Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен çĕртме уйăхĕн 11-мĕшчен Ульяновск хулине тирпей-илем кĕртмелли ĕçсем иртмелле. Кун пирки Александр Пинков мэр ятарлă хушу кăларнă. Ака уйăхĕн 9-22-мĕшĕсенче, çу уйăхĕн 7 – 21-мĕшĕсенче тата çĕртмен 11-мĕшĕнче Ульяновскра субботниксем йĕркелеççĕ.
Хула пуçлăхĕ çумĕсене тирпей-илем кĕртмелли мероприятин планне тума хушнă. Çак ĕçе хулара пурăнакансене, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсене, аслă тата вăтам пĕлу паракан вĕренӳ учрежденисен студенчĕсене хастар явăçтармалла.
Килĕшӳ тăрăх “Центр экологических технологий”, “Полигон”, “Контракт плюс” организацисем сӳп-çапа хуларан турттарса тухассишĕн яваплă.
Субботниксем вăхăтĕнче пысăк тата кварталсем хушшинчи çулсене, парксемпе скверсене, газонсемпе чечек лартмалли вырăнсене тасатмалла, йывăçсене касмалла, вуллисене сăрламалла.
 
: 1060, Хаçат: 14 (1106), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: