Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хула тулашĕнче вырнаçнă «Волжанка» лагере çитсе курнă. Унта вăл канашлу ирттерсе çуллахи сывлăха çирĕплетмелли тапхăра мĕнле хатĕрленсе çитни çинчен правительство членĕсен отчёчĕсене итленĕ.
 
Вĕрентӳ министрĕ Екатерина Уба çирĕплетнĕ тăрăх, Ульяновск облаçĕнче тĕрлĕ майсемпе 68000 ача сывлăхне çирĕплетме тата канма пултарĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан 1,5 процент нумайрах. Регион тулашĕнче 646 ача канмалла, вĕсенчен 315-шĕ – Хура тинĕс хĕрринче.
2012 çулта хула тулашĕнче вырнаçнă 18 лагерь ĕçлемелле. Вĕсем ачасене çĕртме уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче йышăнма тытăнĕç. Кăçал ачасене кăнтăрла йышăнакан 487 лагерь пулĕ (пĕлтĕр 478). 2012 çулта ачасен сывлăхне çуллахи вăхăтра çирĕплетме пурĕ 419 млн та 700 пин тенкĕ уйăрма палăртнă, 206 млн та 7 пин тенки – область бюджетĕнчен.
2012 çулта Ульяновскри вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан институт çумĕнче пĕрремĕш хут педагогика отрячĕсемпе палаткăллă лагерьсен 57 ертӳçине хатĕрленĕ. Медицина катастрофисен центрĕнчен физкультура тата ишме вĕрентекен 119 инструктор вĕренсе тухнă. Кунсăр пуçне 20 матрос-çăлавçă ятарлă курссенче пĕлӳ илнĕ. Лагерьсенче ĕçлеме вĕрентекен семинарсем Ульяновск облаçĕнчи пур муниципаллă пĕрлĕхсенче те йĕркеленĕ.
Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев кăçал йывăр лару-тăрăва çакланнă 31 пин ытла ача тĕрлĕ лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетме пултарасси çинчен каласа панă. Çак тĕллевпе область бюджетĕнчен 47,5 млн тенкĕ уйăрмалла.
Валентина Караулова министр та сывлăх сыхлавĕн шайĕнче, санаторипе курорт учрежденийĕсенче ачасем сипленме тата канма пултарасси çинчен пĕлтернĕ.
Çаплах çуллахи тапхăрта ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ нумай культурăпа спорт мероприятийĕ иртмелле.
 
: 978, Хаçат: 23 (1167), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: