Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ ял хуçалăх министрне пирĕн ентеше Николай Фёдорова çирĕплетнĕ.
Николай Васильевич Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнче 1958 çулта çуралнă. Хусанти патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ. 1980-1982 тата 1985-1989 çулсенче ЧПУра студентсене вĕрентнĕ.
1900-1993 çулсенче вăл Раççей юстици министрĕ пулнă, РФ Патшалăх Думин депутатне суйланнă.
1994 çулта ăна ЧР Президентне суйлаççĕ,1997 çулта – иккĕмĕш хут, 2001 çулта – виççĕмĕш, 2005 çулта РФ Президенчĕ Владимир Путин сĕнĕвĕпе — тăваттăмĕш.
2010 çулхи авăн уйăхĕнчен вăл РФ Федераци Канашĕн членĕ, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕнчен — Европа Канашĕн Парламент Ассамблейин (Страсбург хули) РФ представителĕ пулнă.
2012 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе Николай Васильевича РФ ял хуçалăх министрне çирĕплетнĕ.
 
: 780, Хаçат: 22 (1166), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: