официаллă даннăйсемпе Раççейре 668 311 çын ВИЧлĕ, вĕсенчен 5416 ача. Официаллă мар цифрăсем самай урăхла – 3 миллиона яхăн.
1987 çултанпа Раççейре ВИЧ-инфекципе 73300 çын, 456 ача, СПИДпа 12165 çын, 226 ача вилнĕ.
Регионсене илсен – Самар облаçĕ ВИЧпа чирлекенсен шучĕпе пĕрремĕш вырăнта – кашни 100 пин çын пуçне 1238 çын инфекци ертнĕ. Иркутск, Мускав, Ленинград, Свердловск, Оренбург, Ульяновск облаçĕнче те чир нумай сарăлнă. Пирĕн область ВИЧ-инфекциллисен шучĕпе Атăлçи федераллă округра виççĕмĕш вырăн йышăнать.
1987 çултанпа облаçра ВИЧ-инфекципе чирлĕ 11664 çынна тупса палăртнă (кашни 100 пин çын пуçне 904,3 чирлĕ çын), вĕсенчен 1824 ача çуралнă. ВИЧ-инфекциллĕ амăшĕнчен çуралнисенчен 117-шне инфекци ернĕ. Чир СПИД тапхăрне çитнисен шучĕ ӳснĕ, хальхи вăхăта – 1824 çын. Чирлисенчен 2658-шĕ çут тĕнчерен уйрăлнă (935-шĕ СПИДпа), çав шутра 5 ача (2-шĕ СПИДпа).
Облаçра кашни çул пине яхăн çын чир ертет.
Ульяновск облаçĕнче ВИЧ-инфекципе чирлисем Димитровградра 1795 çын, Мелекесс районĕнче – 497,Чартаклă районĕнче – 302, Çĕнĕ Ульяновскра – 269, Çинкĕл районĕнче – 133, Ульяновск районĕнче – 195, Çĕнĕ Малăкла районĕнче – 80, Ульяновск хулинче – 6797. Ульяновскра ытларах Чукун çул районĕнче чирлеççĕ (1929 çын).
Кăçалхи пĕрремĕш виçуйăхлăхра облаçра лару-тăру лайăх енне улшăнман, çак тапхăрта тата 256 чирлĕ çынна тупса палăртнă. Пасарлă Сăскан, Вешкайма, Инза, Сăр районĕсенче чирлисем хушăннă.
Енчен те 5-10 çул каялла ВИЧ-инфекцие ытларах наркомансем пĕр шприцпа усă курнă май ертнĕ пулсан юлашки çулсенче чир ытларах ар хутшăнăвĕсем урлă сарăлать (78 процент). Çавăнпа та инфекци ертнисенчен ытларахăшĕ – ар хутшăнăвне кĕме пултаракан вăйпитти, 20 – 40 çулхи çынсем (8522 çын). Юлашки виçĕ уйăхра тупса палăртнисенчен те 75-шĕ çак çулсенче.
Эпидемин пĕтĕм тапхăрне илсен, ВИЧ-инфекциллисен 63,1 проценчĕ – арçын, 36,9 проценчĕ – хĕрарăм. Анчах чир ар хутшăнăвĕ урлă куçнипе 2012 çулта ытларах хĕрарăмсем (52,5 процент) чир ертнĕ. 15-30 çулхисем хушшинче чирлисене 2 хут ытларах тупса палăртнă.
Çакăн сăлтавĕ – пурнăç çине çăмăллăн пăхакан, çула çитмен ачасене аслисем ар хутшăнăвне явăçтарни, нумайăшĕ хăйĕн чирне ыттисенчен пытарни, тен, юриех сарни. Ахальтен мар социаллă лайăх условисенче пурăнакансемех чир ертеççĕ. Каçалхи виçĕ уйăхра чир ертнисен 53,3 проценчĕ – ĕçлекен, йĕркеллĕ çынсем, вĕсен хушшинче шкул ачисемпе тĕрлĕ вĕрентӳ учрежденийĕсенчи студентсем те пур.
Интереслĕ факт тупрăм интернетра: ВИЧ/СПИД хальхи пекех хăвăртлăхпа сарăлсан Раççейре 2025 çулта çак чире 5 миллион çын ертет, вĕсенчен 3,4 миллионĕ вилет. Кашни уйăхра СПИДпа 17 пин, çулсерен 200 пин çын вилсе пырать. Çынсен пурнăçĕ вăтамран 6 çул кĕскелет, ĕçлеме пултаракансен шучĕ 15 процент чакать.
Мĕн тумалла? Ыйтăва Спид центрăн тĕп тухтăрĕн çумĕ А.М. Салахиева тата профилактика уйрăмĕн психологĕ М.А.Антонова хуравлама тăрăшрĕç.
Çынсем хăйсене тирпейлĕ тытма вĕрениччен чире çĕнтерме çук. Çамрăк ăрăва 5 – 7 çултанах ар хутшăнăвĕсен хăрушлăхĕ, ВИЧ-СПИД пирки ăнлантармалла. Шел, аслисем те çакна ăнлансах каймаççĕ. Чирсем хăрушă пулин те юн тата ар вăрлăхĕ урлă кăна ернине пĕлекенсем сахал. Сыхланман ар хутшăнăвĕнче чирлĕ çын юнĕ сирĕн юна лексен кăна чир ерет. Чуптунă чухне те, ал тытса та, пĕр алшăллипе, пĕр савăт-сапапа усă курсан та, хире-хирĕç тăрса пĕр-пĕрин çине сурчăк сирпĕтсех калаçсан та инфекци куçмасть!
Чăннипе, ВИЧ-инфекциллĕ çынсенчен хăраççĕ, кун пек ашшĕ-амăшĕн ачисене садиксемпе шкулсене те йышăнасшăн мар – ыттисен ашшĕ-амăшĕ хирĕç. Обществăри çак пулăмсем чирлĕ çынсен пурнăçне йывăрлатаççĕ, чире пытарма хистеççĕ.
Ульяновск облаçĕнче волонтёрсен юхăмĕ ВИЧ/СПИД пирки халăха ăнлантарассипе нумай ĕçлет. ЗОРРО волонтёр юхăмĕ иртнĕ çул облаçри кашни района çитнĕ, шкулсенче, вăтам, аслă вĕренӳ заведенисенче куравсемпе калаçусем, викторинăсемпе тестсем ирттернĕ. Пресс-конференцире чи хастар волонтёрсемпе 28, 56, 76-мĕш шкулсенчи конкурс çĕнтерӳçисене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕç.
 
: 1123, Хаçат: 21 (1165), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: