Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Тĕрленчĕк)
 
Çу уйăхĕн варри çитсе пырать. Пăр кайса пĕтни икĕ эрне те ытла ĕнтĕ. Хĕвеллĕ те янкăр тӳпеллĕ кун юлташпа Атăл курма кайрăмăр. Çӳллĕ хысак патне çитрĕмĕр те симĕс курăк çине лартăмăр.
Çил çук. Çурхи Атăл тинĕс пек сарăлса выртать. Шыв тĕкĕрĕ çинче тӳпери сайра та шурă кăпăк пек кăтра пĕлĕтсем курăнаççĕ. Тăрсан-тăрсан шурă çунатлă чарлансем вĕçсе иртеççĕ. Акă икĕ кăвакал сывлăша çурса пуç çийĕн иртрĕ. Вĕсем шыв çинче çаврăм турĕç те пиртен сулахаярах çыран еннелле анса ларчĕç. Вĕсенчен тавраналла çаврака хумсем сарăлма тытăнчĕç.
«Пулăсем пур-ши, курăнаççĕ-ши?- тетĕп юлташа. «Халь вăлча сапмалли вăхăт, вĕсем пушă мар»,- шӳтлет вăл.
Хамăр кăштах симĕсрех, анчах çыран хĕрринелле тĕпне çитичченех курăнакан шыва сăнама пуçларăмăр. Çыран хĕрринче тĕпĕ хăйăрлă, сарă тĕс çапать.
Ак хайхи – лайăхрах пăхма пуçласан тĕлĕнсех кайрăмăр! Пулă кунта — мăй таран! Малтан кăна асăрхамарăмăр иккен. Шитрен пуçласа чавса тăршшĕ кĕмĕл тĕслĕ пулăсем васкамасăр ишсе çӳреççĕ. Акă вут сыппи тăршшĕ пулă çыран хĕрринех пычĕ, 4-5 метр кăна юлчĕ. Кунта тарăн мар, çавăнпа шыв хĕвел çинче ытларах ăшăннă. Пулă çакăнта хуллен явкаланса çӳрет, хĕвел ăшшипе киленет. Унран инçех мар тата мĕн чухлĕн! Çыранран инçе мар чарлан вĕçсе иртет. Вăл пынă йĕр тăрăх шывра тем шампăлтатса юлать. Пирĕн пата вĕçсе çитсен ăнлантăмăр: тӳперен çутатакан хĕвелпе ун мĕлки шыв çине ӳкет, пулăсем унран хăраса хӳрисемпе шыв тĕкĕрне çапса хăвараççĕ те шывалла чăмаççĕ.
Унччен те пулмасть – юлташ мана: «Пăх-ха, мĕн пысăкăш пулă!- тет.
Вăл кăтартнă вырăна – çыранран 10-15 хăлаçра — пăхрăм та тĕлĕнсе кайрăм: шыв çийĕ патĕнчех пĕр метр тăршшĕ пулă куçать! Тепĕр самантран иккĕмĕш пулли те курăнса кайрĕ. Вăл ун хыççăн пырать. Ку тата пысăкрах! Вăт ку тĕлĕнтермĕш! Кун пек пысăк пулă Атăлта ишсе çӳренине курман эпир хальччен юлташпа. Ун çине пăхса илтĕм те куçĕ пысăкланса кайнине асăрхарăм.
Малалла сăнатпăр. Акă вĕсем шыв çийĕн тухса тăракан курăк патнелле çывхараççĕ. Умлăн-хыçлăн çӳреççĕ çаврăнкаласа. Курăксем хушшине кĕрсе кайрĕç те куçран çухалчĕç. «Эх, нумай та курса юлаймарăмăр иккен!»- пăшăрханатăп эпĕ. Анчах пулăсем пĕр вăхăт çухалса илнĕ хыççăн каллех çиеле тухрĕç. Хыçалти малтин хӳрине перĕнсе пынă пекех курăнать. Акă вĕсем курăк йĕри-тавра çаврăнма пуçларĕç – çаврăнаççĕ те çаврăнаççĕ.
Эпир тинех тавçăрса илтĕмĕр – вĕсем те вăлча сапаççĕ вĕт! Малта пыракан ами вăлча сапса хăварать, хыçран ишекен аçи ăна йăхлантарать. Çапла çаврăнса вăлча вăчăрине курăк çумне çыхса хăвараççĕ, шыв юххи илсе каясран сыхлаççĕ. Ак мĕнле вăхăт тĕлне çаклантăмăр эпир…
Юлташпа шухăша кайрăмăр. Халь Атăл çурхи шыв тулнипе питĕ сарлака-ха. Çулла вара ГЭСран шыва юхтарса кăлараççĕ те — ун шайĕ палăрмаллах чакать. Халь вăлча сапнă вырăн типпе юлать. Кăçал мĕнле пулса тухать-ши? Сапнă вăлча пĕчĕк пулă пулса шаларах ишсе кĕме ĕлкĕрĕ-ши? Шывне халех юхтармасан юрать ĕнтĕ…
Пирĕн пулăсем вара кун пирки пĕлмеççĕ – курăк йĕри тавра çаврăнаççĕ те çаврăнаççĕ. Вĕсем хăйсен ăрăвне тăсасшăн тăрăшаççĕ. Вĕсен ĕçĕ – вăлча сапасси…
 
: 957, Хаçат: 21 (1165), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: