Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Атте-анне йăлипех
Пурăнар-ха виличченех.
(Эмине).
 
Çут çанталăк саккунне ĕненни те тĕне ĕненнĕ пекех.
(Анатолий Юман).
 
Чăвашкасси – авалхи тĕнпе, йăла-йĕркепе пурăнакан ял. Кунти чăвашсем христианство тĕнне йышăнман.
Сăвар-пăлхарсем çĕр çинчи этемлĕх уçлăхпа, тӳпепе тачă çыхăнура пулнине, пурнăçра пĕтĕмпех хĕвелпе уйăхран, çăлтăрсенчен нумай килнине ĕненнĕ. Вĕсем уçлăха та, тӳпене те чĕрĕ тĕнче тесе шутланă, çут çанталăка турă вырăнне хунă.
 
Пирĕн авалхи йăх-несĕл те çут çанталăка пăхăнса пурăнакан халăх пулнă, çавăнпа яланах çут тĕнчепе килĕшӳре пулма тăрăшнă. Авалхи сăвар-пăлхар йăх-тымарĕсем çут çанталăка сăвап туни пирте упранса юлнă. Эпир çаплах çĕр ĕçĕпе аппаланма килĕштеретпĕр. Хамăр алăпа акса ӳстернĕ çимĕç чуншăн техĕмлĕрех курăнать. Чăвашкассисем çут çанталăк илемне курма-асăрхама пăрахман, илеме тата та нумайлатма, ăна чуна хывма тăрăшатпăр. Пирте пĕрех çут çанталăк ачи пурăнать. Авалхи йăхташăмăрсем пекех çут çанталăка чĕрĕ пек, чунлă пек куратпăр, хаклатпăр. Вăл вара хăй те пире чĕрĕ, чунлă туса тăрать.
Пирĕн – чăваш халăхĕн – хамăра сăварсем тесен тĕрĕсрех пулать пуль, мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен тĕнне сутма килĕшмен. Халăхăн ислам тĕнне куçнă пайне пăлхарсем тенĕ.
Аслă Çимĕк кунĕ масар çинче ваттисене асăнса килсен кивĕ масар çине кайрăмăр. Иртенпех çумăр пĕрĕхсе тăнипе çултан пăрăнса машинăпа нумаях каяймарăмăр, малалла çуранах утрăмăр. Çырма патне çитсен пиртен аслăраххисем кунта ĕлĕкрех чун тухнă вăхăтра тăхăннă кĕписене (вилнĕ çын кĕписене) пăрахнине каларĕç. Çак вырăнтан çынсем хăраса тăнă иккен.
Çырма тарăн пулин те тĕпĕ типĕ. Масар лаптăкĕ сĕре те пысăк. Масарăн пĕр вĕçĕнче йывăç юпа тăрать, тепĕр вĕçĕнче – тепĕр юпа. Унăн пичĕ (ятарласа касса кăларнă) упранса юлнă. Пире Константин Алексеевич Аюгов – Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче ĕçлекен вĕрентӳçĕ – кăтартса çӳрерĕ. Çитсенех Константин Алексеевич пуйăс рельсне татса тунă тимĕр юпа патĕнче чарăнса тăчĕ. «Здесь покоит. Аюгов Салик Х. г.р. 1876 п.1960 4 декаб.»- тесе çырни аванах паллă. Зубилăпа шаккаса çырнă курăнать. Çав тимĕре Çĕпĕртен çартан таврăннă чухне Константин Алексеевичăн аслашшĕ салтак хутаçне чиксе килнĕ иккен. Вилсен лартма тесе тытса тăнă.
Пĕрле килнĕ Нинăпа Лидия тата Валентина Савельевнасем (хĕр чухнехи хушамачĕ – Сидулова) кăшт аяларах тытăнса тăчĕç. Вĕсен амăшĕн тимĕр юпа, ăна кăвак сăрăпа сăрланă. Маларах лартнă Юпи çĕрсе пĕтсен вырăнĕ ан çухалтăр тесе каярахпа лартнă. Ăна хирĕç чул юпана асăрхарăм. «Бикмендеева Эмине» - тесе çырни питĕ те аван сыхланса юлнă. Ку манăн мăн асанне. Чулĕ – шурă çур çаврашка. Ашшĕ ячĕ мĕнле пулнă-ши тесе пăхкаларăм та – паллă мар. Пĕчĕк кĕреçе илнĕ пулсан кăшт чавса пăхнă пулăттăм тесе шухăшларăм. Кайран тин аттепе пĕр тăван пĕчĕк аппаран ыйтса пĕлтĕм те – ĕлĕк ашшĕ ячĕпе чĕнмен, çавăнпа та çырман терĕ. Вăл 1937 çулта вилнĕ иккен. Ениловсен йăхĕнчен тухнă. Ăру пуçĕ Ени пулнă. Ашшĕне Мултиер тесе чĕннĕ, аслашшĕне – Тутиер. Унăн мăшăрĕ Велит пулнă. Кӳршĕри Лидя акка Эминепе çумлах Величĕн те чул юпи пурччĕ пек астăвать. Мĕнле шырасан та мăн асаттен юпи курăнмарĕ. Ольга Абдюшевна аслашшĕ юман юпа пулнă пек астăвать. Апла çĕрсе кайнă ĕнтĕ. «Асанне пуян хĕрĕ пулнă, пуянсем малтанах чул юпасем хатĕрлесе хунă»,-терĕ Мария Михайловна Бикмендеева Эмине пирки.
Ялти шкул арçын ачасем валли кăна пулнă. Хĕрачасен шкулне Кивĕ Улхашра уçнă. Ялтан пĕртен-пĕр хĕрача – Енилова Эмине кăна çӳренĕ. Кун пирки унăн хĕрĕ Велиме каласа панине ас тăвать Мария Михайловна. (Эмине – чăвашсен паллă, пурте пĕлекен юрăçи.)
Пирĕн ăратнери вил тăприсенчен темиçе метрта тимĕр юпа пур: «Юманова Х.Я. р. 1907» – Хĕрпик, Сидуловасен кукамăшĕ.
Бикмендеевсемпе Сидуловсене çумлă пытарнин тупсăмĕ çакăнта: Бикмендеевсем, Сидуловсем, Симулинсем, Имулинсем пĕр йăхран. Ăру пуçĕ Тиняха пулнă. Тиняххан ачисем: Тимушкапа Симушка. Тимушкан ачисем: Битул, Сидул. Симушкан ачисем: Имулла тата Симулла. Битулăн ачи – Пикментей. Пикментей таврашĕсем авалхи чăваш тĕнне çирĕп тытса пынă. 1851 çулта Чăвашкасси çыннисене ирĕксĕрлетсе христианство тĕнне йышăнтарнă пулнă. Чăвашсене пĕвене хăваласа кĕртсе шыва кĕртнĕ. Çавăн чух ватă Пикментей тӳресенчен тăпрас çумне хĕсĕнсе пытанса юлнă. «Акă манăн мăн асатте Пикментей йăваш пулнă теççĕ. Вăл хăйĕн вăйĕпе палăрса тăнă…пĕр айсарăмне (улăм ури) вĕрен хурса çыхнă та йăтса кайнă.» (М.М. Бикмендеева). Унăн мăшăрĕ Тăваньелĕнчен, мишер хĕрĕ пулнă.
Пирвайхи шкул аслă пралукра (тăкăрлăкра) ларнă. Унта хуралçă пулса Пикментей ĕçленĕ (Велиме мăнукĕ каласа панинчен).
«Мăн асатте ашшĕ-амăш хăйсен тĕнĕпех юлас тесе пилĕк тенкĕлĕх пăри сутса пупа панă. Пĕр пăт пăри çур пус тăнă»,-аса илет О.А.Бикмендеева. Кивĕ масар çине лашапа çӳренĕ, вăрăмкка кӳлсе кайнă. «Пикментей Çимĕк кунĕ масар çине кайман, виçĕ хутчен мунча кĕрсе тухнă. Ваттисене асăнма кайнисем килнĕ çĕре вилсе те выртнă. Ăна çав кунах пытарнă. Вилес умĕн вăл тăванĕсене пехиллесе хăварнă»,-каласа парать Миккалай тете.
«Пикментей ывăлĕ Велит хĕсĕк çĕр çинчех çуллен тухăçлă тыр-пул çитĕнтернĕ. Хăш çул мĕнле тырă пулассине вăл тӳпери çăлтăрсем епле куçса пынине, Элкер çăлтăр Уйăхăн хăш енĕпе иртнине сăнаса тĕшмĕртнĕ иккен. Калхус йĕркеленнĕ вăхăтра кăçал пăри пулмасть, пăри акмалла мар тесе асăрхаттарнă пирĕн асатте агронома. Çамрăк специалист итлемен, тăрăхласа кулма та пăхнă. Пăри çав çул чăнах та пулман: часах шăрăх кунсем пуçланнă, пĕрчĕсем пĕрĕнсе, вĕтĕленсе ларнă. Çак ăслă асаттен сăнĕ тĕп килте халĕ те хисеплĕ вырăнта çакăнса тăрать. Пашалу Улатимĕрĕ ăна çуллă сăрăпа пир çине ӳкернĕ»,-вулатăп Мария Михайловна кĕнеки çинче.
«Чăвашкасси» кĕнекине кунĕн-çĕрĕн ывăнма пĕлмесĕр тенĕ пек сатур ĕçленĕ, ял пурнăçне малалла аталантарма тăрăшнă Пикментей Велитне кĕртнĕ. Велит тырă сăвăрса тасатмалли сортировка туяннă. Çапла майпа уй-хир ĕçне çăмăллатнă. Ялта пĕрлешӳллĕ хуçалăх йĕркелеме пуçласан Велитăн лашисене, ытти выльăх-чĕрлĕхне илсе каяççĕ, кĕлечĕсемпе витисене тустарса колхозра икĕ гараж лартса хураççĕ. Кĕлет пĕренисем шултра та çирĕп пулнă. Паян та хуралтă ( малтанхи çулсенче колхоз выльăхĕсем валли тунă изолятор çурт) харпăр хуçалăхĕнче тăрать.
Вăтăр çул хушшинче темиçе хутчен сӳтсе купаласа хунă Велит кĕлечĕ колхозра чĕкĕнтĕр пĕçерсе, шыв ăшăтса тăнă запарка çурчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 60-çулĕсенче çунса каять.
Велитăн аслă ывăлĕ Велюш, ун хыççăнхи Ментюш пĕрремĕш тĕнче вăрçи хускалсан «пĕр яшкапа» хăйсен лашисене йĕнерлесе фронта тухса кайнă. Велюш вăрçăран аманса таврăннă. Ӳпкине хĕç-пăшал ванчăкĕ (осколок) лекнĕ. Нумай чирлесе выртнă хыççăн вилсе кайнă. Шăллĕ Ментюш контузипе таврăннă. Велюшăн ывăлĕ Миххал, аслашшĕ-асламăшĕпе ӳснĕскер, тĕнче курма тухса кайнă (аслашшĕ ярасшăн пулман), унтах вĕренсе тухнă. Унтанах вăрçа илсе кайнă. Миххал тете тăван килне таврăнайман. Çарта пысăк звани панине те хут ярса парсан кăна пĕлнĕ тăванĕсем. Велитăн тата Велиме хĕрĕ пулнă, кĕçĕнни – Калиме.
Аслă ывăлĕ Велюш лăпкă та ăслă çын пулнă. Тăванĕсем хушшинче ырă ят хăварнă. Велитпа пĕртăванĕ выçлăх çул Çĕпĕре тухса кайнă, çавăнтах юлнă. Унăн мăнукĕсем яла курма килсе кайнă. Тĕп килтен – Эптюш çуртĕнчен – асăнмалăх аслашшĕн мĕлкисене илсе кайнă. Тĕрленĕ явлăксем, пĕрнеллĕ çăм чăлха парса янă кунти тăванĕсем Кемĕр облаçне.
Велитăн виççĕмĕш ывăлĕ Эптюш иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннă, Ульяновскри Володарский ячĕллĕ заводра вахтёр пулса 1945 çулăн чӳк уйăхĕччен ĕçленĕ. Çулталăк çурă хушшинче асанне – Праски – тăхăр хутчен çуранах, хĕлле çунапа апат-çимĕç, ытларах çĕр улми леçсе панă. «Яла пуçласа яракансем Хăвай тата Кусар ялĕнчен тесе калатчĕ атте», - аса илет унăн хĕрĕ Улька. «Кукка ял историне, йăли-йĕркине аван пĕлетчĕ те çав, мĕншĕн вăхăтĕнче тимлĕрех итлесе ларман-ши вăл каласа панисене, çырса хумалла пулнă, - ӳкĕнет Миккалай тете. - Çĕнĕ масар çинче ытти ватăсемпе пĕрле хăш ăратнене ăçта пытармаллине кăтартса çӳрерĕ».
Çимĕк – çĕр çинчи этемĕн чи авалхи уявĕсенчен пĕри. Чăваш халăхĕ ăна Çинçе хыççăн виç кунран ирттернĕ. Çинçе – сĕм авалхи чăвашсен Çĕр амăшне халалланă уявĕ. Çимĕк умĕн мунчара çăвăннă. Çĕнĕ кĕпе тăхăннă, апат-çимĕç – сăра, кукăль, икерчĕ, сăрланă çăмарта – хатĕрленĕ. Тепĕр кунне масар çине кайса ваттисене асăнса ирттернĕ. Кĕлтунă хыççăн вилнисене асăнса килĕсене каяççĕ. Унта хăнасем пуçтарăнаççĕ, сăйланаççĕ, юрлаççĕ, кăштах ташлаççĕ. Чăвашкассисем Çимĕке халĕ те сĕм авалхи пекех кĕçнерникун ирттереççĕ.
Масар çинче ăратни – ăратнипе хăйсен тăванĕсен вилтăприсем çине пырса асăнаççĕ. Кашни йăх-несĕл хăйсен çыннисене масар çине пĕр çĕрелле пытарать, çавăнпа та Çимĕкре пĕртăвансем уйрăммăн, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса лараççĕ. Апат-çимĕçе çĕр çине хурса асăнаççĕ. Çимĕçпе пĕрле симĕс сухан хурса, эрех-сăрине тăкса хăвараççĕ.
Бикмендеевсемпе Сидуловсенчен аяларах – Кивĕ Улхаш еннерех – ĕлĕкрех кӳлĕ пулнă. Масар варринче тăрăхла капашлă пысăк чул çине «1867» тесе çырни кăна паллă. Унпа юнашар тăваткал чул çинче «Сайдяшев» тени пур. Урăх нимĕн те юлман. Юнашар тăрăхла çаврака чул юпа çинче «год 1884 Сайдяшев И» (Ильмук пулмалла) вулама пулать. Юпа çумĕнче нумаях пулмасть кĕреçепе чавнă вырăнсем пур. Мĕншĕнне ăнланмарăм.
Икĕ йывăç юпа пичĕсемпе Хĕвелтухăçнелле пăхса тăраççĕ. Чăваш тĕнĕн турри хĕвелте, çут çантăлăкра пулнă. Чи пĕлтерĕшли пурнăçпа çыхăннă. Хĕвелтухăçĕнчен пурнăç пуçланать. Çут çанталăк тĕнĕпе пурăнакан чăваш тĕнчере турăсемпе чĕрĕ çынсем хушшинче çак пурнăçран уйрăлса кайнисене – ваттисене – уйрăмах хисеп тăвать. Турăсене çеç мар, ваттисене тем пек ĕненнĕ.
Кивĕ масар çине 1961 çулччен пытарнă. Авалхи масара «крещĕнсене» пытарман, вĕсем кӳршĕ ялсенче канăç тупнă. Кивĕ масар çинче тата та чулсем выртаççĕ, анчах та вĕсем ванса пĕтнĕ. Темиçе çул маларах кăна-ха нумайăшĕ чиперех пулнă. «Пĕр вăхăт карта та тытасшăн пулнă»,-аса илет Родион Кириллов. «Кивĕ Улхаш çыннисене темиçе хутчен те асăрхаттарнă – çавах выльăх-чĕрлĕхне кĕртеççĕ. Кĕтӳ çӳренипе вилтăприсем таптанаççĕ. Çавсен ĕнисемех чул юпасене ватса пĕтернĕ те»,-тарăхать Миккалай тете. Ку пирĕншĕн таса та сăваплă вырăн. Çакăн пек палăк облаçĕпе те иккĕ кăна – тепри Мелекесс районĕнче.
Мĕнле кăна курăк, чечек çук кунта: унччен ниçта та курман шурă, сарă, кĕрен тĕслисем. Вĕсен хушшинче шап-шурă чул юпасем. Манăн мăн асаннен – Эминен – вилтăпри çинче чул-палăк сыхланса юлни тĕлĕнтерчĕ. Мĕнле чул-ши вăл, ăçтан тупнă ĕлĕк çакăн пек çирĕп япалана? Ку ыйтупа интереслентĕм, ватăсене тĕпчерĕм. «Арман чулĕ вăл»,-тенине пĕр таврапĕлӳçĕ кĕнекинче вуласа пĕлтĕм. Ялта виçĕ çил арманĕ, аптиркка пулнă. Чулĕсем юрăхсăра тухсан çурмалла касса масар юписем тунă. Ватă çынсем вĕсене маларах хатĕрлесе хунă. Петрпа Владимир Узалуковсем хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ художниксем пулнă. Масар чулĕсем çине çавсем çырма пултарнă. Тата ĕлĕкрех пысăк чулсене Сатуркка çырминчен кӳнĕ (Р. Кириллов). Унтан инçех те мар, Йĕлмел çырмисенче, курăнкаланă. Çырмара паян пысăк чулсем курăнмаççĕ. Вĕсем çĕр айне «пытанаççĕ» е «тухаççĕ».
Н.В.Аюгов каласа пани – чи тĕрĕсси пулас. Йывăр чулсене Çинкĕл районĕнчи Артюхин (Артюшкино) ялĕнчен илсе килнĕ. Çав ялтан инçех те мар – Тереньга районне кĕрекен Скрипински Кучуры вырăнĕнче (урочище) арман чулĕсем касса кăларнă тенине маларах та вуланăччĕ. Чи лайăх чул çут çанталăкăн чăмăр чулĕ – монолит (цельная каменная глыба). Ăна тарăн çĕр айĕнчен чавса кăлармалла пулнă. Вăл кварцпа хăйăр ирĕлсе хутшăннă питĕ те хытă япала, ăна маçтăрсем ятарлă тимĕр инструментсемпе кăна касса кăларнă. Арман чулĕсене çавăнтан кăна илсе килме пултарнă. Чăвашкасси чăвашĕсен авалтан пыракан хăйнеевĕрлĕ йăли-йĕрки чылайăшне кăсăклантарать. Кунта Германи, Венгри, Турци журналисчĕсем киле-киле кайнă.
 
 
Сăр районĕ,
Архангельски ялĕ.
 
: 1016, Хаçат: 22 (1166), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: