Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Студентсен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи аслă пухăвĕ «Мы – за здоровый образ жизни» темăпа иртнĕ.
Мероприятире РФ Патшалăх Думин председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Жуков тата Патшалăх Думин депутачĕ Татьяна Яковлева пулнă. Вĕсем «Вуз здорового образа жизни» конкурсăн çĕнтерӳçисене чысланă пулăма хутшăннă. Тĕп çĕнтерӳçи – Томскри политехника университечĕ.
Аслă пуху вĕçленнĕ ятпа унта хутшăнакансене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, тĕнче тата Европа чемпионĕ, Олимп вăййисен виçĕ хут чемпионĕ, "Канада кубокĕн" çĕнтерӳçи, Ульяновск облаçĕнчен тăратнă Патшалăх Думин депутачĕ, Раççей хоккей федерацин президенчĕ Владислав Третьяк саламланă.
Аслă пуху шайĕнче «Полезные и вредные привычки» темăпа çавра сĕтел иртнĕ. Ăна çĕршывăн ертсе пыракан ревматологĕн Николай Насоновăн видео-лекципе уçнă.
Çавра сĕтелĕн «Экология нашего города» ларăвĕнче унта хутшăнакансене инноваци моделĕсемпе паллаштарнă.
Кунсăр пуçне, «Мы – за здоровый образ жизни, май, 2012» тесе çырса хунă чула çĕр айне хурса хăварнă тата «Акваклуб» ятлă физкультура комплексĕпе Сывлăх аллейи уçса кĕлчечексем лартнă.
 
: 910, Хаçат: 22 (1166), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: