Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Влаçра тăракан пуçлăхсене итлесен Раççей чечекленсе, аталанса пырать. Эпир пур енĕпе те лайăх енне улшăнатпăр. Анчах чăннипех çапла-ши? Социологсен тишкерĕвĕсем тепĕр майлă калаççĕ.
 
Çак кăтартусемпе Раççей пĕрремĕш вырăнта:
1. Ача пăрахассипе (сехетсерен çĕршывра 300 хĕрарăм ача пăрахать, çулталăкра – 4000000)
2. Мăшăрсем уйрăлассипе.
3. Ашшĕ-амăшĕнчен туртса илнĕ ачасен шучĕпе.
4. Ăс-тăн пăсăлнипе аптăракансемпе (тĕнчипе психолог пулăшăвĕ çынсен 15 процентне кирлĕ пулсан пирĕн çĕршывра – 25 процентне).
5. Героинпа усă курассипе (тĕнчипе туса кăларакан героинăн 21 проценчĕ тата ытти наркотиксен 5 проценчĕ пирĕн çĕршыва килет).
6. Пирус туртакан ачасен шучĕпе.
7. Тăлăх ачасен шучĕпе (Раççейре мĕнпурĕ 760 пин тăлăх тата миллион килсĕр-çуртсăр, çапкаланса çӳрекен ача).
8. Ĕçке ернĕ ачасен шучĕпе (10 млн ача – 11 çултан тытăнса 18 çула çити – куллен сăра-эрех ĕçет).
9. Хăй ирĕкĕпе пурнăçран уйрăлакан ачасен шучĕпе.
 
Çак статистикăна вуласан çӳç вирелле тăрать. Юлашки икĕ уйăхра Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хыпарсем кашнин сехрине хăптарчĕç: шкул ачисем унта та кунта çут тĕнчерен хăйсен ирĕкĕпе уйрăлса каяççĕ. Икĕ эрне хушшинче кăна тăхăр ача хăйĕн пурнăçне татнă, вăл шутра пĕр харăс икĕ ача – алла-аллăн тытăнса. Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Пирĕн облаçра та нарăс-пуш уйăхĕсенче кун пек тĕслĕхсем пулнă. Чартаклă районĕнче 13 çулхи ача хăй çине алă хунă, Ульяновскри Засвияжски районĕнче – 15 çулхи ача. Сăлтавĕ – Интернетри «Детский суицид» страницин витĕмĕ. Кулленхи криминал хыпарĕсене хăнăхрăмăр ĕнтĕ: «тапăннă», «вĕлернĕ», «çаратнă», «çунтарнă». Анчах 11-15 çулхи çамрăк «сиксе вилнĕ», «çакăннă» тенĕ хыпар ахаль çынна çеç мар, медицина çыннисемпе следовательсене те шарт сиктерет.
Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, енчен те ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, çывăх юлташĕсем кăштах сисĕмлĕрех, тимлĕрех пулсан ачана суицидран хăтарма пулать.
Ача хăй пурнăçне татма пĕр çеккунтра йышăнмасть. Çак шухăш унра пĕр кун е эрне маларах çуралать. Ача хăйне урăхларах тытма тытăнать. Хăтланăвĕсемпе вăл хăйне начар пулнине «палăртать», ашшĕ-амăшне тимлĕх уйăрма «ыйтать». Ачипе çывăх хутшăнакан ашшĕ-амăшĕ ачари улшăнусене асăрхатех.
Статистика кăтартнă тăрăх, пурнăçран уйрăлма кăмăл тăвакансем – 11-16 çулхи ачасем. Шăпах çак ӳсĕмри ача «пурнăç» тата «вилĕм» пирки пĕлсех каймасть. Пĕчĕк стресс та уншăн вилĕмпе пĕр тан пек туйăнать. Çак ӳсĕмре ача хăй чĕрине итлеме пĕлмест-ха, вăл кам-тăр евĕрлĕ пулма, теприне тĕслĕхе хума тăрăшать.
Хăйне вĕлерме пултаракансен шутне мĕнлерех ачасем кĕреççĕ-ха?
Пирĕн шутпа, хăй çине алă хума психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ ача çеç пултарать. Специалистсем пачах урăхла çирĕплетеççĕ. Сывă ача та хăйне вĕлерме пултарать. Йывăрлăха кĕрсе ӳксен вăл унран тухма тĕрлĕ мелсем шырать: нумай шутлать, асапланать. Ашшĕ-амăшне каласа пама вăрçасран, ăнланмасран хăрать. Юлашкинчен пĕр çул суйлать – вилĕм. Мĕншĕн вилĕме суйласа илнине пĕлсен аслисем пуçĕсене ярса илеççĕ: «Çавăншăн хăй çине алă хурассине пĕлнĕ пулсан капларах е çапларах тунă пулăттăмăр». Анчах чавса çывăх та…Çапла, малтанах ача вутра «çуннине» асăрхаман, ăнланман, шеллемен, лăплантарман.
Мĕнле сăлтавсем ачана вилĕм патне илсе пыма пултараççĕ-ха?
- юлташсемпе хирĕçни;
- юратнă çынпа уйрăлни;
- тăтăшах йывăр лару-тăрăва лекни;
- çемьери начар самантсем: аслисемпе хирĕçни, ашшĕпе амăшĕ хушшинчи çапăçу-хирĕçӳ, вĕсем уйрăлса кайни;
- укçалла вылякан вăйăсен авăрне кĕрсе ӳкни:
- çемьере пусмăрлани, тимлĕх уйăрманни;
- çие юлни (хĕрачасен 21 проценчĕ);
Çакăн пек хăтланусене асăрхасан ачана инкекрен хăтарма пулатех:
- ача вилĕм пирки калаçать пулсан (кинора ача мĕнле вилни çинчен каласа парать пулсан):
- ун аллинче суицид пирки çырнă кĕнеке асăрхасан;
- ача пĕччен юлма тăрăшать, ушкăнран уйрăм ларать пулсан;
- «эпĕ никама та кирлĕ мар» тенине шӳтлесе кăна ирттерсе ямалла мар. Ку питĕ хăрушă паллă. Сăлтавне пĕлме тăрăшмалла.
- кичем кĕвĕ итлени;
- пуçланă ĕçĕсене вĕçлеме васкать е «вăхăт сахал юлчĕ» тет тĕк ĕçе пăрахсах пуçĕнчи шухăшĕсене пĕлме тăрăшмалла.
Ачăр вилĕм енне пĕр утăм турĕ пулсан васкасах психолог патне васкăр. Унсăрăн вăл хăй шухăшне пурнăçа кĕртме пултарать. Çакна ас тумалла: ача хăй çине ахальтен алă хумасть. Пуррине упрар-ха, çухатсан йĕмелле ан пултăр!
 
: 983, Хаçат: 23 (1167), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: