Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Алла сулла-сулла
Сулахая юлмăп-ши?
Салтакри савнине кĕтсе
Ватта тăрса юлмăп-ши?
 
Аттене те хуман эп,
Аннене те хуман эп.
Шупашкарти артистсен
Кукамăшне хывнă эп.
 
Кăмака, кăмака,
Кăмакапа каланкка.
Атте-аннен савнă хĕрĕ,
Çавăнпа эп шапăлкка.
 
Ĕнине те сумалла,
Сурăхне те хупмалла.
Хапха умне савни килнĕ
Ун патне те тухмалла.
 
Сĕтел тăваткăл пулать.
Ури тăваттă пулать.
Килмесен те каймасан
Хамăр тăван ют пулать.
 
Сĕтелĕн ури те çук,
Ăна тăвакан та çук.
Мана çимен çын та çук,
Маххă паниех те çук.
 
Атта кĕтĕм тасатса,
Курницана çутатса.
Инçе çула çывăх туса
Килтĕм сире юратса.
 
Сада кĕрессĕм те çук,
Улма татассăм та çук.
Кунтан пĕрре сивĕнсен
Урăх курасси те çук.
 
Ух-ха, ух-ха шур явлăка
Ухса шуратаятна.
Пĕр сивĕннĕ савнă тусна
Калле çавăраятна.
 
Икĕ витре шыв ăсрăм,
Тăкăнса пĕтет ĕнтĕ.
Турă урăх хуйхă ан пар,
Пани те çитет ĕнтĕ.
 
Эпĕ çултăм çаврăнса,
Çава çине таянса.
Маншăн хăçан килĕ-ши
Ырлăх кунĕ çаврăнса?
 
Аякка, аякка
Чечек лартса хăвартăм.
Унтан тата аякка
Тăвансене ăсатрăм.
 
Касрăм, касрăм касăлмарĕ
Хытă çĕре ларнăран.
Çыру ярса та çитмерĕ
Инçе çĕре кайнăран.
 
Апла та терĕç мана,
Капла та терĕç мана.
Лăпкă та çӳресе пăхрăм
Пурпĕр шух терĕç мана.
 
Четвĕрт кĕленчи пысăк та мар,
Пилĕк плаштух каять.
Пирĕн тăван пысăк та мар
Мĕнпур кăмăлăм каять.
 
Пĕрре мар, иккĕ мар,
Виççĕ-тăваттă та мар.
Çамрăк чухнехи юрату
Пăрахсан та шалккă мар.
 
Ан юрла, кайăк, ман умра
Юрла хăвăн юрруна.
Эс юрласан йĕрес килет,
Тĕрлĕ шухăш ман пуçра.
 
Вĕçсе кайрĕ вĕçен кайăк –
Кăвак хутран тунăччĕ.
Иртсе кайрĕ çамрăк ĕмĕр –
Халь кăна вуннăраччĕ.
 
Пурччĕ хура лашасем,
Иртрĕç кӳлес вăхăтсем.
Нимĕншĕн те хуйхăрмастăп,
Иртрĕç çамрăк ĕмĕрсем.
 
Балалайка, кала-кала,
Тул çутăличчен кала.
Савни, иккĕн калаçнине
Никама та ан кала.
 
Теччĕ вăл, Теччĕ вăл
Теччĕ çывăх çĕр мар вăл.
Савни вăл, савни вăл
Савни ăш çунтармăш вăл.
 
 
Аслă Нагаткин.
 
: 1028, Хаçат: 21 (1165), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: