Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ушкăнĕ Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Турхан ялĕнче пулчĕ. Ку ялта палнайсем иккĕмĕш хут. Пĕрремĕш хут артистсем турхансене 5-6 çул каялла хаваслă концертпа савăнтарнăччĕ.
 
Уявăн спонсорĕсем Турханта çуралса ӳснĕ, халĕ Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Анатолий Егоровпа унăн иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ Сергей Терентьев пулчĕç.
Кĕскен çак ял çинчен каласа хăварас килет. Ялта клуб çук. Çурчĕ тăрать, анчах вăл юрăхсăра тухнă. Шкулта та халĕ ача сасси янăрамасть, икĕ çул каялла "оптимизаци" мелĕпе хупăннă. Халĕ ăна клуба çавăрнă. Усламçăсен лавккисемсĕр пуçне ялта урăх нимĕнле учреждени те çук.
Концерт шкул çурчĕн пысăк класĕнче иртрĕ. Ларма тенкел сахал пулнипе çынсем пукансемпе килчĕç. Юлашки 5-6 çул хушшинче кунта артистсем пачах пулман. Çавăнпа та ентешсем чăваш юрри-ташшишĕн тунсăхласа çитни палăрчĕ. Халăх тулса пынă май артистсене çаврăнкалама вырăн та хĕсĕнсех ларчĕ.
Курма килнисем хаваслă юрă-кĕвĕпе ташша ямасăр чăтаймарĕç. Халăх юррисем уйрăмах ватăсен чĕрисене витерчĕç. Пĕлекен юрăсене куççуль витĕр артистсемпе пĕрле шăрантарчĕç. Сехет çурра тăсăлчĕ çак концерт. Клуб ертӳçи Светлана Журавлёва артистсене чĕререн тав турĕ. Курма килнисем кашни артиста килтен татса килнĕ чечек çыххи парнелерĕç.
 
: 958, Хаçат: 22 (1166), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: