Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстанри Пăва хулин Культура керменĕнче Анна Никонорова 60 çул тултарнипе çыхăннă пултарулăх каçĕ тата авторăн нумаях пулмасть кун çути курнă «Чăнлă шывĕ хĕрринче» кĕнекин презентацийĕ иртрĕ.
Анна Степановна Никонорова Пăва районĕнчи Таккавар ялĕнче çуралса ӳснĕ, шкул хыççăн суту-илӳ техникумĕнчен вĕренсе тухса нумай çул лавккаçăра ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Ульяновск облаçне куçса килсе тĕпленет. Ульяновск районĕнчи Вышкă ялĕнче пурăнать, сутуçăра вăй хурать. Çырас туртăмĕ, пултарулăхĕ çамрăк чухнех палăрнă пулин те пирĕн облаçра «Еткер» кăларăмпа «Канаш» хаçат çуралсан кăна вăл хăйĕн ĕçĕсене халăх умне кăларать. «Еткер» кăларăмра Анна Никонорова хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсемпе тухать. Вĕсене Полина тата Вера йăмăкĕсемпе пĕрле шăрантарать. Çав вăхăтрах «Канашра» та тĕрленчĕкĕсем, калавĕсемпе асаилĕвĕсем тăтăшах пичетленеççĕ. Вăл «Шевле» литпĕрлешӳ членĕ пулса тăрать. Çак çулсенче вăл çырнă «Ах, аннеçĕм-анне» юрри пĕтĕм чăваш тĕнчине саланать, кашни чăваш çынни пĕлекен юрă пулса тăрать. Çав юрăшăнах Анна Никонорова Ульяновскри «Еткер» фондăн премипе орденне илме тивĕçет.
Халĕ Анна Никонорова Пăвара пурăнать.
Тăванне, юлташне, пултаруллă ентешне саламлама Пăва районĕнчи Таккавар, Чăваш Киштек, Элшел, Раккасси, Пӳркел, Пăрăнтăк, Рункă, Алших, Кипеккасси ялĕсенчен, Пăва хулинчен, Ульяновск облаçĕнчен, Шупашкартан чăвашсем пухăнчĕç. Çаплах Ульяновскри «Палнай» ушкăн, Шупашкартан Катя Петрова, Алина Фёдорова тата Денис Пугач эстрада юрăçисем килсе çитрĕç. Вĕсем куракансемпе пĕрле çепĕç чăваш юррисемпе савăнтарчĕç.
Уяв саламсенчен тытăнчĕ. Чăваш Киштек ял пуçлăхĕ Фёдор Петров ентешсенчен пысăк салам каларĕ, мăшăрĕпе Тамарăпа юрă парнелерĕç.
«Еткер» телекăларăм ертӳçи Олег Мустаев Анна Никонорована Даниель Дефопа танлаштарчĕ – çын пĕр лайăх произведени çырса та тĕнчипе чапа тухма пултарать.
-Эсĕ çемьери еткерлĕхе, чăвашлăха тытса пыракан çын. Ăçта пурăнсан та – халь Пăва тăрăхне куçса килтĕн – ху тавра чăваш чунĕллĕ çынсене пуçтаран. Санра чăвашлăх иксĕлми, - терĕ. Савăнăçлă хыпар та пĕлтерчĕ юбиляра – Ульяновскри «Еткер» редакцийĕ, Тутарстанри наципе культура автономийĕ Анна Никонорована «Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята пама тăратнă.
Тепĕр салам Ульяновск облаçĕнче Кĕрешӳ спортне чĕртсе яракан Сергей Красновран пулчĕ.
-Çак савăнăçлă кунсене эсĕ тивĕçлĕ. Санра чăваш халăхне сыватакан, хавхалантаракан чун пурăнать, - терĕ.
Чĕмпĕр саламĕсене «Палнай» илемлĕ юрăсемпе çирĕплетрĕ.
Тăванĕсем, йăмăкĕсем, пиччĕшĕсем юратнă тăванне чечек çыххисем парнелерĕç. Таня йăмăкĕ аппăшне халалланă сăввине вуласа пачĕ, Эльза хĕрĕ хĕвелтухăç ташшипе тĕлĕнтерчĕ, Вира инкĕшĕ (Герасимова) юратнă кинне хисепленĕшĕн тав туса халăх юррине юрласа пачĕ.
Анна Степановна куракансене хăй çырса кĕвĕленĕ юррисене парнелерĕ. «Чăнлă шывĕ хĕрринче» кĕнеке еплерех çырăннине каласа пачĕ. Хăйĕн кĕнекисене вулакансене, юррисене юрлакансене чун-чĕререн тав турĕ.
Уява Алших ялĕнчи Культура керменĕн ĕçченĕ Роза Дубова ертсе пычĕ.
 
: 1049, Хаçат: 23 (1167), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: