Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕрле ӳснĕ тантăшсене аса илетĕп те – пуçăма тĕрли аса килет. Хăшĕсем хăюллăрах пулнă, хăшĕсем чăрсăртарах та. Вĕсенчен шикленнĕ те. Хушăмăрта пач хăюсăррисем те пурччĕ. Арçын ачасем хушшинче те, хĕрсем хушшинче те. Вылясса вара урам уйăрмасăр, пĕрле килĕштерсе вылянă. Ӳсерехпе вăййа тухма пуçларăмăр. Турикасра карталанса Уяв юррисене юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Çи-пуç çыпăçуллă та илемлĕччĕ. Çакăнтах юрату туйăмĕ тĕвĕленме пуçланă.
Сăн-пуçĕпе Ваççа хĕр пекчĕ. Сарă кăтра çӳç, илемлĕ пит-куç, каçăр сăмса. Кулли пике кулли евĕрлехчĕ. Пичĕ пăт путатчĕ. Пĕчĕккĕ чухне хĕрачасемпе çыралла, шуркатти ванчăкĕсемпе, пуканелле вылятчĕ. Ытти арçын ачасем пек йывăç пуленкерен пăшал туса аппаланнине курман.
Ӳсерехпе вăйă картисенче çинçе сасси таврана саланатчĕ. Пĕлмен юрри çукчĕ. Чăваш ташши-юррине кăмăллатчĕ.
Амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕччĕ вăл. Хĕрарăм шанчăкĕ, тĕрекĕ.
Темшĕн çак ача сăнарĕ ман асăмра сыхланса юлнă. Ун чухне яшсене салтака юрăхлă-и, юрăхлă мар-и тесе военкомата чĕнсе тĕрĕслетчĕç. Йыхрав Ваççа патне те килнĕ. Вăл çар комиссариатне пуйăспа тухса каять. Хулара аташса çӳресен чĕннĕ çĕре çитсе кĕрсе ларать. Пĕр пĕтĕмĕшле коридортан пĕрин хыççăн теприне пĕр пӳлĕме чĕнсе кĕртеççĕ тет. Туха-туха йыхравлаççĕ имĕш – пирĕн ял йĕкĕтне никам та чĕнекен çук. Ларса ывăннă хыççăн çывăхри лавккана кайса çимелли илсе урамри сак çинче чăмласа ларать. Пур çамрăк та кайса пĕтсен Ваççа никам та çук чух хăтланса пăхас-ха тесе ачасем кĕре-кĕре тухнă пӳлĕм умне пырса тăрать. Алăк уçăлать те – унтан çар тумне тăхăннă тĕреклĕ çар çынни тухать. Вырăс чĕлхипе ыйтать:
-Кто вы? Кого ждёте?
-Не снаю,-хуравлать ман ентеш.
- Зачем пришли?-каллех тĕпчет çар çынни.
- Меня посаул, - тет. Вырăсла калаçса курман-çке ялта. Хăй пĕлнĕ пек ăнлантарма пĕлнĕ-ха вăл.
-Вас вызывали? - пĕлесшĕн çунать вырăс.
-Да, да высали, - тет ӳпкери сывлăша хаш сывласа кăларса. Кĕсйинчи повесткине кăларса кăтартать.
Тĕлĕнмелле, анчах та военкомат ĕçченĕ ăна пӳлĕмне те кĕртмен.
-Один больше не приезжай, приезжай только с родителями,-тенĕ те çилĕллĕ сассипе – йывăр аттипе шатлаттарса тухса кайнă.
-Эп мĕн пĕчĕк ача-и? Тата мĕн – «с родителями!» – текелесе тухнă вăл. Тӳрех лавккана кĕрсе пирус туяннă та туртам пекки туса утса пынă. Акă ăна хирĕç икĕ арçын ача килнине курах каять.
-Дай курить!-тет пĕри çăханла пăхса.
Васкаса чĕлĕме çĕрелле перет. Вăл ăна вĕсем ан илччĕр тесе урапа пусса тăрать.
-Ещё есть?-теççĕ.
-Нету, нет польше. Одну вон сатавил.
Вĕсем, ун телейне, хирĕçес шухăшлă çамрăксем мар иккен. Пăрăннă те утнă. Вăл урапа пуснине каялла илсе çăвара хыпнă та урам тăрăх туртнă пек туса юрласа пынă.
Çапла каласа парса култарнăччĕ вăл пĕррехинче. Ваççа хăй ĕмĕрне пирус туртса курман. Выляса туртни нумайлăха асĕнче юлнă.
Салтака илмерĕç ăна. Ялта нумайччен яш ача пулса çӳрерĕ вăл. Урам юррисем юрласа. Хĕрарăмсемпе туслăччĕ, ташша-юрра юрататчĕ. Анчах та авланса амăшне мăнук парнелеме хевте çитереймерĕ. Йăваш кăмăллă чăваш ĕмĕрне пĕчченех ирттерчĕ.
 
: 868, Хаçат: 21 (1165), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: