Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçалхи ака уйăхĕнче Шупашкарта тухакан литературăпа культура тата искусство журналĕнче —«Тăван Атăлта» — Чĕмпĕр тăрăхĕнчи «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн çырав-çисен хайлавĕсен пуххи «Чĕмпĕр çути» ятпа пичетленчĕ.
Журналăн номерĕнче Анатоли Ырьятăн «Хаярлăх вăрлăхĕ» повеçĕ, Анатолий Юманăн «Ах, мĕн-ма-ши?» юрри, Валентина Тарават сăввисем, Алексей Ашкеров юптарăвĕсем, Елена Мустаевапа Елена Алексееван калавĕсем кун çути курнă. Чăваш поэчĕсен хайлавĕсене хакласа тишкернĕ статьясем те пур: Николай Ларионов-Йĕлмелĕн «Ухсай тата Чĕмпĕр Ен» тата Юрий Кудаковăн «Юрă ăстипе пĕрле» (пирĕн ентешĕн Анатолий Юманăн юррине пысăк хак парать).
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, «Шевле» литпĕрлешӳ ертӳçи, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Ларионов «И.Я.Яковлев пуçарнă ĕçе малалла тăсатпăр» умсăмах статйинче Чĕмпĕр тăрăхĕнче чăваш литератури аталанăвĕн çул-йĕрне уçса панă. «Чĕмпĕр тăрăхĕнчен паллă çыравçăсем тухнă: чăвашсен пĕрремĕш хĕрарăм сăвăçи Ваççа Аниççи, Ехрем Иванĕ, Курак Иванĕ, Владимир Сатай. Чĕмпĕр чăваш çыравçисем тепĕр хут 1990-мĕш çулсенче «вăранчĕç». 1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Чĕмпĕрте «Канаш» ятлă чăваш хаçачĕ тухма пуçларĕ. Вăл литературăна юратакан çынсене пуçтарчĕ. Çак тапхăрта Чĕмпĕр çыравçисем чылай çитĕнӳ турĕç, 80 ытла кĕнеке кăларчĕç. 2000 çулта «Атăл юрри» журналăн 3-мĕш номерĕ тухрĕ (малтанхи кăларăмсене 1920-1921 çулсенче кăларнă), «Шевле çути» альманах кун çути курчĕ. Халĕ «Шевле» литпĕрлешӳ ларăвĕсен ĕçне РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Анатолий Юманпа Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Алексей Ашкеров, Лаврентий Данилов, Нина Васильева, Валентина Деменкова, Анна Никонорова, Мария Селендеева тата ыттисем хастар хутшăнаççĕ»,-тени пур унта. Журнала пичете хатĕрленĕ вăхăтра эпир юратакан Валентина Васильевна Деменкова куçĕ ĕмĕрлĕхе хупăнчĕ.
Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш çыравçисен пултарулăхĕ иксĕлми. Ăна халалланă номерсем «Тăван Атăлта» малашне те пулĕç-ха.
 
: 874, Хаçат: 22 (1166), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: