Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи И.Я. Яковлев кунĕ пуçланса кайнăранпа кăçал шăпах вăтăр çул çитрĕ. Аякри чăваш ялĕнче пурăнакансем хăйсен çак çĕнĕ уявне 1983 çултанпа пĕр сиктермесĕр ирттерсе пыраççĕ. Ăна пуçарса яраканĕсем эпир – кунта çуралса ӳснĕ ял çыннисем И.Я. Яковлев 1896 çулта туса лартнă пуçламăш шкулта аллă çул ытла ĕçленĕ
Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Мария Михайловна Бикмендеева тата ăна май пур таран пулăшаканĕ эпĕ.
 
Кун пирки Мария Михайловна хăйĕн «Чăвашкасси» кĕнекинче çапла çырать:
«Манăн учитель стажĕ 52 çул. Тăван яла 1943 çулта таврăнтăм. Çавăнтанпа пĕр улшăнмасăр 51 çул хушши Чăвашкассинчи И.Я. Яковлев уçнă шкулта ĕçлерĕм. 41 çул ăна директор пулса ертсе пытăм, музей директорĕнче – 20 çул…
1983 çулхи майăн 13-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура И.Я. Яковлев просветитель çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май ăна чысласа тата сума суса ялти кивĕ, анчах та ватăлман шкул стени çинче Асăну хăми уçăлчĕ. Çав кунах шкулти класс пӳлĕмĕсенчен пĕринче И.Я. Яковлев музейĕн чи малтанхи экспоначĕсемпе паллашма пултарчĕç уява пухăннисем. Чаплă кун ячĕпе хăнасем йышлă килсе çитрĕç».
Вырăнти тата районти пуçлăхсемсĕр пуçне Шупашкартан килнĕ хăнасем те сахал марччĕ унта: Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ, Чăваш Писателĕсен союзĕн правлени председателĕ Ю.М. Артемьев (халĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор), ЧНИИ сотрудникĕ, истори наукисен кандидачĕ В.П. Иванов, «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕ, поэт-тăлмачă А.Д. Дмитриев, «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçат фотокорреспонденчĕ Ю.А.Дмитриев, «Ялав» журнал фотокорреспонденчĕ В.Исаев. Уявра çаплах Чăвашкассипе Çĕнĕ Улхаш, Кивĕ Улхаш ялĕсенчи учительсем, колхозниксем, специалистсем, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем йышлăччĕ.
Ял çыннисене уяв калама çук килĕшрĕ. Халăх ыйтнипе ăна эпир çулсерен ирттерме шутларăмăр. Юлашкинчен вăл чăннипех те йăлана кĕрсе кайрĕ. Чи малтанах эпĕ уяв пирки район пуçлăхĕсемпе калаçса татăлаттăм. Чăваш Писателĕсен союзĕпе çыхăнса хăнасене йыхрав тăваттăм. Вырăнти пуçлăхсем ял хушшинчи çул-йĕре грейдерпа тикĕслеттерсе хуратчĕç, шкул çуртне юсаса тирпей-илем кĕртетчĕç.
Райхаçатри репортажра эпĕ ку уява кашнинчех «И.Я. Яковлев кунĕ» тесе пысăк саспаллипе çыраттăм. Ячĕ пирки вырăсланнă чăвашсенчен ӳпкевне те сахал мар илтме тӳр килетчĕ. «Ку вăл просветителе ытлашши пысăка хуни пулать»,- тетчĕç вĕсем. Ун пеккисене эпĕ çапла каласа ăнлантараттăм: «Вырăссем Славян халăхĕсен культура кунне çуллен уявласа ирттереççĕ. Кунсăр пуçне Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Тютчев тата ытти паллă чĕлхе ăстисен ятне панă культура кунĕсем пур вĕсен. Эпир вĕсенчен мĕнрен кая? Пирĕн мĕншĕн тăван халăхăмăра çырулăх парнеленĕ патриарха çавнашкал чыслас мар?»
Чăннипе уявне И.Я. Яковлев çуралнă кун – акан 25-мĕшĕнче – ирттермеллеччĕ-ха. Анчах кунĕ çурхи шыв-шур вăхăтĕнче çул-йĕр пăсăлнă вăхăтпа тӳр килнипе ăна çанталăка кура – ытларах çу уйăхĕн варринче е вĕçĕнче ирттерме калаçса татăлтăмăр. И.Я. Яковлев кунне пула ял халăхĕ сахал мар «чĕрĕ» писательсемпе тата эстрада артисчĕсемпе курса паллашма пултарчĕ. Çакă хăех калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ мар-и? 1992 çулхи акан 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш чĕлхи кунне ирттерессине йăлана кĕртес тĕлĕшпе ятарласа постановлени йышăнчĕ.
Шел, ССР Союзĕ аркансан Шупашкарти культура ĕçченĕсемпе писательсем ял уявне килсе çӳрейми пулчĕç. Çав çулсенче те эпир, вырăнти çыравçăсем, И.Я. Яковлев кунне сӳнме памарăмăр: В.Тарават, А.Чебанов тата эпĕ – виççĕн кайса та пулин ял çыннисемпе Яковлев вулавĕсене ирттертĕмĕр. Çак хушăра ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те вăй илсе пычĕç.
Халĕ И.Я. Яковлев кунĕ пĕр ял уявĕ çеç пулма пăрахрĕ тесен те юрать. Кăçал акă Ульяновскра область шайĕпе Яковлев вулавĕсем иртрĕç. Унăн ĕçне кӳршĕ регионсенче пурăнакан чăвашсем те хастар хутшăнчĕç. Унта вĕсем малашне И.Я. Яковлев кунне Раççей шайĕпе ирттерме калаçса татăлчĕç. Çакна пĕлсе тăма калама çук кăмăллă.
Чăвашкассинче кăçал И.Я. Яковлев кунĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртрĕ.
Хисеплĕ хăнасем хушшинче – «Чăнлă районĕ» муниципаллă пĕрлĕх пуçлăхĕн çумĕсем В.П. Анисимовпа А.А. Узиков, районти культура пайĕн пуçлăхĕ В.К. Фомина, районти тĕп библиотека пуçлăхĕ А.В. Клопкова, Улхаш ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева, Чăвашкасси шăпчăкĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки З.М. Рейтер (Афанасьева).
Çанталăк çумăрлăраххине пула уява пынисем ялти Культура çуртне пухăнчĕç. Уяв хĕрсемпе каччăсем карталанса Çимĕк юррисене юрланипе пуçланчĕ. Культура çурчĕ çумĕнче кинотеатр ĕçлет. Чăвашкассине килсе курнă май Мускавра ĕçлесе пурăнакан И.Я. Яковлев просветитель тăхăмĕ, унăн кĕçĕн мăнукĕ В.Павлов паллă артист парнелесе хăварнă документлă фильм кадрĕсене курма пултарчĕç уява пынисем.
Кун хыççăн район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Петрович Анисимов ял халăхне сцена çине тухса саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл И.Я. Яковлев Кунĕ районти тĕрлĕ халăх çыннисене туслăн пĕрлештерсе тăнине, унта акăнакан вăрлăх тухăçлă çимĕç кӳнине пусса палăртрĕ. Юлашкинчен общество ĕçне хастар хутшăннăшăн Н.П. Ильмендеев, И.К. Лисков, В.И. Салюкина, В.Н. Симуллин, Н.П. Узалуков район пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Унтан Чăнлă район депутачĕсен Канашĕн председателĕ И.М. Фролова халăх ансамблĕнче юрлакан юрă ăстисене – В.Е. Лискована, Т.В. Макарована, Г.Д. Садюхинана, Л.В. Улендеевана Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева хăйсен кил-çурчĕсене типтерлĕ тытса пыракан ял çыннисене Хисеп хучĕсем, виçĕ ача пăхса ӳстерекен çамрăк мăшăра Владимир тата Галина Денисовсене хаклă парнесем парса савăнтарчĕ.
Тĕлпулура Чăвашкассинчи Родион Кириллов ертсе пыракан халăх ансамблĕ "Шуçăм", Нина Кольцова ертсе пыракан «Берёзка», Пухтелĕнчи «Солнышко» (ертӳçи Николай Мускин) ансамбльсем, ача садне çӳрекен пĕчĕк талантсем, Аслă Нагаткинта А.Л. Синдюкова йĕркеленĕ «Уйсас» фольклор ушкăнĕ хăйсен концерт программисемпе паллаштарчĕç.
Залра ларакансем ыйтнипе хаклă хăна – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер хăйĕн репертуарĕнчи юратнă юррисенчен пĕрне пысăк ăсталăхпа юрласа кăтартрĕ. Уява ертсе пыракансем ăна чечек çыххи парнелесе тав турĕç.
 
: 928, Хаçат: 23 (1167), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: