Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи хуçалăхсенче çураки вĕçленнĕ теме пулать: хăшĕнче кăшт куккурус акмалли юлнă, хăшĕнче – чĕкĕнтĕре пĕтерсе пыраççĕ. Ырă тухăç илме паян çумăр кирлĕ теççĕ хастарçăсем. «Канаш» хаçат редакцийĕ çак кунсенче «Волга» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче пулчĕ.
 
«Кăçалхи çураки ăнăçлă иртрĕ темелле. Çурхи тулла 510 гектар акса хăвартăмăр,-терĕ хуçалăх ертӳçи Радик Назымович Насуртдинов.- Урпа – 670 гектар, сĕлĕ – 83, пăрçа – 50, сахăр кăшманĕ – 300. Сенажа хывма 730 гектар пĕр çуллăх курăксем акса хăвартăмăр. Паян техника – куккурус акнă çĕрте. Пурĕ 250-280 гектар палăртнă.
Пĕрчĕллĕ культурăсене акнă çĕрте Динар Фахуртдиновпа Шавкат Каримов (ДТ тракторпа ĕçлеççĕ) палăрчĕç, сахăр кăшманĕн ани çинче чухне – Николай Головинпа Яхъя Амиров (Т-70) механизаторсем. Ирхи çĕртмене сӳреленĕ çĕрте тăрăшса ĕçленĕ Ринат Гайниева (ДТ) тата Петр Солодовникова (Т-70) ырă сăмахпа асăнмалла. Насых Асадуллинпа Анатолий Тушкина (Т-70) çĕре культиваторпа кăпкалатнă çĕрте хăйсен кăтартăвĕсемпе çитекен пулмарĕ. Тĕрĕссипе, механизаторсем пурте тӳрĕ те çĕкленӳллĕ кăмăлпа ĕçлерĕç.
Дизель топливипе çыхăннă ыйту «Волга» хуçалăхра пĕртте тăман. Çуракине ирттерме ăна пуш (март) уйăхĕнчех 70 тонна туяннă пулнă. Çу (май) уйăхĕнче тата 17 тонна. Шĕвеке патшалăх хакне 30 процент таран чакарса сутни хавхалантарать тырă ӳстерекене. «Выльăх-чĕрлĕх, уйрăмах ĕне выльăх ĕрчетекен хуçалăхсене паян дизель топливине нумайрах уйăраççĕ, – тет Радик Назымович. – Тракторсемсĕр, хальхи техникăсăр унта та май çук. Шел, сĕт хакĕ каллех чакать. Хуçалăхран хальлĕхе 9 тенкĕ те 90 пуспа туянаççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ку икĕ тенкĕ йӳнерех».
Çураки теминчен – хуçалăх ертӳçи Радик Насуртдинов майĕпен выльăх-чĕрлĕх теми çине куçса кайрĕ. Ĕне, сурăх, лаша ĕрчетекен кооперативра унсăр май та çук. Кунсерен 4,5 пин килограмм сĕт сутăнать хуçалăхра. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 1030 пуç. Вĕсенчен 500-шне сăваççĕ. Витере 850 сурăх, 35 лаша. Ĕçĕ нумай, коллективĕ туслă. Дояркăсем çинчен нумай ырă сăмах илтме тӳр килчĕ. «Пултаруллăскерсем, чăннипех та мухтава тивĕçлĕ, – терĕ Радик Назымович.- Вера Альшейкинапа Талия Ахметова чи нумай сĕт суса илекенсем. Вера Васильевна, РФ ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх. Вăл çирĕм çул ытла малтисен ретĕнче. Дояркăсен вăтам çул-ӳсĕмĕ тенĕрен (50 çул патнелле), кăçал ĕне фермине икĕ çамрăк доярка килни шанăç кӳчĕ.
Тăрăшуллă Алена Федоровапа Галина Долгова пăру пăхнă çĕртен куçрĕç. Регина Еремеева тата Надежда Моторова пăрăвĕсем талăкне 695, 605 грамм ӳт хушаççĕ. Рамиль Моторовпа Николай Яковлев выльăх пăхакансене тăрăшулăхшăн мухтамалла. Темле пулсан та хуçалăхра выльăх шутне чакармастпăр-ха. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тăрăшса ĕçлетпĕр. Вăл çынсене ĕç парать: витере çитмĕлĕн тăрăшнисĕр пуçне ĕçĕ-хĕлĕ механизаторсем валли те çитет, чылайăн выльăх апатне хатĕрленĕ çĕрте вăй хураççĕ. Ĕç укçине тӳленĕ чухне эпир никама та кӳрентерместпĕр. Кăçалхи нарăс (февраль) уйăхĕнче Чăнлă район администрацийĕпе депутатсен канашĕ вырăнти хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетессине хавхалантарас-пулăш ас шутпа кашни выльăх пăхакана икшер пин тĕллевлĕ укçа уйăрма хушу кăларнă. Пирĕн хуçалăха çулталăкне 750 пин тенке яхăн килмелле».
Кăçал «Волга» хуçалăх МТЗ-1221 çĕнĕ трактор туяннă. Кĕçех иккĕмĕшĕ – МТЗ-1523 – çитмелле. Малашне чĕкĕнтĕр кăларакан тата выльăх апатне пухса кĕртмелли комбайнсем туянма тĕв тунă. Кашни комбайнĕ 15 миллионран йӳнĕ тăмасть. Хуçалăх Ульяновск облаçĕ тата Раççей Федерацийĕ уйăракан субсидисемпе ĕçлет. Федераллă бюджетран фермăра ăратлă ĕнесене тытса тăма 2,5 миллион тенкĕ кĕçех çитмелле. Патшалăх хавхалантарать тăрăшакансене.
-Сĕт сăвăмĕ кăçалхи тăватă уйăхра 5 537 центнера çитрĕ, юлашки вăхăтра кашни ĕнерен вăтамран 300 килограмм сĕт хушса илетпĕр,-терĕ Радик Назымович.-Пĕлтĕрхи пе танлаштарсан аш-какай производстви те ӳсрĕ. Тавах хуçалăх ĕçченĕсене, тăрăшса ĕçленĕшĕн. Пурте вĕсем хĕрӳ вăхăтра тата çинерех тăрса ĕçлемеллине ăнланаççĕ. Кашниех мухтава тивĕçлĕ. Куккурус акса пĕтеретпĕр ĕнтĕ. Халĕ пирĕн пĕр ĕмĕт-тĕллев – аван тухăç илесси. 40 проценчĕ çанталăкран килет пулсан ытти 60 – ял хуçалăх ĕçченĕн вăй-хăватĕнчен. Ку енĕпе пирĕн веçех йĕркеллĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Тутар тата Чăваш Каша ялĕсем.
 
: 972, Хаçат: 22 (1166), Категори: Ака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: