Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Октябрьски посёлокĕнчи лицейра облаçри Национальноçсен канашĕ иртрĕ. Ăна Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ.
Чи малтан Ульяновскра сентябрĕн 8-мĕшĕнче пуçласа «Россия – российские немцы – Германия» 2-мĕш пысăк пуху ирттерес ыйтăва сӳтсе яврĕç.
-Область правительстви нацисен хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес тĕллевпе мероприятисен анлă планне пурнăçа кĕртет, – терĕ Сергей Иванович. – Наци уявĕсем ирттерни халăхсен хушшинче килĕшӳ çуратать тата пĕр-пĕрин культурипе, йăли-йĕркипе паллашма май парать.
Пĕрремĕш ыйтупа çаплах кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ Татьяна Кириллова, искусствăпа культура политикин министрĕ Татьяна Мурдасова тата Ульяновск облаçĕнчи нимĕçсен наципе культура автономийĕн ертӳçи Ирина Самойлова калаçрĕç. Вĕсем Иккĕмĕш Елизавета патша 250 çул каялла ют çĕршыв çыннисене , çав шутра нимĕçсене те, Раççее ирĕклĕ килсе тĕпленме май панине, кăçалхи уява çакна халалланине палăртрĕç.
Пухăва пысăк усламçăсем, ăсчахсем, культура çыннисем хутшăнĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç. Çакăн хыççăн Ульяновск облаçне аталантарма ют çĕршыв предприятийĕсем укçа-тенкĕ хывас шанчăк пысăк пулĕ.
Çаплах пирĕн облаçра çитес çул тăванлашнă хуласен конференцийĕ иртмелле. Унта та ют çĕршывран нумай хăна килсе çитмелле. Ыйтупа Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова, правительство председателĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Пинков, кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ Татьяна Ившина сăмах илчĕç, ун валли хатĕрленме план тăвас пирки сӳтсе яврĕç.
Виççĕмĕш ыйту – 2013 çулта Ульяновскра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине анлăн уявласси. Кун пирки УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев каласа пачĕ. Кăçал автономи вăйĕпе пĕрремĕш хут «Яковлев вулавĕсем» ирттернĕ. Унта ытти регионти ăсчахсем, культура çыннисем хутшăннă.
-Уяв валли пирĕн И.Я.Яковлев музей-çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче юсав ĕçĕсем ирттермелле, унта Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисен çинчен калакан курав вырнаçтармалла. Ун пек тума регион пуçлăхĕсен пулăшăвĕ кирлĕ. Эпир хамăр енчен мĕн тумаллине веçех пурнăçлăпăр. Чăваш культурин патриархĕн юбилейне кăçалхинчен лайăхрах – тĕнче шайĕнче — ирттерме те патшалăх пулăшасса шанатпăр. Çывăх вăхăтра Мускаври чăвашсен федераллă автономин тата Чăваш наци конгресĕн ертӳçисемпе çыхăнса ку ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме пуçлăпăр, - терĕ Владимир Ильич.
Ку ыйтупа вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Федосия Улендеева та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.
Кĕпĕрнаттăр çывăх вăхăтрах юбилей валли йĕркелӳ комитечĕ тума, уява чыслăн ирттерме шантарчĕ.
 
: 977, Хаçат: 23 (1167), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: