Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри «Шăпчăксем» юрă ушкăнне чăваш юрри-ташшине кăмăллакансем аван пĕлеççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи хĕрачасем чăваш тĕнчине сакăр çул хаваслă юрăсемпе савăнтараççĕ. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ – Светлана Кочнева. Вăл 1-мĕш номерлĕ ӳнер шкулĕнче хор уйрăмне ертсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем тахçанах шкул пĕтерсе тĕрлĕ çĕре сапаланнă пулин те чăваш юррисене юратсах юрлаççĕ.
Шăпчăксем çу уйăхĕнче Мускава çитсе килнĕ. Унта пĕр харăс икĕ пысăк конкурс иртнĕ. Пĕрремĕшĕ — «Звуки и краски столицы» ятпа. Ачасен пултарулăхне Мускав тата Санкт-Петербург хулисенчен килнĕ специалистсем хакланă.
Ушкăнра кĕçĕннисемпе аслă ӳсĕмри хĕрсем юрланă. Вăл шутра халĕ Самарти культурăпа искусство академин студентки Елена Маркелова, Обнинскри радиологи медицинине алла илекен Наталья Храмина, Мускавра аслă пĕлӳ илекен Яна Манурина пулчĕç. Çак хĕрсене чăваш юрри çывăхлантарнă.
-Пире çичĕ минут уйăрчĕç. Сцена çине «Тăван ял» юрăпа тухсан кăсăклă япала пулса иртрĕ. Жюри членĕнчен пĕри мана карас телефонĕпе шăнкăравласа пирĕн ушкăна гала-концерта хутшăнма ыйтрĕ.
Иккĕмĕш номер попурри пулчĕ. Хĕрсем кунта тĕрлĕ жанрлă юрăсем шăрантарчĕç. Юрăсем хушшинче чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем вуларĕç. Çапла эпир 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕмĕр. Анастасия Федотова «Народное пение» номинацие хутшăнса вырăс халăх юррисемпе тĕлĕнтерчĕ. Эпĕ вăл çухалса каясран питĕ шиклентĕм. Вăл çакăн пек пысăк сцена çинче пĕрремĕш хут пĕччен юрлать вĕт-ха…Анастасия мана савăнтарчĕ: хăйне чăн-чăн артист пек тыткаларĕ. Çичĕ çул хушшинче сценăна хăнăхнине, пултарулăхĕ тивĕçлĕ шайра пулнине çирĕплетрĕ. Вăл та 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕ. Пирĕнпе пĕрле тутар ушкăнĕн солисчĕсем те пынăччĕ. Вуннăмĕш класра вĕренекен Илюзя Валиуллова авалхи тутар халăх юррисемпе çав наградăнах тивĕçрĕ. Çаплах Алине Загидулинан пултарулăхне те жюри пысăк хак пачĕ, 2-мĕш степеньлĕ диплом парса чысларĕ,- каласа пачĕ шăпчăксен ертӳçи.
Çав кунах ачасен тата çамрăксен «Колыбель России» фестивалĕ иртнĕ. Унта Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенчен, Çĕпĕрпе Уралтан, Белоруссипе Украинăран, Узбекистанран, Германирен тата Мускавпа унăн облаçĕнчен мĕнпурĕ 1500 конкурсант хутшăннă.
Кунта та «Шăпчăк» ушкăна 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне, Анастасия Федотована 1-мĕш степеньлĕ диплом парса чысланă.
Жюри вĕрентӳçĕсене те палăртнă. «Лучший преподаватель» номинацире Светлана Кочневана тата Анастасия Кочнева хормейстера, Наталья Галискарова хореографа наградăланă. «Шăпчăк» ушкăнăн çĕнĕ концертмейстерĕ Артём Ситкина "Чи лайăх концертмейстер" пулнине палăртнă.
Чăваш пикисем, эпир сирĕнпе мухтанатпăр, сирĕншĕн савăнатпăр!
 
: 978, Хаçат: 23 (1167), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: