Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Кама кĕтетĕр, ывăл-и е хĕрача-и»?" - тесе ыйту парсан Çĕр çинчи арçынсен 99 проценчĕ çирĕппĕнех ывăл тесе хуравлĕ. Вара мĕн тейĕ вулаканăм. Интересĕ çакăнта: арçынсем пурте ывăл кĕтеççĕ, хĕр çуралсан ăна пуринчен ытларах юратаççĕ. Мĕнле ăнлантармалла çак пулăма?
Ыйтăва çакăн пек хурав паракан арçынсене виçĕ пая пайлама пулать.
Пĕрремĕшсем мĕншĕн ывăл кĕтнине хăйсем те калама пултараймаççĕ, мĕншĕн тесен кун пирки нихăçан шутламан та, ыйтăвĕ те интереслентермен. Пурте ывăл кĕтеççĕ те – вăл мĕншĕн ыттисенчен кая?
Иккĕмĕшсем: «Пурнăçра арçыннăн йывăс ӳстермелле, çурт лартмалла, ывăл çуратмалла», - тенине тĕп йĕрке вырăнне хураççĕ. Юлташсемпе палланисем те пурте арçын ача кĕтеççĕ мар-и тата? Сăлтавĕ – хушамата малалла тăсакан кирлĕ. Ывăла воспитани парасси пирки шухăшламаççĕ те, тен.
Виççĕмĕшсене вара чăннипех арçын ача кирлĕ. Кун пек арçын çемье çавăрсан ытти мĕнпур япала уншăн иккĕмĕш плана куçать: унччен кăсăкланнă ĕç, юлташсем пирки манать. Арçын ача çуралсан ашшĕ тинех юлташ тупăнчĕ тесе шутлать, малашне хăйсем иккĕшĕ пулла каясси, футболла вылясси пирки ĕмĕтленет. Ывăлĕ хăйĕн пурнăçне малалла тăсасса кĕтет. Тен, ăнланмасăрах, ачи хăйĕн пурнăçланайман ĕмĕтне пурнăçа кĕртессе шанса тăрать. Тепĕр сăлтавĕ – чăн-чăн арçын ӳстерсе çитĕнтерме ĕмĕтленни.
Халь калани аван-ха, анчах мĕншĕн арçынсем хĕрачасене ытларах юратаççĕ, хĕрхенеççĕ, ачашлаççĕ?
Пĕрремĕшĕ, хĕрсем – черчен, вĕсене ăшă тата ачашлăх, хӳтлĕх кирлĕ. Çавăнпа ашшĕ хăйне яланах çамрăк, вăйлă, кирлĕ çын пек туять.
Иккĕмĕшĕ, кашни çынна илем тыткăнлать, вăл ун патне туртăнать. Хĕрарăм илемĕ вара пит пысăк вăй.
Виççĕмĕшĕ, хĕрача çемçе, вăл хăй çепĕç туйăмне час-часах кăтартать, куншăн вăтанмасть. Хĕрĕ: «Ман упăшка та атте пекех илемлĕ те паттăр пулать», - тенине илтсен кашни ашшĕ сар çу пек ирĕлсе каять. Пĕчĕк хĕрĕ ашшĕне питрен ик аллипе тытса ман атте тĕнчере чи лайăххи тенĕ чухне вара ашшĕн кăмăлне çырса та пĕлтерме йывăр.
Арçын хĕрĕнчен идеал вырăнне хумалли хĕрарăм ӳстерме ĕмĕтленет. Арăмне те юратать вăл, паллах, анчах хĕрĕ – тĕнчери чи илемлĕ те юратнă çын! Ăна алă çинче йăтса çӳрес, мĕн ыйтнине пурнăçлас, пурнăçри йывăрлăхсенчен хӳтĕлес килет.
Арçын ача вăл – юлташ тата сана ăнланакан çын. Пурĕпĕр хĕрача çумĕнче кăна ашшĕ хăйне чăн-чăн арçын, хӳтĕлевçĕ пек туять. Шăпах çавăнпа арçынсем арçын ача кĕтеççĕ, хĕрачасене ытларах юратаççĕ. Ку юратури пек пысăк, çепĕç туйăм урăх çук. Çавăнпа та хĕрсем те ашшĕсене ытларах юратаççĕ.
 
: 655, Хаçат: 21 (1165), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: