Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекел шкулĕнче вĕренекенсен хайлавĕсенчен, шкулта чăваш чĕлхине илсе пыракан Лидия Ярославская вĕрентӳçĕ каласа панинчен, çакăнта ĕçлесе пурăнакан ентешĕн – Юрий Николаевич ВОЛЫНЩИКОВ усламçăн ырă ĕçĕсем çинчен сахал мар илтнĕ.
Хăйне вара ака уйăхĕнче Чăваш чĕлхи кунĕнче куртăмăр. Вăл çак уява ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшнă.
 
Хăй каланă тăрăх, ялти шкул уншăн иккĕмĕш кил пекех. Вăл кунта вăтам пĕлӳ илнĕ. Ульяновскри автомеханика техникумне, унтан Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн физкультура воспитанийĕ тата спорт факультетне пĕтернĕ хыççăн тăван шкулне вĕрентӳçĕ пулса таврăннă. Пилĕк çул ачасене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă, спорта юратма вĕрентнĕ. Халĕ вăл услам ĕçĕпе аппаланать.
-Ял халăхĕнчен аш-пăш туянса сутас ĕçе эпĕ рынок тытăмĕ вăй илме пуçласан йĕркелесе ятăм. Ял çыннине килти хуçалăхра ӳстернĕ выльăх-чĕрлĕхне сутса вырнаçтарма питĕ хĕн. Чылайăшĕн урăх нимĕнле те укçа ĕçлесе илме май çук. Çавăнпа аш-пăшне мана сутса пама ыйтатчĕç. Çапла эпĕ пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн услам авăрне кĕтĕм. Мăшăр та мана пулăшса пырать. Хулара икĕ лавкка уçрăмăр. Сутуçăсене тытатпăр, – каласа парать вăл.
Наталья Ивановна та чӳрекелсемех. Туслă мăшăр икĕ чиперкке ӳстерет. Марта кăçал 10-мĕш класс пĕтерет. Вăтам пĕлӳ илсен Ульяновскри патшалăх университетне вĕренме кĕме ĕмĕтленет. Вăл юрра-ташша ăста. Шкулти пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Кăçал ашшĕ-амăшĕ ăна Шупашкартан чăваш тĕрриллĕ илемлĕ кĕпе тата тухья туянса панă. Чăваш чĕлхи уявĕнче ăна пăхса ытарма çукчĕ.
Алёна 5-мĕш класс пĕтерет. Унăн та ĕмĕчĕсем пысăк. Ашшĕ каланă тăрăх, унран лайăх ача-пăча тухтăрĕ пулма пултарать. Икĕ хĕрĕпе те мухтанмалăх пур. Иккĕшĕ те Ульяновскри «Терминал Моделс» модель агентствине çӳреççĕ. Вĕсене хулана ашшĕпе амăшĕ машинапа илсе çӳреççĕ. Офицерсен çуртĕнче иртнĕ облаçри конкурсра Марта «Мисс талант», Алёна «Мисс народная красавица» номинацисенче палăрнă. Вĕренӳре те малтисен ретĕнче Волынщиковасем. Вĕсен хайлавĕсем «Канаш» хаçатра час-часах пичетленеççĕ. Шкулти, районти олимпиадăсенче те вĕсен ячĕсем çĕнтерӳçĕсен хушшинче. Ачисем çапла пур енлĕ аталаннинче ашшĕ-амăшĕн тӳпи калама çук пысăк.
-Шкулта вĕреннĕ чухне хĕрсем мĕнпурне хăнăхчăр тетпĕр, кайран хăйсенех кирлĕ пулать,- тет ашшĕ хĕрĕ сцена çинче юрланине пăхса киленнĕ май.
Юрий Николаевичпа мăшăрĕ вунă çула яхăн ыркăмăллăх ĕçне туса пыраççĕ. Уйрăмах тăван шкулне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕренекенсене ăçта та пулин илсе каймалла-и, пысăк мероприяти ирттермелле-и е укçа-тенкĕпе пулăшмалла-и – вĕсем яланах хатĕр.
-Мĕн хистет сире çапла ыттисене пулăшма?- ыйтрăм çемье пуçĕнчен. - Тепри пĕр пусне те ахаль тăкмасть: чаплăран та чаплă çурт лартать, хăйĕн пуянлăхне ӳстерет, укçине банка хурса пырать. Ун пек çынсене сахал мар курнă. Вĕсенчен хĕллехи кун юр та ыйтса илейместĕн…
- Манăн ачалăх çăмăл пулман. Эпир тăваттăн çуралса ӳснĕ. Атте эпĕ пилĕк çулта чухнех (1976 çулта) çĕре кĕчĕ. Кĕçĕнни иккĕре кăначчĕ-ха. Пире анне питĕ нушаллă ӳстерчĕ. Эпир ăна тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшаттăмăр, лайăх паллăсемпе вĕренсе савăнтараттăмăр. Анне пурне те аслă пĕлӳ пачĕ, туй туса мăшăрлантарчĕ. Халĕ вăл 81 çулпа пырать ĕнтĕ. Пирĕнпе пурăнать. Эпĕ нуша кулачин тутине питĕ лайăх пĕлетĕп. Çавăнпа йывăрлăха лекнĕ çынна хаваспах пулăшатăп. Ял çыннин пахчине сухаламалла-и е машинапа мĕн-тĕр кӳрсе памалла-и – тархасшăн. Халăх тав туни темĕнрен те хаклă. Укçа вăл – килет те каять. Усăллă кайни пирĕншĕн те, ыттисемшĕн те савăнăç.
Кăçал шкулта ăшăтмалли пăрăхсене çĕнетесшĕн. Пирĕн ялта çут çанталăк газĕ çук. Шкула кăмрăкпа хутаççĕ. Котельнăйран килекен пăрăхсен çулĕ вăрăм пулнипе ăшă нумай çухалать. Эпĕ çĕнĕ пăрăхсем туянса кĕскерех çулпа ярасшăн. Ун пек тусан шкулта ăшăрах пулĕ, – тет Юрий Николаевич.
-Пирĕн ялта çакăн пек уçă кăмăллă, ырă ĕç тума укçи-тенкине хĕрхенмен çын пулни чăн телей. Юрий Николаевичпа мăшăрне чи ăшă сăмахсем каласа тав тăвас килет. Ырă туни ырăпах таврăнтăр. Сывлăхĕсем пулччăр,- терĕç уява килнĕ çынсем ентешне хаçат урлă та тав тума ыйтса.
 
Майна районĕ.
 
: 1011, Хаçат: 23 (1167), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: