Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧĔЛХЕРИ СĂМАХ – ПУРНĂÇ ЙЫВĂÇĔН ТУРАЧĔ
 
«Тагай ял тăрăхĕ» муниципаллă йĕркеленӳри Тагай ялĕнче Хусан Турă амăшĕ турăш ячĕпе хисепленекен чиркӳ 2009 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче тĕпĕ-йĕрĕпе çунса каять. Çывăхри ялсенче пурăнакансен вăйĕпе ăна çĕнĕрен тума тытăнаççĕ. Кăшкарĕ хатĕр темелле. Чиркĕве пĕтĕмĕшле çĕклеме тата пĕр миллион тенке яхăн укçа кирлĕ. Вырăнти тĕн организацине тата чиркӳ прихутне хĕрĕхе те çитмен Иван Владимирович Шапиро – тĕн тĕнчинче Лаврентий иероманах – ертсе пырать. Ун çинчен: «Çилленсен те, хирĕçсен те каçарма пĕлет. Çынсене лайăх-начар çине уйăрмасть. Виçесĕр нумай чăтать, тăрăшать. Хăйĕн пурнăçне хĕрхенмест. Тухнă çулран пăрăнмасть. Аслă Турă умĕнче пирĕншĕн ырă сăмах калать. Ĕненӳпе юрату вутне сӳнтермесĕр çынсене тăрăшса ĕçлеме, килĕштерсе пурăнма вĕрентет», - теççĕ ялта тĕпленсе пурăнакан «Канаш» хаçатпа туслă чăвашсем. Паллашар-ха, эппин, хăйĕн пурнăçне «ăслă пулма чăтăмлăх кирлĕ» принциппа йĕркелесе пыракан Турă çыннипе.
 
Амăшĕ – Людмила Алексеевна – хăй вăхăтĕнче вербовкăпа Тăхăрьял тăрăхĕнчен Кемерово облаçĕнчи Белово хулине куçса кайнă Ложковсен çемйинче 1952 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче çуралнă. Ложковсен çемйи Элшелне таврăнать. Людмила 1970 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухать. Дояркăра ĕçлет.
Ашшĕ – Владимир Михайлович – çар çынни çемйинче 1948 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Владивостокран 19 çухрăмра вырнаçнă Хороль ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шапиросен çемйи Украинăри Донецк облаçĕнче вырнаçнă Мариуполь хулине куçса килет. Владимир профтехучилищĕрен водителе вĕренсе тухать.1968-1970 çулсенче Туркменири Небит-Даг хулинче сывлăшран тапăннинчен хӳтĕлекен çарсен чаçĕнче водитель пулса хĕсметре пулать.
В.И.Ленин 100 çул тултарнă çул Украина çĕршывĕ хăйĕн чи маçтăр водителĕсене Тутар АССРне тыр-пул пуçтарас ĕçре пулăшма ярать. Владимир Шапиро Пăва районĕнчи «Гигант» колхоза çакланать. Тыр-пула пуçтарса пĕтерсен темиçе водителе «Родина» колхоза пулăшма яраççĕ. Кунта вăл Людмилăпа паллашать те ĕнтĕ. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахаççĕ. Украин каччи чăваш хĕрне тăван çĕршывне илсе каять. 1972 çулхи пуш уйăхĕнче çĕнĕ çемье чăмăртанать. Украинăра вĕсен Иванпа Андрей ывăлĕсем çуралаççĕ.
Шапиросем 1978 çулта Ульяновск тăрăхĕнчи Тагай ялне куçса килсе тĕпленеççĕ. 1979 çулта виççĕмĕш ывăлĕ – Алексей, 1984 çулта пĕртен-пĕр хĕрĕ – Надежда çут тĕнчене килеççĕ. Паян аслă ывăлĕсĕр пуçне пурте çемьеллĕ, ачисене çитĕнтереççĕ.
Людмила Алексеевнапа Владимир Михайлович Шапиросем чукун çул тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва каяççĕ.
Аслă ывăлĕн пурнăçне тĕплĕнрех çутатса парар-ха.
Иван 1973 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче Украинăра çут тĕнчене килет. Çемье Чĕмпĕр тăрăхне куçса килсен Ульяновскра вăтам шкул пĕтерет. Токарь-фрезеровщика вĕренсе тухать.1991-93 çулсенче Туркменире пограничник пулать. Хĕсметрен таврăнсан пĕр вăхăт хушши автозаводра фрезеровщикра вăй хурать.
- Пĕррехинче Иван эпĕ хаçат вуласа ларакан пӳлĕме кăкăрĕ çумне турăш тытса кĕчĕ те ман ума чĕркуçленсе ларса: «Аттеçĕм, пехилле мана. Эпĕ арçынсен мăнастирне каятăп», - терĕ. – Эпĕ çак вăхăтра юпа пек хытса тăтăм. Нимĕн калама пĕлместĕп. Аллăм, тута чĕтреççĕ. Пĕр вăхăт çапла тăрсан ывăлăма пехиллемех тиврĕ. Ара, пĕчĕк мар ĕнтĕ, салтакран таврăннă, ĕçлесе курнă, пурнăç тутти-масине астивнĕ ÇЫН тăрать мар-и умăмра? Чăнах та, вăл ытти ачасенчен уйрăлса тăратчĕ: питĕ сăпай, нумай калаçма, сӳпĕлтетме юратмастчĕ, чăтăмлă, хăйне кам-тăр кӳрентернине те пире кăтартман, ĕçчен, хушнине пĕр сăмах каламасăр пурнăçлатчĕ… Анчах тĕн çулĕ çине тăнине вăл пире кăтартман, – каласа парать Владимир Михайлович.
Çапла майпа Иван Мордови Республикин Темников хулинче вырнаçнă арçынсен Санаксар мăнастирне çул тытать. Вăл унăн послушникĕ пулса тăрать. Каярахпа ăна манах пулма пиллеççĕ: Лаврентий ятпа тивĕçтереççĕ.
Лаврентий манах каярахпа Тутар Республикин Высокогорски районĕнчи Семиозёрка ялĕнче вырнаçнă арçынсен мăнастирне куçать. Виçĕ çултан Хусан Владыки священник пулма пил парать. Вăл çав мăнастирте тĕн практикине иртет темелле – кĕлĕсем ирттерет. Пур енчен те маçтăрлăх кăтартнă священник 2002 çулта Ульяновска таврăнать. Прокл Владыка ăна пысăк пĕлтерĕшлĕ те питĕ яваплă ĕç пурнăçлама пиллет: ял лавкки пулнă çуртран чиркӳ тумалла. Çамрăк священник çанă тавăрса ĕçе пуçăнать. Ăна ял, кӳршĕ ял çыннисем пулăшаççĕ. Чи çывăх пулăшаканĕ, прихут старости амăшĕ – Людмила Алексеевна пулса тăрать. Вăл хăçан-тăр бухгалтери курсĕсене пĕтернĕ, дебит-кредит мĕн иккенне пĕлекен çын. Чиркӳ аванах ĕçлеме тытăнать. Унта çӳрекенсен йышĕ те ӳссе пырать. Лаврентий иероманахăн ырă ячĕ таврана сарăлса пырать. Анчах…
2009 çул. Ыран Раштав уявĕ пулмалли кун чиркӳ çунса каять…
Тагайсем тата ун тавра вырнаçнă ялсенче пурăнакансем çанă тавăрса çĕнĕ чиркӳ тума тытăнаççĕ. Çак ĕçе Лаврентий иероманахпа унăн амăшĕ йĕркелесе пыраççĕ. Паян чиркĕвĕн кăшкарĕ хатĕр темелле. Коммуникаци, электроэнерги тытăмĕсене вырнаçтармалла, çурт ăш-чиккине тĕн саккунĕсене пăхăнса ĕçе кĕртмелле, тĕн службине ирттермелли япаласем туянмалла. Вырăнти тĕн организацийĕ, чиркӳ прихучĕ Хусан Турă амăшĕ ячĕллĕ чиркӳ шăпишĕн пăшăрханакансенчен пулăшу кĕтеççĕ. Укçа-тенке мĕнле адреспа, мĕнле счёт çине куçармаллине «Канаш» хаçат маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ (2012 çулхи 18-мĕш номер).
Владимир Михайловичран ачăра – Турă çыннине – мĕнле ятпа чĕнетĕр тесе ыйтсан:
- Килте, çемьере пирĕншĕн вăл – Иван ывăлăмăр. Çынсен умĕнче, паллах – Лаврентий иероманах, Атте, – терĕ.
Çапла, ывăлĕ ашшĕ-амăшĕшĕн, шăллĕсемпе йăмăкĕшĕн, тĕне ĕненекен пин-пин çыншăн Турă ятĕнчен Атте пулса хисепленсе тăни – Турă пиллĕхĕ, сăвапĕ. Лаврентий иероманах çакна питĕ пысăк яваплăхпа ăнланса хăйĕн тивĕçĕсене Турă умĕнче пурнăçлать.
Çакна та палăртса хăвармалла: пулас чиркӳ çуртĕнче вырсарни шкулĕ, хăна çурчĕ, вулавăш, апатланмалли вырăн (трапезная), лавкка, просфор пĕçермелли пӳлĕм пулмалла. «Канаш» хаçатăн18-мĕш номерĕнче пулăшу укçине мĕнле адреспа ярса памаллине пĕлтернĕ хыççăн Василий Дмитриевич Козлов фермер тăрăхри усламçăсене пуçтарса лару-тăрупа паллаштарать, пулăшу аллине пама сĕнет. Хăй чи малтан тĕслĕх кăтартса 20 пин тенкĕ парать.Ун хыççăн Николай Волынщиков 20, Дмитрий Лебедев 20, Юрий Прокопьев 10 пин тенкĕ параççĕ. Владимир Плыгыч шыв пăрăхĕсен тытăмне кĕртсе парать. Ирфан Шарфутдинов йывăç строительство материалĕсемпе тивĕçтерет… Пăр тапранчĕ темелле, анчах пур ĕçсене те вĕçлеме миллион тенкĕ яхăн кирлĕ пулать.
Çак сăваплă ĕçе хутшăнма кăмăл тунисем аяларах çырса кăтартнă адрессенчен пĕринпе укçа-тенкĕ ярса пама пултараççĕ: 1. Получатель – Иван Владимирович Шапиро (с.Тагай, Майнский район, Ульяновская область, Сбербанк России ОАО №4271/00025); счёт – 4230781046910160168 5; Банк-получатель – Ульяновское ОСБ №8588; БИК банка-получателя – 047308602;Кор.счёт – 3010181000000000060 2.
2.Получатель – Людмила Алексеевна Шапиро, счёт – 42307 81000 00200 00041; Банк-получатель – ОАО ГБ «Симбирск» в г.Ульяновске; БИК банка-получателя – 047308811; Кор.счёт – 3010181060000000081 1.
Турăпа пĕрле пулар!
 
 
 
Майна районĕ,
Тагай ялĕ.
 
: 981, Хаçат: 22 (1166), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: