Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çемен 1908 çулта çуралнă. Халĕ вăл тĕнчере çук пулин те пурнăçĕ çинчен тăванĕ каласа панă тăрăх çыратăп. Çемен мĕн пĕчĕкрен çирĕп сывлăхлă ӳснĕ. Чухăн пурăннă пирки çимелли çитмен. Çемьере вăл пиллĕкмĕш. Хыçĕнчен тата икĕ йăмăкĕ ӳснĕ. Ял пурнăçĕ çынна пиçĕхтерет. Вăл ĕçрен пăрăнман. Хастарскер хăйĕнчен аслисене вăйĕпе çăмăллăнах çĕнтернĕ. Пысăк вăй парнеленĕ ăна çут çанталăк. Шăп çавна пула Çемене кулленхи пурнăçĕнче тĕрлĕрен пăтăрмахсем курма е тӳсме тивнĕ, хăш чухне усси те пулнă. Пĕррехинче вуннăри ача ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн тӳшекри улăма витене силлесе хăварса каç пулттипе уйри тырă пуссине шăвăнать. Тӳшек питне пучахпа тултарать кăна – ăнсăртран çав тĕле колхоз пуçлăхĕ юлан утпа пырса тухать. "Та-а-к,- тет ача çине тинкерсе. - Куншăн сана, ачам, тĕрмене хуптармалла. Анчах епле йăтса каяс тетĕн çакăн йывăрăш хутаçа?"
-Йăтап, - хăюллăн хуравланă Çемен.
-Йăтан пулсан юрать, йăт апла. Атя, кайрăмăр яла.
Икĕ çухрăм çапла пыраççĕ иккĕшĕ. Хуçа чăтăмлă, сăнать те тĕлĕнет ачаран: кунашкал тӳшеке икĕ арçын та çĕклеймĕччĕ! Ял хĕррине çитсен хуçа пĕр сăмахсăр ачаран уйрăлать. Çемен пирки ниçта та евитлемест. Тепри пулсан çĕртнĕ пулĕччĕ ачана тĕрмере.
Çемен вунçичче çитсен юлташĕсемпе юнашар яла вăййа каять. Кĕçех кунта эрех ĕçсе хĕрнĕ тин кăна хĕсметрен таврăннă тинĕс çарĕн икĕ морякĕ пырса тухать. Кӳлепипе те, вăйĕпе те мухтанса ютран пынă çамрăксем патне сăлтавсăрах пырса хирĕçме тытăнаççĕ. Çемене çакă килĕшмест. Вăл иккĕшне те пилĕкри пиçиххирен тытса сывлăша çĕклет те: «Эсир моряксем-и вара? Темĕн, капла туйăнмасть»,- тесе силлет. Шăп пулаççĕ хайхи мухтанчăксем, аяккине тара параççĕ.
Аслă вăрçăра Çемен разведкăра пулать. Темиçе хут аманса контузи илет. Командовани ăна «чĕлхе» тупма хушсан вăл нимĕç салтакне разведкăран хул хушшипе йăтса таврăнса пурне те тĕлĕнтерет. Çавăншăн ăна «Храброму разведчику» кăкăр палли парса чыслаççĕ. Ун пек чыса кашниех тивĕçеймен.
Тепрехинче вăл чукун çул вокзалĕнче фанертан ăсталанă пысăк тăваткал чăматанпа юнашар ларнă. Унта пасарта туяннă тăвар пулнă. Вăл вăхăтра тăварпа халăха туллин тивĕçтереймен. Пуйăс кĕтсе ларса ывăннăскер пĕчĕк лавкка патне тăрса утать. Хăрах куçĕпе чăматанне сăнакалать. Часах чăматан патне пĕр арçын йăпшăнса пырать. Йăтма хăтланать – хускатаймасть. Çемен ăшĕнче кулса илет. Вăрă юлташĕсемпе калаçнă хыççăн тепри йăтма хăтланса пăхать, вăл та хускатаймасть. Шалт аптăраççĕ вăрăсем. Ним тăвайманнипе айккинчен сăнама пуçлаççĕ: «Кам-ши ку пăхаттир?». Пуйăс килет. Çемен васкамасăр чăматанне йăтса пуйăс патнелле утса каять. Вăрăсем унран тĕлĕнни каламасăрах паллă.
Пĕррехинче Çемен улахра ларнă. Сасартăк кунта самаях ӳсĕр çамрăксем пырса кĕнĕ.Пуçлаççĕ сакăр каччă алхасма, хăратма…Никам та ашкăнчăксене сăмах чĕнме хăяймасть. Пĕр Çемен çеç лăпкăн:
-Чарăнăр, тархасшăн.Унсăрăн хăвăрах начар пулĕ,- тенĕ.
-Кам унта мана хирĕç? Çиччас ăса вĕрентетĕп! Мана хирĕç тух!- кăшкăрашнă чи патварри.
Кӳршĕ ялти Хĕлипе унччен никам та хирĕç тăма хăяйман. Вăл чăннипех вăйлă пулнă. Хĕлип ăнсăртран Çемен çине сиксе ларать те мăйĕнчен пăвма тесе аллине тăсать кăна – хайхи паттăрăн пысăк пӳрни кăкран тăпăлса тухса Çеменĕн аллинче юлать. Хăй тем хушăра чӳречерен тухса вĕçет. Сехрисем хăпнă юлташĕсем те пĕр самантрах тухса тараççĕ. Çапла вăйлă пулнă Çемен!
Вăл платник-столяр ĕçне лайăх пĕлнĕ. Ăсталама пĕлмен япала та пулман темелле. Тивĕçлĕ канăва кайсан та килте ларман. Тупăшса лашана çĕклесе илме пултарнă. «Эх, çамрăк чух мана тăраниччен çитернĕ пулсан эпĕ хальхи спортсменсен штангисене пĕр алăпах çĕкленĕ пулăттăм. Манра вăй вĕресе тăнă», -хаш! сывласа аса илнĕ вăл.
Тивĕçлĕ канăва кайиччен Çемен пушар хуралĕнче тăнă. Унти чи йывăр ĕçсене пурнăçланă. Кунта та вăйĕпе палăрнă. Пенсие тухсан хăма çураканра ĕçленĕ. Ĕçсĕр ларма пултарайман вăл. Пĕррехинче кунта пĕр каппайчăк çамрăк ĕçе вырнаçать. Пĕрене-хăмана йăтса вăйĕпе мухтанать. Чĕмсĕр Çеменрен тăрăхлама пăхать. Чăтаймасть Çемен: качча ĕнсипе уринчен ярса илет те ĕçлекен пăчкăсем умне хурать.
-Ну, сывпуллаш пурнăçупа. Тăрантăн пулĕ çынсенчен кулса!-тет. Лешĕ хăранипе айне йĕпетнĕ тет. Унтанпа каппайчăка кунта никам та курман. Вĕрентнĕ ăна Çемен.
Лешĕ ватă çыннăн вăйĕ пуласса шанман ĕнтĕ.
Сакăрвуннăран иртсен Çемен пуçĕ минренипе нушаланма пуçлать. Вăрçă ахрăмĕсем аптăратнă ĕнтĕ ăна. Сакăрвун тăххăрта вăл çĕре кĕнĕ.
 
: 877, Хаçат: 21 (1165), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: