Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
АХ, ПĔЛМЕН ÇАКНА, ЧУХЛАМАН ÇАКНА
 
«Вăхăт çил пек ыткăнать. Пурнăç аслати пек кĕрлет. Суйласа илме йывăр пулнă, умра тĕрлĕрен çул выртнă. Васкамарăм, тĕплĕн шутларăм та хам çулпах утас терĕм. Пурнăç çулĕ такăр та çăмăл пулмарĕ, ман ума никам та кавир сарса хумарĕ. Ыррине те пит курмарăм, апла пулин те чыса сутмарăм. Паян вара ачамсем: «Ах, пĕлмен çакна, чухламан çакна, аннерен хакли никам та çук», - юрăри сăмахсемпе пăхса пурăннипе киленсе пурăнатăп», - тесе çирĕплетет Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Алёшкин-Саплăкра 1924 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ, паян Майна районĕнчи Тагайра тĕпленсе кун кунлакан Александра Васильевна Порфирьева. Вăл Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ, I тата II-мĕш степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕсене, II тата III-мĕш степеньлĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕ чăваш хĕрарăмĕ.
 
Тăватă ача çуратса колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тар тăкнă Акулина Григорьевнапа хăй вăхăтĕнче ял Совечĕн секретарĕнче вăй хунă, 1917 çулхи Граждан вăрçине хутшăннă, 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçа хутшăнса Çĕнтерӳпе таврăннă, ун хыççăн тырă йышăнмалли вырăнăн директорĕн çумĕнче мĕн çут тĕнчерен уйрăличчен ĕçленĕ Василий Егорович Порфирьевсен çемйинче Александра иккĕмĕш ача пулса çуралнă.
Вăхăчĕ выçă-тутăллă, йывăр пулнă пулсан та Александра Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çичĕ класс пĕтерме вăй-хал çитеретех. Ним калама та çук – ăнăçлăн ĕлкĕрсе пынă. Малалла хăйĕн пĕлĕвне ӳстереймен – çемьене пулăшмалла пулнă. Çемье çавăриччен, 1945 çулхи нарăс уйăхĕччен, арçынсемпе пĕр тан колхозри тĕрлĕ ĕçсенче пилĕкне авнă.
Вăрçă вăхăтĕнчи çулсем çинчен Александра Васильевна чĕрене шăнтмалла каласа парать:
- Хусан айккинчи Васильево таврашĕнче вăрман касрăмăр. Йывăçсене икшер метр тăршшĕ касса пуйăс вакунĕсем çине тиемеллеччĕ. План – 18-19 çулти икĕ-виçĕ хĕрачашăн – талăкра пĕр вакун. Хăш чухне иккĕн çеç тиеттĕмĕр. Хушнине пурнăçласан пĕр кило хура çăкăр паратчĕç. Пурнăçлаймасан ĕç харама каятчĕ – выçă тăрса юлаттăмăр. Сивĕре те, çумăрлă çанталăкра та мĕн çĕрлене юличчен пилĕксене аваттăмăр. Тамăкри пурнăçа чăтаймасăр виçĕ хутчен тартăмăр. Хусантан тенĕ пек, Атăл урлă вакун картлашкисенчен çакланса каçкаласа ӳксе, ялсем тăрăх ыйткаласа çӳресе хырăмсене тăрантарса çуранах киле таврăнаттăмăр. Темиçе кунтан каялла ирĕксĕрлесе леçсе яратчĕç. Чукун çул тунă çĕрте наçилккапа миçе тонна хăйăр тавраш йăтман-ши?! Турра шĕкĕр, аманса юлмарăм, çут тĕнчене юратнă мăшăрăмпа – колхозра водительте ĕçленĕ Ксенофон Сафроновичпа сакăр ача парнелерĕмĕр, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр.
Александра Васильевна, 2014 çулта 90 çул тултараканскер, ачисем, мăнукĕсем миçемĕш çулта, хăш кун çуралнине пĕр шухăшласа тăмасăр аса илет: Иван, Лидия, Пелагея, Нина, Галина, Ольга, Елена, Виктор. Вĕсенчен асли кăна çут тĕнчерен уйрăлнă. Улттăшĕ Тагайра амăшĕ таврашĕнче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Ентешĕмĕрĕн 18 мăнук, мăнукĕсен 27 ачи, мăнукĕн мăнукĕ те пур ĕнтĕ.
Александра Васильевна пĕчченех кил хуçалăх тытса пурăнать. Помидор, хăяр çеçкисем çитĕнтерсе пахчана кăларса лартать, пăхса ӳстерет, унăн пӳрт умĕнче чечексем ешереççĕ. Апат-çимĕç, кукăль тавраш унран тутлă пĕçерекенни те çук теççĕ хĕрĕсем. Килĕнче вара çамрăксем тĕслĕх илмелли хăтлăх тата тирпейлĕх.
Ентешĕмĕр «Канаш» хаçата 1989 çултанпа çырăнса илсе квитанцийĕсене пуçтарса пырать.
-Хаçата икĕ-виçĕ хут пĕтĕмĕшле вуласа тухатăп. Уйрăмах çынсен пурнăçĕ, шăпи çинчен çырнă материалсем кăмăла каяççĕ. Кăмăла кайманни çук. Маттур эсир, хаçатçăсем. Пурăнас килет. Пенси укçине килех леçсе параççĕ. Мĕн çиес тенĕ – çи. Сывлăхĕ кăна пултăр. Нушаланнă çулсене аса илетĕп те тата ытларах савăнса пурăнас килет, - тет Александра Васильевна Порфирьева.
 
 
Майна районĕ,
Тагай ялĕ.
 
: 991, Хаçат: 23 (1167), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: