Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çакăнта çуралнă, çакăнта вĕреннĕ, çакăнтах ĕçлетĕп», - терĕ хăйпе паллаштарма ыйтсан Чӳрекелĕнчи вулавăш ĕçченĕ Раиса Ульянова. Тепĕр майлă каласан, вăл çуралнă çĕршывĕнчех кирлĕ пулнă.
Профессийĕпе вăл бухгалтер. Вĕренсе тухсан «Дружба» колхозра кассирта пилĕк çул вăй хунă. Хуçалăхсем арканма тытăнсан Раиса Николаевна ĕçсĕр тăрса юлнă. Икĕ-виçĕ çула яхăн килте ларнă хыççăн ăна ялти вулавăшра ĕçлеме сĕнеççĕ. Вăл шкулта иккĕмĕш хутра вырнаçнă. «Кунта, шел, пĕр чӳрече те çук. Çавăнпа чечек таврашĕ ӳсмест»,- тет Раиса Николаевна пăшăрханарах. Çакăнта вăл чĕрĕк ĕмĕр хушши хăй ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пырать. Вулавăшра 6800 кĕнеке упранать. Вĕсенчен чăвашлисем – 35.
Ялта кĕнеке вулакансем пур-и тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
- Телее, вулас кăмăллисем пур-ха. Уйрăмах шкул ачисем çӳрени савăнтарать. Эпĕ асăрханă тăрăх, кĕнеке нумай вулакансем шкулта та лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Кунта кашни тăхтаврах чупса килеççĕ. Юлашки çулсенче районти культура уйрăмĕ çĕнĕ кĕнекесем ярса паркаларĕ. Уйрăмах шкул ачисем валли, шкул çулне çитменнисем валли те пур. 90-мĕш çулсенче пĕр кĕнеке те килмен.
Сĕтел çинче «Канаш» хаçат пуххи выртать. Хаçата ентешĕмĕр хăй укçипе çырăнса илет. Тиражĕ сахал пулнишĕн пăшăрханса çапла каларĕ:
-Чăн чăваш ялĕсенче пурăнакансен мĕншĕн çырăнса илсе вулас мар-ха?.. Тĕлĕнмелле. Хаçачĕ питĕ интереслĕ,- тет сăпайлă хĕрарăм.
Вулавăшра ĕçленисĕр пуçне Раиса Николаевна шкулта «Почемучкины ручки» ал ăстисен кружокне илсе пырать. Сакăр хĕрача хаваспах тĕрлеме, çыхма вĕренме çӳрет. Киле урок тума панă пекех вăл тĕрлеме задани те парать. Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне вăл вулавăшра ялти ăстасен тата шкул ачисен ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕччĕ. Хăй чăваш тумĕпеччĕ. Ку тума вăл пĕлтĕр Чĕмпĕрте иртнĕ Раççей Акатуйĕ тĕлне ятарласа çĕленĕ. Унта вĕсен хăйсен палатка пулнă. Ăна ал ĕçĕсемпе тата чăваш апат-çимĕçĕпе илемлетнĕ. Унсăр пуçне вăл курма пынисене хăй вĕретнĕ кăпăклă сăрапа сăйланă. Сăрана вăл ялти кирек мĕнле уяв тĕлне те вĕретсе тухать. Хăнасене кĕтсе илме кăпăшка, çаврака çăкăр пĕçерме те ăнах шанса параççĕ уява йĕркелекенсем.
–Мероприятисене шкулта пĕрле ирттеретпĕр. Пултарнă таран пулăшма тăрăшатăп,- тет вăл йăл кулса.
Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ пулин те вăл çамрăк чухнехи пекех вăр-вар-ха. Пĕчĕк мăнукĕ «асанне» вырăнне «анянне» тет.
Пур çĕре те ĕлкĕрет Раиса Николаевна: ĕçре те сатур, кил таврашĕнче те тирпей-илем, карта тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп. Паллах, ăна пур енĕпе те юратнă мăшăрĕ Николай Васильевич пулăшса пырать.
«Çемьере йăлтах йĕркеллĕ пулсан — ĕçсем те кал-кал пыраççĕ, пурăнас килет, ырă ĕçсем тăвас килет»,- тет Раиса Николаевна.
 
 
Майна районĕ.
 
: 912, Хаçат: 23 (1167), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: