Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Апрель уйăхĕнче Ульяновскра кĕпĕрнаттăр – правительство пуçлăхĕ С.И.Морозов ертсе пынипе урамри йĕркене сыхлас ыйтусемпе лару иртнĕ. Унта пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетсе чи лайăххисене палăртнă. «Муниципаллă пĕрлешӳсенчи чи лайăх ирĕклĕ халăх дружини» номинацире Чăнлă посёлокĕнчи «Защита» виççĕмĕш вырăн йышăннă, ăна çак çитĕнӳшĕн кубок, диплом тата компьютер парса чысланă. Наградăсене С.И.Морозов дружина командирне В.Н.Лянкина тыттарнă.
Кунта кăштах ăнлантарни кирлĕ. Дружинăна йĕркелесе ярсанах чăнлăсем облаçри районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн тытса тăнă. Командирĕ "Чи лайăх дружинник" номинацире çĕнтернĕ. 2011 çулта вара конкурса хуласенчи дружинăсем те хутшăннă. Çавна шута илсен виççĕмĕш вырăн – питĕ пысăк çитĕнӳ.
Владимир Николаевич Лянкин Чăнлă посёлокĕнчи «Защита» ятлă ирĕклĕ халăх дружинине 21 çул ертсе пырать ĕнтĕ. Унта халь 49 çын. Ку дружина халь облаçра чи лайăххисенчен пĕри пулса тăнă. Пурĕ вара облаçра кун пек дружинăсен шучĕ — 241, унта 4158 çын. Чăнлă районĕнче тăхăр ушкăн, 214 çын.
Халăх дружинисене пирĕн çĕршывра пĕрре пуçтарнă, тепре салатса янă. Юлашкинчен вĕсем кирлине ăнланса илнĕ. Чăнлă посёлокĕнче уйрăмах кирлĕ вăл, мĕншĕн тесен кунта криминал енчен яланах йывăрлăхсем пулнă. Çакна тĕрлĕ сăлтавпа ăнлантарма пулать: посёлок хула çывăхĕнче вырнаçнă, тĕрлĕ çĕртен килнĕ нумай наци пурăнать, чукун çул станцийĕ пур, «Ульяновск – Хусан» автотрасса иртет…
Çавăнпа та пилĕк çул каялла район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов тата районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ пуçарăвĕсемпе дружинăсен ĕçне çĕнĕрен чĕртсе тăратаççĕ. Чăнлăра ун командирĕ пулма В.Н. Лянкина суйлаççĕ. Ун тӳрĕ кăмăлне, пултарулăхне, хастарлăхне пурте пĕлеççĕ. Вăл вырăнти вăтам шкулта 1970 çултанпа вăй хурать, халĕ ОБЖ предметне вĕрентет. Унсăр пуçне çак предметпа вĕрентекенсен районти методика пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ, Чăнлă хула тăрăхĕн пуçлăхĕ, çакăнти депутатсен совечĕн ертӳçи, районти вĕрентӳ ĕçченĕсен профсоюзĕн пуçлăхĕ. Тата тĕрлĕ комисси, подкомисси…
Ку ăнсăртран мар. Владимир Николаевич ачаранпах ĕçе хăнăхса ӳснĕ. 5-мĕш класран пуçласа спортпа туслашнă, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Тăван ялĕнче – Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче — 13 çултах кĕтӳ кĕтме пуçланă. 7-мĕш класс хыççăн каникулта плугарьте ĕçленĕ. Каярах каникулсенче вырăнти хуçалăхра грузчикра вăй хунă. Çав вăхăтрах ГАЗ-51 автомашинăпа çӳреме вĕреннĕ. Тракторист е шофёр пулма ĕмĕтленнĕ… Анчах шăпа урăхла килсе тухнă. Вăтам шкул пĕтерсен ăна Чăваш Паснапуç шкулне пĕрремĕш класс ачисене вĕрентме яраççĕ. Ачасем вĕренӳ çулĕ вĕçне пурте лайăх вулама, çырма, шутлама хăнăхнине шута илсе районти вĕрентӳ пайĕ ăна Грамота парса хавхалантарать.
1966 çулта çар служби пуçланать: Польша чикки, пограничник. Службăра, вĕренӳре хастарлăх кăтартнăшăн, спортра пысăк çитĕнӳсем тунăшăн командовани В.Лянкина Мускаври пограничниксен училищине вĕренме ярать. Унта вăл кĕçĕн лейтенант пулса тăрать, чаçне таврăнать. Виçĕ çултан службăна йĕркеллĕ пĕтерсен тăван яла килет.
Унччен салтакран офицер пулса яла таврăнакан никам та пулман. Çакна районта тӳрех асăрхаççĕ. Владимир Николаевича Çĕпрел райкомне ĕçлеме чĕнеççĕ. Çак вăхăтрах вăл райпотребсоюзра инструктор пулать. Ку çулсенче вăл спортăн нумай енĕпе ăмăртусенче çĕнтерет, районти чи вăйлă спортсменсенчен пĕри пулса тăрать. Пĕр вăхăт ялти ферма заведующийĕ те пулать. Анчах ачасене юратни хăйĕн ĕçне тăватех. Ăна Чăнлă районĕнчи Пухтел ялне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме чĕнсе илеççĕ. Унтан Чăнлă посёлокне куçать.
-Эпĕ аттесĕр ӳснĕ, çемьере кĕçĕнни пулнă. Анне, Мария Ивановна, мана питĕ тĕрĕс те çирĕп воспитани панă: ĕçе тăрăшса тумалла, çынсене хисеплемелле, пулăшмалла, ыттисемшĕн яланах тĕслĕх пулмалла… Эпĕ аннене мана çын тума тăрăшнăшăн халĕ хăй çут тĕнчере çук пулин те паян кунччен тав тăватăп,- тет Владимир Николаевич.
Ачаранах çынсемшĕн тĕслĕх, малтисен ретĕнче пулма хăнăхнă В.Н.Лянкина Чăнлă посёлокĕнче те харăс темиçе ĕç илсе пыма шанаççĕ. Унсăр пуçне спорта та пăрахман вăл. 65 çула çитнĕ пулсан та ветерансем хушшинче чупассипе, йĕлтĕрпе чупассипе, кире пукан йăтассипе, тĕл перессипе районти тата облаçри ăмăртусене хутшăнать, яланах çĕнтерӳçĕсен е призёрсен шутĕнче. Çакна килти архивра папки-папкипе упранакан Грамотăсем, Дипломсем çирĕплетеççĕ.
-Халăх дружинин пĕлтерĕшĕ пысăк. Эпир районти шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Мĕн пулассине хамăр çынсем урлă маларах пĕлме тăрăшатпăр. Акă пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. Икĕ çул каялла посёлокра çапăçу пуласси пирки пĕлтĕмĕр. Тӳрех милицие систертĕмĕр. Хамăр ушкăнсем тĕл пулмалли вырăна кайрăмăр. Икĕ ушкăнра çирĕмшер çамрăк. Аллисенче арматура татăкĕсем, пистолетсем, обрезсем... Пĕр-пĕрне амантма та, вĕлерме те хатĕр. Телее, çапăçу тытăнас умĕн милици çыннисем пырса çитрĕç. Çапла вара пысăк инкеке сирсе яма пулăшрăмăр. Мĕн пулса тухма пултаратчĕ кунта – калама та хĕн…
Пирĕн посёлокра канмалли кунсенче çамрăксем нумай. Çавăн чухне дежурствăна тухатпăр. Çулла 20 сехет 30 минутра тытăнатпăр та 00 сехет те 30 минутчен çӳретпĕр. Хĕлле 20.00 – 23.30 сехетсенче. Çаплах Марьевка, Телешовка, Кашинке, Арбузовка ялĕсенче те пулатпăр. Уйрăмах Чăнлăри Культура çуртне тимлĕх уйăратпăр. Халĕ ташă каçĕсем шăв-шавсăр иртеççĕ. Залра пирус туртмаççĕ, ӳсĕрсем çук. Çурт умĕнче эрех-сăра ĕçсе ларакансем те курăнмаççĕ. Посёлокра пурăнакансем пире урамра ӳсĕр çынсем сахалланăшăн, ачисене тĕрĕслесе тăнăшăн тав тăваççĕ,- тет «Защита» дружинăн командирĕ.
Вĕсен ĕçне çакă лайăх кăтартса парать: юлашки тăватă çул хушшинче посёлокри преступность 20 процент чакнă.
-Паллах, пур çĕре те ĕлкĕрме çăмăл мар. Мана йĕркепе пурăнма хăнăхни, ĕçпе пиçĕхни тата çемье пысăк пулăшу параççĕ. Манăн мăшăрăм лайăх: веçех ăнланать, пур çĕрте те пулăшу пама тăрăшать, килти ĕçсене ытларах хăй çине илет. Уншăн тавах ăна . Лидия Петровнăпа эпир 1969 çулта пĕрлешрĕмĕр, икĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса ӳстертĕмĕр. Халĕ пирĕн тăватă мăнук ĕнтĕ. Манăн çемье – манăн пуянлăх! Хамăн çемьепе мăнаçланатăп эпĕ, - туйăмĕсене пытармасть çемье пуçлăхĕ.
Кĕркунне В.Н.Лянкина тепĕр тĕрĕслев кĕтет. Сентябрьте Мускавра «Раççейри чи лайăх дружинник» конкурс иртмелле. Унта «Защита» дружинăн командирĕ те хутшăнĕ. Ку питĕ пысăк яваплăх, пысăк чыс. Апла пулсан пур çĕрте те малта пулма хăнăхнă Владимир Николаевич Лянкина унта ăнăçу та çитĕнӳ сунар!
 
: 983, Хаçат: 23 (1167), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: