Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче пирĕн регионта Отличниксен кунне паллă тăваççĕ. Çак кун облаçри пур отличниксем Ульяновска пухăнаççĕ.
Вĕренӳ çулне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа вĕсене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Марина Яковлева саламланă.
-Пирĕн облаçра отличниксем çулсерен нумайланса пыни савăнтарать. Пĕлтĕр вĕсен шучĕ 7 пин ытларах пулнă пулсан кăçал 8,5 пине яхăн. Çакă ачасем вĕренӳ çине урăхларах пăхма тытăннине пĕлтерет. Çамрăксем пĕлӳ малашнехи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланаççĕ. Регионта пултаруллă ачасене пулăшмалли программа ĕçлет, - тенĕ кĕпĕрнаттăр.
Иртнĕ çултан пуçласа Ульяновск облаçĕнче вĕренӳ отличникĕсене, пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене уйăхсерен 400 тенкĕ стипенди пама йышăннă. Шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернисене 500 тенкĕ, ылтăн медаль илнисене 1000 тенкĕ преми параççĕ.
Апат-çимĕç хакĕсем чакнă
Раççей Федерацинчи регионсен хушшинче Ульяновск облаçĕ апат-çимĕç пуххин чи пĕчĕк виçин хакĕпе 12-мĕш вырăнта тăрать. Ун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ларура каланă. Пухăннисем регионти хаксем пирки калаçнă.
Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ уйăхра мĕнпур апат-çимĕç хакĕсем чакнă: аш-пăш – 0,5 процент, çу – 1,9, сĕт-турăх – 0,4, çăмарта – 7,9, çăкăр – 0,2, тулă çăнăхĕ – 2,5, макарон –0,6, кĕрпе тата пăрçа йышшисем—3,8, улма-çырла тата цитрус – 6. Ака уйăхĕнче çĕр улми тата пахча çимĕç хакĕсем кăштах ӳснĕ. Ку 2012 çулта туса илнĕ çĕнĕ тухăç сутăнма тытăннипе çыхăннă.
ШКУЛА Кайма пулăш
Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçра йăлана кĕнĕ «Помоги собраться в школу» тăвăм тытăннине пĕлтернĕ. Унăн тĕллевĕ – сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесенче ӳсекен ачасене шкул хатĕрĕсемпе тивĕçтересси.
-Ку ĕç пирĕн регионта саккăрмĕш хут иртет. Çав хушăра эпир 150 миллион тенкĕ укçа пухрăмăр, 120 пин ачана çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлеме пулăшрăмăр. Кăçал пирĕн 24 миллион тенкĕ укçа пуçтармалла. Пурте вăй хурсан çак ĕçе пурнăçа кĕртме пулать,- тенĕ кĕпĕрнаттăр пулăшу аллине тăсакан усламçăсене, ахаль çынсене тав туса.
Çĕртмен 1-мĕшĕнче вăл пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекенсене парнесем панă. Мероприятие 400 çынна яхăн хутшăннă. Тăвăм уçнă ятпа асфальт çинче ӳкерессипе çамрăк художниксен конкурсĕ, тĕрлĕ вăйăсем иртнĕ.
Поэзи уявĕ
Çĕртмен 3-мĕшĕнче Карсун районĕнчи Языково ялĕнче Пушкина халалласа поэзи уявĕ иртнĕ. 44-мĕш уява облаçри поэтсемпе писательсем тата район çыннисем хутшăннă.
Пухăннисене Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр саламланă, поэзи вучахне тытса пыракансене, çамрăк поэтсене ӳстерес ĕçре тăрăшакансене тав тунă, «Друзья по вдохновению» литература конкурсĕн çĕнтерӳçисене наградăланă.
Çак конкурс 2005 çултанпах пырать. Унта çулсерен çĕршер поэт хутшăнать. Курма пыракансене артистсем юрă-ташăпа савăнтараççĕ, облаçри вулавăшсем кĕнекесен куравне йĕркелеççĕ, ал ăстисем, ӳнер шкулĕнче вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсене кăтартаççĕ.
 
: 911, Хаçат: 23 (1167), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: