Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 28-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен Ульяновскри Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центр çумĕнче йĕркеленнĕ чăваш ачисен ташă ансамблĕ «Вут куçĕ» («Огонёк») (ертӳçи – Светлана Чернова) тата 12-мĕш номерлĕ ачасен ӳнер шкулĕнчи «Милана» хореографи ансамблĕ Пĕтĕм тĕнчери «Цветущая Чехия-2012» ăмăрту-фестивале хутшăнчĕç.
Хамăр ташăсене эпир икĕ номинацире тăратрăмăр: чăваш ансамблĕ халăхпа сцена ташшине кăтартрĕ, «Милана» — классика ташшине. Иккĕшĕнпе те малти вырăнсене йышăнтăмăр, II-мĕш степеньлĕ дипломантсем пултăмăр. Конкурса пурĕ 100 ытла ташă коллективĕ хутшăннине, çав шутран 15-шĕ çеç призлă вырăнсене йышăннине шута илсен пирĕншĕн ку чăн-чăн çĕнтерӳ.
«Милана» ташă ушкăнне йĕркеленĕренпе икĕ çул çеç иртнĕ-ха, çапах та вĕсем киленсех чăваш ташшисене те вĕренеççĕ. Эпир хамăрпа пĕрле икĕ чăваш, икĕ вырăс классика ташшине илсе кайрăмăр. Ĕлĕк-авалхи пĕр легенда тăрăх лартнă «Кайăксем» тата «Пилеш» чăваш ташшисем жюри членĕсене те тыткăнларĕç, уйрăмах ытти ансамбльсен ертӳçисемпе хутшăнакансене кăсăклантарчĕç.
Гала-концерта валли пиртен «Цветы для Праги» тата «Пилеш» ташăсене суйласа илчĕç. Пурĕ тăхăр ача – чăвашсен ушкăнĕнчен пиллĕкĕн тата вырăссеннинчен тăваттăн – «Вут куçĕ» ан-самбльшĕн те, «Миланăшăн» та ташларĕ.
Эпир Шенген килĕшĕвĕ тунă çĕршывсенче пуçласа пултăмăр. Çапла майпа ăмăртăва хутшăннисĕр пуçне тата Польшăран Европа тăрăх йĕркеленĕ тура тухса кайрăмăр. Австрире, Чехире, Германире пулса Краков, Теплице, Прага, Дрезден, Берлин хулисенчи чи илемлĕ вырăнсене куртăмăр.
Кун пек çулçӳревсем ачасене питĕ кирлĕ. Вĕсем çамрăксенче патриотла туйăм çуратаççĕ, хăйсен халăхне юратма, хаклама, ытти нацисен йăли-йĕркипе танлаштарма вĕрентеççĕ. Чĕмпĕр Енре 100 ытла халăх çынни пурăнать. Çак туслă çыхăнура чăвашсем тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Кăшăлти пĕр илемлĕ чечекĕ – эпир. Ачаранах чăваш ташши-юррине вĕрентни — питĕ паха. Хамăр культурăна хакласчĕ, хисеплесчĕ.
Çулçӳреве йĕркелеме пулăшнă ырă вырăс хĕрарăмне – 12-мĕш номерлĕ ача-пăча ӳнер шкулĕн директорне В.И. Проскуринана – тав сăмахĕ каласшăн. Вăл «Вут куçĕ» ансамбль валли путёвка туянма 33 пин тенкĕ тата чăваш ансамблĕнчи кашни ача валли вуншар пин çурă укçа тупма пулăшрĕ. Чăваш усламçисене вара эпĕ малашне пултаруллă ачасемпе яш-кĕрĕм валли укçăра ан шеллĕр тейĕттĕм.
 
: 857, Хаçат: 23 (1167), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: