Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çураки пĕтĕмлетĕвĕсемпе Ульяновск облаçĕнчи Мелекесс районĕ кăçал пĕрремĕш вырăна тухнă. Кун пирки Акатуя уçнă чухне халăха район администраци пуçлăхĕ Владимир Тигин пĕлтерчĕ.
«Акатуй эс — пĕрлĕх туйĕ, туслăх туйĕ Акатуй»,-шăранать Çĕнĕ Майна çийĕн чăваш юрри. Пысăк савăнăçне вĕсемпе пайлама Димитровград, Чĕмпĕр хулисенчен, кӳршĕллĕ Çĕнĕ Малăкла районĕнчен хăнасем килсе çитнĕ.
Ĕлĕкхи чăваш ялĕпе киленме май пур: районти кашни ял тăрăхĕ хăйĕн музей-çуртне «хăпартнă». Чăвашла тăхăннă хуçисем, вĕсен пуян кĕрекеллĕ хуçалăхĕ.
Кивĕ Сахча, Новосёлки, Лебяжье, Çĕнĕ Майна тата ытти ял тăрăхĕсем Акатуй хăнисене хапăл туса кĕтсе илеççĕ, сăрапа, кукăльпе, çăкăр-тăварпа сăйлаççĕ.
Акатуй «Алран кайми аки-сухи» гимнпа пуçланчĕ. Унтан мĕнпур чăваш вăйă картине тăчĕ. Уяв пуçĕсем: Димитровградри «Савăнăç» юрăпа ташă халăх ансамблĕпе Çĕнĕ Малăклари «Пилеш» фольклор ушкăнĕ (пултарулăх ертӳçи — Ирина Иванюкова), Эврелĕнчи «Телей» ушкăн (пултарулăх ертӳçи – Петр Улюкин). Районти сумлă чăвашсем Акатуй паллине – сухапуç – йăтса тухрĕç. Ĕлĕкхи йăла тăрăх, тыр-пул ăнăçлă пултăр тесе Архангел Михаил ячĕллĕ чиркӳ иерейĕ – Роман атте кĕлĕ вуларĕ.
Сцена çинчи илĕртӳллĕ те çепĕç саслă ертӳçĕ Ирина Иванюкова хаклă хăнасене сцена çине чĕннĕ май тулли çыранлă Çарăмсан юхан шывне, Мелекесс тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене мухтарĕ: «Чыс та мухтав хресчене, çăкăр акса ӳстерекене!»
Нумай ырă сунăм каларĕç сцена çинчен района ертсе пыракан çынсем: Мелекесс районĕн администраци пуçлăхĕ Владимир Тигин, район пуçлăхĕ Александр Кочемазов, Мелекесс район чăвашĕсен ĕçне хастар хутшăнакан Николай Иванов (вăл уяв спонсорĕсенчен пĕри), чылай çул Мелекесс район тилхепине тытса пынă Владимир Чигаков, УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев, «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев, Çĕнĕ Майна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Сутягин.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев Мелекесс район чăвашĕсене хастар, пултаруллă пулнăшăн мухтаса хăварчĕ: районти чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Валентина Киргизова, Николай Иванов, Владимир Чигаков, Петр Князьков вырăнта пысăк ĕç илсе пыраççĕ. Тавах пурне те!» Вăл Мелекесс районĕнчи чăваш хастарĕсене, район администраци пуçлăхне Владимир Тигина наци политикине тĕрĕс илсе пынăшăн Тав çырăвĕсем, парнесем пачĕ. Олег Мустаев хăйĕн сăмахне Петĕр Хусанкай сăввипе пуçларĕ, Мелекесс чăвашĕсене Акатуй ячĕпе чун-чĕринчен саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ. Владимир Чигаков нумаях пулмасть Раççей ял хуçалăх министрне хамăр ентеше Николай Васильевич Фёдорова лартнăшăн савăннине пытармарĕ, ун патне çыру çырма хатĕрленнине пĕлтерчĕ.
Районти ял хуçалăх управлени пуçлăхĕ Евгений Умнов тата Валерий Беспалов фермер çуракинче палăрнă пултаруллă ял ĕçченĕсене чысларĕç. Анатолий Арапов, Виктор Тойгильдин, Алексей Имуллин, Николай Филиппов водительсене, Владимир Маркелов тата ытти механизаторсене Хисеп хучĕсем, парнесем парса хавхалантарчĕç.
Сцена çине умлăн хыçлăн вăрçă ачисем, районти ятлă-сумлă çемьесем тухрĕç. Виктор Пименовпа Мария Большебородована удостоверенисем пачĕç. Кивĕ Сахчаран килнĕ вĕрентӳçĕсене, И.Я.Яковлев уçнă чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Валентинапа Анатолий Садовниковсене ылтăн туйпа саламларĕç. Саламламашкăн Филипповкăран килнĕ Кашкировсен çемйине те йыхăрчĕç. Вĕсем пĕрле 30 çул пурăнаççĕ. Çĕнĕ Майнăри Смолинсен çемйи вунă ачана усрава илнĕ. Вĕсене «Росстрах» пĕрлешӳ директорĕ Мария Никитина улма-çырла сĕткенĕ кăлармалли хатĕр парнелерĕ.
Мелекесс районĕнчи вĕрентӳ пайĕ 50 чăваш шкул ачине хăйнеевĕр парне хатĕрленĕ. Филипповка, Сапаккел, Çĕнĕ Майна тата ытти шкулсенчи отличниксене укçа парса хавхалантарчĕç. Нумай ачаллă çемьесенчи шăпăрлансене шкул валли хатĕр-хĕтĕр туянма сертификатсем пачĕç.
Акатуйра икĕ-виçĕ хутчен те çумăр шĕпĕртетсе кайнине пăхмасăр халăх саланмарĕ, вылярĕ-кулчĕ. Хастаррисем спорт (шахмат, футбол…), «Выля, хут-купăс», такмакçăсен площадкисене хутшăнчĕç. Пурин валли те çарти хир кухни ĕçлерĕ. Кăмăл тăвакансем пурте какайлă салма яшки, хура тул пăтти çиме пултарчĕç. Сцена çинче юрлакан кашни ушкăн валли парне хатĕрленĕ.
Коллективсем юрласа-ташласа килентерчĕç: Димитровградри «Шăпчăксем» (ертӳçи – Светлана Кочнева), Тури Мелекесри «Шевле» (ертӳçи – Александр Абрашков), Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти «Асамат» (ертӳçи – Вера Лепёшкина), Çĕнĕ Майнăри Культура керменĕнчи ача-пăча ушкăнĕсем тата «Савăнăçпа» «Телей» юрăçисем…Шупашкартан «Асамат» шоу-ушкăн килсе çитрĕ.
Акатуй кĕрлесе иртсе кайтăр тесе тăрăшакансем çак сумлă çынсем: Валентина Киргизова, Валерий Сутягин, Ирина Иванюкова, Николай Иванов, Владимир Чигаков, Геннадий Улюкин тата çирĕме яхăн спонсор.
 
: 1065, Хаçат: 22 (1166), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: