Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акатуй – ака пуçĕпе çĕр мăшăрланнине палăртса ирттерекен аслă уяв. Ульяновск облаçĕнче ăна чăваш общественноçĕ 1989 çултанпа çĕнĕрен чĕртсе ярса уявлама пуçларĕ. Унччен уяв облаçăн тĕп хулинче кăна иртнĕ пулсан хальхи вăхăтра – чăвашсем йышлă пурăнакан кашни районтах. Тепĕр çĕнĕлĕх те çуралчĕ – кăçал иккĕмĕш хут область Акатуйĕ Ульяновскра мар, районта иртрĕ. Виçĕмçул Мелекесс районĕнчен Акатуй палли Çинкĕл районне куçрĕ.
Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче область Акатуйĕ Çинкĕл район центрĕнче иртрĕ.
Облаçри 12 район коллективĕ, Ульяновск хулинчи тăватă ансамбль, Чăваш Республикинчи Шăмăршă районĕнчи халăх ансамблĕ пĕр картана тăрса вăйă юрри юрларĕç, уявăн тĕп паллине – сухапуçне сцена умне пырса тăратрĕç. Александр Пешне Акатуй кĕллине каланине куракансем шăп итлерĕç. Район пуçлăхĕ Николай Емельянов Акатуй паллине сцена çине вырнаçтарса тăратрĕ.
Пухăннă çынсене Ульяновск облаçĕнчи искусствăпа культура политикин министрĕ Татьяна Мурдасова, Çинкĕл район пуçлăхĕ Николай Емельянов, район администраци пуçлăхĕ Александр Бердников, УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев, ЧНК вице-президенчĕ Валентин Абрамов саламларĕç.
Татьяна Мурдасова Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ятĕнчен чи хастар ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсене – Çинкĕл районĕнчи Гай ячĕллĕ хуçăлăхăн тĕп агрономне С.Карпова, «Шиловский» хуçалăх трактористне В.Петухова, Ялавăрти Культура керменĕнчи халăх инструменчĕсен ансамблĕн ертӳçине Н. Куруськина, Уличе шкул вĕрентӳçине Л.Краснована тата çак ялти культура ĕçченне Л.Краснована, Димитровградри «Савăнăç» (ертӳçи И.Иванюкова), Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи «Шуçăм» (ертӳçи Р.Кириллов) ансамбльсене, Кĕрешӳ федерацийĕн президентне В.Софронова кĕпĕрнаттăрăн Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Акатуя хатĕрленнĕ çĕрте хастар ĕçленĕшĕн Валентин Абрамов ЧНК Хисеп хучĕпе УОЧНКА председательне Владимир Сваева тата район пуçлăхне Николай Емельянова чысларĕ. Облаçри автономин ĕçтăвкомĕ те уявра хастарсене палăртмасăр хăвармарĕ. Владимир Ильич хастарсене, уява хутшăннă юрă тата ташă ушкăнĕсене Тав хучĕсем пачĕ. Çинкĕл районĕнче малашне те чăвашлăх аталанса пырасса шанса, кăçалхи Акатуя ирттернĕшĕн тав туса район пуçлăхне Николай Емельянова тата район администраци пуçлăхне Александр Бердникова чăваш кĕпи тăхăнтартрĕ.
-Хамăрăн уявсене паллă тума пулăшнăшăн эпир çаплах область правительствине, культура министерствине, усламçăсен «Эртел» ушкăнне чун-чĕререн тав тăватпăр. Малашне те хамăр йăласене манмасăр пурăнасчĕ, - терĕ Владимир Сваев.
Тĕп сцена çинче уява Ульяновскри «Волга» (ертӳçи В.Ионов) ташă ушкăнĕ уçрĕ. Чаплă тумлă хĕрсемпе каччăсем саккăрла çаптарса ташларĕç чăваш ташшине. «Савăнăç» (ертӳçи И.Иванюкова, Димитровград), «Традиция» (ертӳçи В.Ионов, Ульяновск), Уличе шкул ачисен ташăпа юрă ансамблĕ (ертӳçи Е.Краснова), Марта Волынщикова (Майна районĕ, Чӳрекел), Ялавăрти Культура керменĕн ташă ушкăнĕ (ертӳçи П.Конюхова), ачасен халăх ансамблĕ «Шăпчăксем» (ертӳçи С.Кочнева, Димитровград), «Нега» ташă ушкăнĕ (ертӳçи Н.Галискарова, Димитровград), «Хавас» юрă ушкăнĕ (ертӳçи В.Конюхов, Ялавăр), Раиса Никонорова (Ульяновск районĕ, Шумовка), Светлана Рахмановапа Николай Малышев (Ульяновск районĕ, Салмановка), «Эревет» (ертӳçи С.Толстов), «Илем» (ертӳçи А.Чурбанов, Ульяновск), Евгений Шепелев (Çинкĕл районĕ, Уличе), «Шуçăм» (ертӳçи Р.Кириллов, Чăнлă районĕ, Чăвашкасси), «Ахаяс» (ертӳçи Н.Федотова, ЧР, Шăмăршă), «Пилеш» (ертӳçи И.Иванюкова, Çĕнĕ Малăкла), "Çăлкуç" (ертӳçи С.Ерофеева, Вешкайма районĕ, Каркел) Ялавăрти юрă ушкăнĕ (ертӳçи Н.Куруськин), «Телей» (ертӳçи П.Улюкин, Мелекесс районĕ, Эврел) ансамбльсем куракансене чăваш юрри-ташшипе тĕлĕнтерчĕç.
Çинкĕле Раççейри икерчĕ тĕп хули кăна мар, спорт тĕп хули те теме пулать. Тĕслĕхрен, лапталла выляса Çинкĕл команди Раççей чемпионачĕсенче пĕрре кăна пулман. Кĕрешĕвĕн тĕрлĕ мелĕсем те самай анлă сарăлнă кунта. Тен, çавăнпах спорт площадки куракансене чылай пуçтарчĕ. Кĕрешĕве Ульяновск область (тренерĕ Владимир Фёдоров), Ульяновск хулин (Сергей Дмитриев), Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткин (Борис Чернов), Çинкĕл районĕн (Сергей Шубин) ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Арçын ачасем - 30, 35, 40, 45, арçынсем - 60, 70, 80 килограмм виçе категорисенче тупăшрĕç. Пĕрремĕш вырăнсене Артём Петрашкин (Аслă Нагаткин), Виктор Виноградов (Аслă Нагаткин), Александр Александров (Çинкĕл), Турап Тахиров (Çинкĕл), Артём Шубин (Çинкĕл), Павел Фёдоров (Аслă Нагаткин), Алексей Чугунов (Аслă Нагаткин) çĕнсе илчĕç.
Кĕрешĕвĕн тĕп парнине – такана – çĕнсе илессишĕн икĕ спортсмен кĕрешрĕ: Павел Фёдоровпа Алексей Чугунов. «Акатуй паттăрĕ» ята Алексей Чугунов çĕнсе илчĕ.
Ачасем хаваспах тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, такмак калакансем те тупăнчĕç.
Тăрăшса хатĕрленнĕ уява çинкĕлсем. Уйрăмах Ялавăрпа Уличе ял администрацийĕсене палăртмалла. Ялавăр çыннисем, ĕç ветеранĕсем, тава тивĕçлĕ çынсем – Галина Яковлевнапа Иван Фёдорович Овчинниковсем чăвашсен ĕлĕкхи япалисен ятарлă куравне йĕркеленĕ. Авалхи ĕç хатĕрĕсем кăна мар, чăваш куллен усă курнă япаласем те чылай вĕсен.
Мария Леонидовнапа Николай Егорович Куруськинсем сăра вĕретсе килнĕ – хаваспах хăналарĕç. Культура керменĕн ĕçченĕсем – Раиса Бударина, Мария Поручикова, Светлана Ильдейкина чăваш апат-çимĕçĕн куравне йĕркеленĕ. Кăмăл тăвакансем турăх, кукли, хуплу астивсе пăхма пултарчĕç.
Çинкĕл районĕн тĕп вулавăшĕн ĕçченĕсем кашнине хутран тунă «Ырă кăмăл» парнелесе çӳрерĕç.
Çинкĕл – икерчĕ тĕп хули пулнине те палăртрĕç. Ун пысăкăш икерчĕ хам ĕмĕрте çиме мар, курманччĕ те.
 
: 1040, Хаçат: 22 (1166), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: